Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нурлат районӗн культура кунӗ: пӗрремӗш çемьерен тытăнса паян кунччен

Вырăс, чăваш, тутар халăхӗсем мӗн ӗмӗртенпе Нурлат тăрăхӗнче туслă, килӗштерсе пурăннă. Çакна тӗпе хунă та нурлатсем Хусана районпа паллаштарма килсен. Октябрӗн 8-мӗшӗнче Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртрӗ Нурлат районӗн Культура кунӗ.

Вырăс, чăваш, тутар халăхӗсем мӗн ӗмӗртенпе Нурлат тăрăхӗнче туслă, килӗштерсе пурăннă. Çакна тӗпе хунă та нурлатсем Хусана районпа паллаштарма килсен. Октябрӗн 8-мӗшӗнче Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртрӗ Нурлат районӗн Культура кунӗ. Курав залне кӗрсенех куç тӗлне тем çӳллӗш чак-чак пирамиди пулчӗ. Шалалла иртсен районăн историйӗпе, культурипе, ал ӗç ăстисен, ӳнерçӗсен пултарулăхӗпе паллашма, наци апачӗсемпе сăйланма тата СВОна пулăшакан волонтерсен ӗçӗпе паллашрăмăр. Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, делегаци шутӗнче 430 яхăн çын. Вӗсен шутӗнче чăваш çыравçисем те пурри кăмăла уçрӗ.

Мероприятин тӗп пайӗ концерт залӗнче малалла тăсăлчӗ. Ăна район пуçлăхӗ Дамир Ишкинеевпа ТР Культура министрӗн çумӗ Ленар Хакимзянов уçрӗç. Театрализациленӗ постановкăра нурлатсем тăрăха пӗрремӗш çемье — Карповсем — килсе тӗпленнинчен пуçласа хула йӗркеленни, стратегилле пӗлтерӗшлӗ объектсен строительстви пуçланнинчен тытăнса паянхи кунччен кăтартрӗç, ятарлă çар операцине хутшăнни таран. Постановкăна РФ Çемье çулталăкӗпе килтерсе сюжет йӗрӗ тӗрлӗ халăхсен çемье йăлисемпе çыхăнчӗ. Тӗп сăнарсем — Аслашшӗпе мăнукӗ. Кӗçӗннин тăван тăрăхпа, унта пурăнакансен пурнăçӗпе, халăхсен йăлисемпе ыйтусем питӗ нумай. Асли вара хăй пӗлнине йăлт çитерме тăрăшать. Çапла илемлӗн сыпăнса пычӗ сюжет. Вырăссем Иван Купала праçникне, тутарсем хӗр килӗшнине кăтартса пачӗç. Чăвашсем вара ача ят хунине. Зал тăвăллăн алă çупса тав туни мероприяти ăнăçлăхӗн чи витӗмлӗ палли пулчӗ. 

Мероприяти вӗçленсен нурлатсем чак-чак пирамидине касса вакласа хăнасене пылак кучченеçпе ăсатрӗç. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://nurlat-tat.ru хаçат сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура