«Паянхи кун паттăрӗсем» обществăлла наградăна кăçал 70 çын тивӗçрӗ
Кулленхи пурнăçра, вӗренӳре, наукăра паттăрлăх кăтартакансемпе пысăк çитӗнӳсем тăвакансене «Паянхи кун паттăрӗсем» обществăлла наградăпа Тутарстанра 2013 çултанпа чыслаççӗ. Кăçал ăна 7 çултан пуçласа 85 çула çитичченхи 70 çын тивӗçрӗ. Вӗсен паттăрлăхне «Гуманитари пулăшăвӗ», «Юный Герой», «Герой нашего времени» тата «Доброволец Татарстана» номинацисемпе палăртрӗç. Çаплах СВО паттăрӗсене те чысларӗç
Инкеке лекнӗ çынна пулăшма васкакан паттăрсем хамăр хушăрах çӳреççӗ, вӗсем сахаллăн та мар. Тӗслӗхрен, кăçал çулла Хусан – Анталья çӗрлехи рейсăн пӗр пассажирне тăрук япăх пулса кайсан, самолетра ларса пынă Çырчалли реаниматологӗ Марат Альмакаев самантрах пулăшăва çитсе пурнăçне çăлса хăварнă. Анат Камăра апрель уйăхӗнче 11-ти Каролина Смородинова хваттерӗнче пушар тухсан, кӗçӗн шăллӗпе йăмăкне тӗтӗмпе ан чыхăнччăр тесе балкон çине кăларнă, хăй вута сӳнтерме тытăннă. 17-ри Хусан каччи Ибрагим Ахмадуллин шутласа тупнă БПЛАран сыхланмалли мел вара (сетьре урăх модульсемпе ӗçлекен хатӗр двигатель ăшшине 50-километртан сисет) çар çыннисене те тӗлӗнтернӗ... Шывра путакансене, çунакан çуртран кăларакансем, йывăр аманнисене çăлакан тухтăрсем, донорсем... Кун пек тӗслӗхсем тем чухлех пирӗн. Кашнин çинчен каласа пӗтерме те çук. Çапах та Ешӗлвар хулинче пурăнакан 7-ри Аврора Бариновăпа (республикăн чи çамрăк волонтерӗ вăл) 85-ри Савия Шакирьянова пирки асăнмасăр май çук. Вӗсем кăçал «Паянхи кун паттăрӗсем» обществăлла наградăна илме тăратнă чи çамрăккипе чи аслă номинантсем пулчӗç.
Сарă çӳçлӗ, кăвак куçлă Аврора СВО пуçланнăранпах ашшӗ-амăшӗпе пӗрле салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухать кăна мар, леçме те çӳрет. Салтаксем патӗнче 5 хутчен пулма ӗлкӗрнӗ вăл. Ку ӗçе хӗрпӗрчи малалла та пăрахмӗ-ха, мӗншӗн тесен ашшӗ çитес кунра хăй те фронта каять, Оборона министерствипе контракт çырнă. Кун пирки Аврора куççуль витӗр каларӗ. Пӗчӗк патриот тата сăвăсем те калама юратать, сцена çине награда илме тухсан хăйӗн пултарулăхӗпе паллаштарчӗ.
85-ри Савия Шакирьянова та акă ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа лăпкăн кăна килте лармасть. Çулӗсене пăхмасăр Лисичанск валли гуманитари пулăшăвӗн штабне ертсе пырать. Октябрь уйăхӗнче унăн штабӗ 28-мӗш гуманитари грузне ăсатнă.
«Пӗчӗк тата пысăк Паттăрсем пулмаççӗ, вӗсем пурте – чăн-чăннисем», – терӗ кулленхи пурнăçăн паттăрӗсем çинчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин обществăлла награда чыславӗн церемонийӗнче. Кăçал мероприяти Тăван çӗршыв Паттăрӗсен кунӗ умӗн, ноябрӗн 21-мӗшӗнче, Хусанти «Вертолет» çамрăксен центрӗнче иртрӗ.

Сăмах май, Тутарстан Парламенчӗн ертӳçи Фарид Хайруллович Мухаметшин «Паянхи кун паттăрӗсем» обществăлла наградăна илме тăратнă кашни номинантăн паттăрлăхӗпе уйрăммăн паллашнă иккен. «Пӗрисем хăйсен пурнăçне хӗрхенмесӗр çунакан пӳрте кӗреççӗ, теприсем ӗмӗр тăршшӗпех волонтер пулса пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнисене пулăшаççӗ, виççӗмӗшӗсем вӗренӳре, спортра, наукăра пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ, ятарлă çар операцийӗнчисем куллен мӗнле паттăрлăх кăтартаççӗ тата. Çакăн пек кашни çын тимлӗхе тивӗç пирӗн», – терӗ вăл.
Кунсăр пуçне кăçал Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулӗ çитнӗ май «Паянхи кун паттăрӗсем. Çӗнтерӳ еткерçисем» преми те палăртнă. Ку наградăпа Ленинград блокадинче пулнă 93-ри Зинаида Бушуевăна чысларӗç. Зинаида Григорьевна Хусанта 1942 çулта эвакуаципе килнӗренпех пурăнать. Обществăлла пурнăçа халӗ те хастар хутшăнать-ха. Вăл Хусанти Ново-Савиновски районӗн ветеранӗсемпе Ленинград блокадине тӳснисен организацине ертсе пырать. «Тутарстанра тӳрӗ кăмăлпа мӗнле ӗçлесе пурăнмаллин тӗслӗхӗ эсир», – терӗ хисеплӗн Фарид Хайруллович ветерана «Герои нашего веремени» кăкăр паллине çактарнă май.
Тутарстанра ку енӗпе тӗслӗх илмелли çынсем пайтах пирӗн. Хальхи вăхăтра республикăра 11 Ӗç Геройӗ, 3 Ӗç Мухтавӗн тулли кавалерӗ тата Раççей субъекчӗсен ертӳçисенчен чи малтан Раççей Федерацийӗн Ӗç Геройӗн ятне тивӗçнӗ Минтимер Шаймиев пурăнать.
Кăçалхи номинантсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшинсăр пуçне ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров, Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен, вӗрентӳ учрежденийӗсен представителӗсем пачӗç. Кашни каланă сăмахăн тӗп шухăшӗ Раççейӗн, Тутарстанăн вăйӗ – çынсенче тени пулчӗ. Кун пек паттăрсем чăнах та хисепе тивӗç.
Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев