Паян Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ уҫӑлать
Шӑп ҫак самантра «Знание TV» телеканалра Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа регионсен марафонӗ иртет.
Ун валли йӗркелӳҫӗсем интереслӗ мел шутласа тупнӑ. "Знание" обществӑпа пӗрле "Знание TV" телеканалта регионсем хушшинче тӳрӗ эфирта "Семья семей" телекӗпер иртет.
Раҫҫей субъекчӗсем черетпе тӳрӗ эфира тухса хӑйсен тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен культурипе, йӑлисемпе паллаштараҫҫӗ. Ӑна эсир телевизор хускатса "Знание ТV" каналпа пӑхма пултаратӑр.
Тутарстан эфира 15.00 сехетре тухать. Кӗтетпӗр! Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнче наципе культура автономийӗсен представителӗсем пуҫтарӑнса ларнӑ та ӗнтӗ. Сцена ҫинче артистсем хатӗр!
Тутарстан Раҫҫей ҫыннисене "Дружная семья - дружная Россия" прологпа саламлать.
Трансляцие "Знание TV" ВКонтакте страницине кёрсе пӑхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев