Никитинсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитет
Чистай хулинче пурăнакан Анна Андреевнăпа Владимир Григорьевич НИКИТИНСЕМ çемье çавăрнăранпа чӳк уйăхӗн 7-мӗшӗнче 50 çул çитет
Çывăх юлташсене, тăвансене Ылтăн туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван килӗр ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр. Ан чирлӗр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр. Эсир пурри пирӗншӗн савăнăç!
Сирӗншӗн çутаттăр илемлӗ çут çăлтăр,
Сирӗншӗн çӗклентӗр ăшпиллӗ хӗвел.
Савăк сар кайăк çӗн юрă çураттăр,
Ырлăх, телей кӳтӗр çак юбилей!
Хусан тата Чистай хулисенче
пурăнакан Петровсемпе Герасимовсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев