Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухрӗ.

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ку çулта тунă çитӗнӳсене тата пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетсе çитес çула кашни отрасльпе сфера умне çӗнӗ задачăсем лартрӗ.

Мероприяти Патшалăх Пысăк концерт залӗнче иртрӗ. Унта тӗрлӗ шайри патшалăх власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен  представителӗсем, РФ Патшалăх Думин Тутарстанран суйланнă депутачӗсем, ТР Патшалăх Канашӗн министерствосемпе ведомствăсен, предприятисен ертӳçисем, муниципаллă район пуçлăхӗсем, тӗрлӗ сферăра палăрнă çынсем пуçтарăнчӗç. Патшалăх Канашӗн 14-мӗш анлă ларăвне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин уçрӗ. Вăлах ТР Раисне сăмах пачӗ. 

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстан çӗршывра социаллă экономика кăтартăвӗсен нумай енӗпе малта пынине палăртрӗ. Çакна вăл нумай нациллӗ халăхăн пӗрлехи тивӗçӗ тесе палăртрӗ. РФ Президентне Владимир Путина республика пуçарăвӗсемпе проекчӗсене тӗрев панăшăн тав турӗ.

Чӗнӗве 2025 çул Раççейре Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа ирттернинчен пуçларӗ. Тутарстанри хуласемпе районсенче уяв мероприятийӗсем, мемориаллă палăксем уçăлнине асăнчӗ. Пысăк çитӗнӳ шутне Ешӗлвар хулине «Ӗç паттăрлăхӗн хули» ят панине кӗртрӗ. «Çӗнтерӗве мӗнле хакпа тунине пирӗн ялан асра тытмалла. Çавăнпа ветерансене мӗнпур ырлăхпа тивӗçтерме кирлӗ условисем туса памалла. Паян 80 çул каяллахи пекех пирӗн атьсем Аслă Главнокомандующи ертсе пынипе çӗршыв суверенитечӗшӗн нацизма хирӗç кӗрешеççӗ. Пирӗн ентешсем çар службине тивӗçлӗ чăтса ирттерсе çӳллӗ профессионализмпа авăнми вăй-хал кăтартаççӗ. Сирӗн умра пуçа таятпăр», – терӗ Рустам Минниханов. Залра ятарлă çар операцине хутшăннисем сахалăн марччӗ. Нумайăшне ятранах асăнса тав турӗ республика ертӳçи.

СВО зонинче çар задачисене пурнăçласа Тутарстанран 17-шӗ Раççей Геройӗ ята илнине, çав шутра 8-шне вилнӗ хыççăн панине асăнчӗ ТР Раисӗ. Тутарстанăн 3285 çыннине вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă.

2026 çул – Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ

Малалла Рустам Минниханов СВОна хутшăннисене халалласа хуласемпе районсенче мемориал зонисем уçăлнине, музейсем йӗркеленнине, ветерансене тивӗçекен социаллă пулăшусем пуррине асăнчӗ. СВО ветеранӗсене пулăшассине малалла та кирлӗ шайра пурнăçласа пыма каласа «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн филиалне, Правительствăпа парламента, ӗç тăвакан влаçпа вырăнти хăйтытăмлăхсене социаллă пулăшупа тата тимлӗхпе тивӗçтерме хушрӗ.

«Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсене, тыл ӗçченӗсене чунтан хисепленине палăртса çитес 2026 çула Тутарстан Республикинче  Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ тесе палăртатăп», – терӗ Рустам Минниханов.

Паянхи кун çынсемшӗн чунтан ӗçлесе пулăшни уйрăмах пысăк пӗлтерӗш йышăннине кура республикăра «Тутарстан Республикинче ыркăмăллăх аталанăвне тӳпе кӗртнӗшӗн» («За вклад в развитие добровольчества в Республике Татарстан») çӗнӗ хисеп палли т ата «Ырă Тутарстан» («Добрый Татарстан») преми йышăннине пӗлтерчӗ.

