Надежда Федоровна МОКШИНĂНА  çуралнă кунне палăртнă ятпа саламлатпăр!
Тӗп хыпар

Надежда Федоровна МОКШИНĂНА çуралнă кунне палăртнă ятпа саламлатпăр!

Хаклăран та хаклă çыннăмăра, мăшăра, юратнă аннене, аккана, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Надежда Федоровна МОКШИНĂНА январӗн 1-мӗшӗнче çуралнă кунне палăртнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!

Пӗтӗм ыр чунтан сана сунатпăр
Сывлăх та юратупа телей!
Пурнăçу юмахри пек ăнса çеç пытăр,
Хуйхă-суйхă ирттӗр айккипе.
Çемьере ăнланупа татулăх
Пултăр вăл ялан тӗпре,
Чунупа ан ватăл, кăмăлпа ан хуçăл –
Пурнăç пит хитре эс пуррипе!
Мăшăрӗ Анатолий, ывăлӗсемпе кинӗ,
Трифоновсемпе Бердниковсем.  


Нет комментариев