Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Ульяновскра Чăваш тумӗн «Нарспи» фестивалӗ иртет

Чăваш тумӗн регионсем хушшинчи «Нарспи» фестивалӗ Ульяновск хулинчи «Кӗпӗрнаттăр» Керменӗнче 17 сехетре пуçланать. Дизайнерсене, этнографсене тата мода историкӗсене пухать.

Чăваш Ен, Ульяновск облаçӗн тата Тутарстан ăстаçисем çӗленӗ çӗр ытла ӗлӗкхи тата хальхи чăваш тумне – хӗр-хӗрарăмсемпе арçын кӗписене, сурпана – сцена çинче кăтартӗç. Фойере хушпу-тухья, эрешсен, чăваш тӗрриллӗ алшăллисен, сӗтел çиттисен куравне йӗркелеççӗ. Куракансем дизайнерсен, ал ăстисен «Культура в костюме» мастер-класӗсене те хутшăнма пултараççӗ.

Çав кунах Пысăк залра Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗн 100 çуллăхне халалланă «За годом – год, 100 лет успешно пройдены» театрализациленӗ концерчӗ те пулать. Программăра: пултарулăх коллективӗн ылтăн фондӗнчи постановкăсем, çаплах хальхи юрри-ташши, сютăсем. Фестивале Пушкин карттипе те кӗртеççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России