ТР Раисӗ Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен паттăрлăхӗпе хăюлăхне тӗрлӗ проектсем йӗркелесе популяризацилеме кирлине палăртрӗ. Тăшмансем историе çӗнӗрен çырса суялатса кăтартма ăнтăлнă вăхăтра ку ӗç уйрăмах кирлине çирӗплетрӗ. Çавна май ăс-хакăлпа кăмăл-сипет  хаклăхӗсене çирӗплетес енӗпе ӗçе вăйлатма хушрӗ. Нацисемпе тӗн организацийӗсемпе ӗçлесси патшалăх политикишӗн приоритетлă пулнине палăртрӗ.

Кадрсем хатӗрлесси – тӗп задача шутӗнче

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче ТР Раисӗн суйлавӗ иртнине асăнса республика гражданӗсене тата РФ Президентне республикăра вырăнти хăйтытăмлăхăн икӗ шайлă системине упраса хăварма май панăшăн тав турӗ.

30 çул ытла ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçлекенсене ятран асăнса тав турӗ. Вӗсенчен чылайăшне хаклă хăна шутӗнче çак мероприятие чӗннӗ.

Малалла республика ертӳçи Тутарстанра халăхсен хушшинчи мероприятисем йӗркелени республикăн экономикăпа гуманитари енлӗ çыхăнăвӗсене аталантарни çинче чарăнчӗ. Ку енӗпе ӗçе малалла  илсе пымалла тесе йышăнчӗ.

Юлашки 5 çулта республика ӳсӗм çулӗпе утнине каласа пысăк компанисен ӗçӗ çинче чарăнчӗ. Çавсен шутӗнче «Татнефть», «ТАНЕКО», «ТАИФ-НК», «КАМАЗ», Хусан вертолет завочӗ, Ешӗлварти А.М.Горький ячӗллӗ кимӗ-карап завочӗсем пулчӗç. «Сибур», «Хайер» пек инвест-компанисем социаллă сфера аталанăвӗнче пысăк ӗçсем тунине палăртрӗ.  

Паллах ӗнтӗ, отрасльсемпе сферăсене кирлӗ кадрсемпе  тивӗçтересси патшалăхăн стратегилле задачисен шутӗнче. Ăна вара вӗрентӳ учрежденийӗсем пурнăçлаççӗ. ТР Раисӗ кадрсен хатӗрленӗвӗпе федераллă центрпа тачă ӗçленине каларӗ. Пысăк бизнес та ӗç кадрӗсен квалификацине ӳстерессине тимлӗх уйăрнине палăртрӗ.

«Кадр потенциалне йӗркелессинче тӗллевлӗ вӗренӳ тӗп инструментсенчен пӗри. Ку çулта кăна «Работа в России» порталта пирӗн компанисем тӗллевлӗ вӗренӳ валли 4800 вырăн хатӗрлени çинчен 2255 сӗнӳ кăларчӗç. Ӗç паракансене пулас ӗçлекенсене маларах пăхса хума сӗнетӗп», – терӗ Рустам Минниханов. Республика Правительствине вӗрентӗвӗн кашни шайӗпе кадрсене хатӗрлессипе патшалăх задачисене пурнăçлама предприятисене явăçтарма майсем туса пама хушрӗ. Унсăр пуçне ертӳçӗ предприятисен шайӗнче     студентсемпе çамрăк специалистсене практикăпа стажировка иртме программăсен комплексене хатӗрлеме, компанисене вӗрентӳ центрӗсем йӗркелеме хавхалантарма хушрӗ.

ТР Наукăсен академине вузсемпе предприятисемпе пӗрле технологи лидерствипе çыхăннă наци проекчӗсене активлăрах хутшăнма ыйтрӗ. Çавсен шутӗнче авиа-, вертолет, автомобиль строительстви, радиоэлектроникăпа çӗнӗ материалсемпе хими, ял хуçалăх, медицина сферисем. ТР Раисӗ çак дисциплинăсен хушшинче çӗнӗ тӗпчев юхăмӗсем хатӗрлеме, çав шутра пилотсăр технологисем, искусствăлла интеллект, биотехнологисем енӗпе те. Вӗсене тӗрлӗ шайри вӗрентӳ программисене кӗртесси пирки шутласа пăхма сӗнчӗ. 2023 çул тӗлне республикăра промышленность робочӗсен шутне 4 хут ӳстерме тӗллев лартрӗ.

Инвестклимат. Ял хуçалăх аталанăвӗ. Вӗрентекенӗн авторитечӗ

Малалла Рустам Минниханов республикăра инвестицилле климата лайăхлатасси ку енӗпе активлăха ӳстересси çинче чарăнчӗ. Бизнеса кирлӗ инфраструктурăпа тивӗçтерме ыйтрӗ. Сăмах ятарлă экономика зонисем йӗркелесси пирки. Пӗчӗк тата вăтам бизнесăн пӗлтерӗшӗ пирки каласа вӗсем республикăн экономика аталанăвне пӗлтерӗшлӗ тӳпе кӗртнине, ӗç вырăнӗсем туса панине палăртрӗ.

Ял хуçалăх сферин аталанăвӗ тӳреммӗнех апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗпе çыхăннине каласа ку енӗпе республика хăйне хăй туллин тивӗçтернине каларӗ ТР Раисӗ. Малта пыракан хуçалăхсене – Теччӗ, Пăва, Арск районӗсене тав турӗ. Ертӳçӗ агорфирмăсем – «Чистопольская», «Нармонка», «Кырлай», «Игенче», «Вятские Зори» агрофирмăсем те мухтава тивӗçрӗç. Калас пулать, ял хуçалăх продукцийӗн калăпăшӗпе Тутарстан Атăлçире малта пырать. Сӗт туса илессипе çӗршывӗпех малта. Ку вăхăтра республикăра биотехнопарк йӗркелесси пырать. Вăл çӗршывӗпе те генетика тӗпчевӗсене тăвассипе чи пысăк центр пулӗ. Ген селекцийӗн меслечӗсене пула 2030 çул тӗлне ӗнесенчен сӗт илессине 10 пин килограмм таран ӳстерме план лартнă. Ял хуçалăх продукцине тирпейлессине лайăхлатса паянхи 84 процент кăтартуран 95 процента çитерме тӗллев лартнă.

Паллă ӗнтӗ ял пуласлăхӗ кил хуçалăхӗпе çыхăннă. Ку çулта харпăр хуçалăхсене пулăшма бюджетран 700 миллион тенкӗ уйăрнă. ТР Раисӗ малалла та пуçаруллă ял çыннисене, вӗсен проекчӗсене тӗрев пама хушрӗ. Кооперативсене пулăшма çуллен 200 миллион тенкӗ уйăрма йышăннине пӗлтерчӗ ТР Раисӗ.  Республика ертӳçи залра ларакан фермерсене – Давлетовсене (Мензеле), Минехановсене (Тукай районӗ), Петр Чурина (Чистай) тата ыттисене ятран асăнса тав турӗ. Ял çыннисене хулара пурăнакансене ярмаркка йӗркелесе экологилле пахча-çимӗçпе, ытти продукципе тивӗçтернӗшӗн уйрăммăн тав сăмахӗсем каларӗ.

Малалла Рустам Минниханов хамăрăн цифра решенийӗсене аталантармалли, наци проекчӗсен пурнăçланăвӗ, вӗрентекенсен профессийӗн авторитетне ӳстермелли, ачасене вӗренме пӗр пек майсем туса памалли, сывлăх сыхлав, культура, спорт сферисен аталанăвӗпе çитӗнӗвӗсем, умри задачăсем çинче чарăнса йышăннă программăсене туллин пурнăçламаллине палăртрӗ.

Ирина Трифонова.

Сăнӳкерчӗк: https://tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