Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Парламент урокӗсем республикăри кашни шкулта иртмелле

Февралӗн 4-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗнче Фарид Мухаметшин, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин тата ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Вӗрентӳ, культура, наукăпа наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ Ирина Терентьева республикăри истори тата обществознани вӗрентекенӗсемпе, методика пӗрлешӗвӗнче ӗçлекенсемпе тӗл пулчӗç.

Тӗпрен илсен ачасене патриотизм воспитанине парасси çинче чарăнса тăчӗ ТР Парламент ертӳçи. Учительсене çак ӗçре пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн тав турӗ. Вӗрентекен – ачасене çывăх пӗлекен, вӗсене ăнлантарма пултаракан çын. Анчах çемье ролӗ пысăккине те манмалла мар. Çавăнпа ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ ачасен ашшӗ-амăшӗпе алла-аллăн ӗçлемеллине астутарчӗ. Ачасене Тăван çӗршывпа, çуралнă тавралăхпа мухтанма вӗрентни патриотизм туйăмне вăратать.

Яланхи пекех кăçал та республикăри шкулсенче «Парламент урокӗ» иртет. Февралӗн 17-мӗшӗнчен 28-мӗшӗччен ирттерме планланă ăна. «Парламент урокӗн» витӗмӗпех февралӗн 3-мӗшӗнчен мартăн 31-мӗшӗчченех ачасен пултарулăхне кăтартакан конкурссем – ӳкерчӗксем, сочиненисем, эссе, видеороликсем, шкул проекчӗсем тата тӗпчев ӗçӗсем – иртеççӗ. Ытти çулсенчи пекех Парламентаризм кунӗ (апрелӗн 27-мӗшӗ) умӗн апрель уйăхӗнче – апрелӗн 26-мӗшӗнче – пӗтӗмлетеççӗ. 

Кăçал калаçăва Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнине, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халаллаççӗ. Ячӗ те унăн «Тăван çӗршыва сыхласси – çветтуй тивӗç». «Парламент урокӗ» – Патшалăх Канашӗпе Вӗрентӳпе наука министерствин, Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗн пӗрлехи проекчӗ. Вăл ачасенче политикăпа право культурине аталантарма, гражданла позицие йышăнма пулăшать. Енчен те Раççей Федерацийӗнче «Парламент урокӗ» 2006 çултанпа пырать-тӗк, Тутарстанра 2009 çултанпа ирттерме пуçланă. Интернет вăйлă аталаннă вăхăтра фейксем нумайланнипе çитӗнекен ăрăва хыпарсене тӗрӗс хаклама вӗрентесси обществăшăн та, вӗренекенсемшӗн хăйсемшӗн те кирлӗ. «Парламент урокӗсем» çакăнта пысăк пӗлтерӗшлӗ пулӗç. Кăна Фарид Хайруллович та асăрхарӗ. 

Чăннипе «Парламент урокӗсем» республикăри кашни шкулта иртмелле пек. Çитменнине пирӗн шкулсен шучӗ чакса пынине пăхсан депутатсен пит нумай тухса çӳреме те тивмест темелле. Анчах пур çӗрте те пурнăçланмасть иккен. Кун çинчен Пăлхарти П.А.Карпов ячӗллӗ кадетсен шкул-интерначӗн директорӗ Дмитрий Челышев пилӗк çул должноçра пулса та пӗрре те депутатсем парламент урокне ирттерме пыманни çинчен каларӗ. Фарид Хайруллович кун пек тӗслӗхсене депутатсемпе сӳтсе явма пулчӗ. 

Парламент сехетӗнче Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулăн вӗрентекенӗ те пулчӗ. 139 ача вӗренекен икӗ хутлă шкула 10 ялтан ачасем пӗлӳ илме çӳреççӗ. Олеся Кириллова 10 çул историпе обществознани урокӗсене илсе пырать. Кăçал унăн шкул умӗнчи тивӗçӗ тата ӳснӗ – 5-мӗш класра вӗренекенсен класс ертӳçи вăл.  Олеся Семеновна класӗнче 17 ача. 

Фарид Мухаметшин ашшӗ-амăшӗпе тачă çыхăнса ӗçлеме чӗнсе каланипе килӗшсе Олеся Семеновна: «Ача Тăван çӗршыва юратасси çемьерен, килтен пуçланать, çавăнпа чăнах та вӗрентекенсен ачан ашшӗ-амăшӗпе çывăх пулмалла», – тесе çирӗплетрӗ. Çапла ӗçлени ачасене вӗренӳре те кирлӗ пулни паллă. Халӗ класс ертӳçи пулнă май учитель çапла ӗçлени ӳсӗм кӳнине çийӗнчех   курать. 

Шел те, Пăлхарти пекех «Парламент урокӗсем» Савгачевăра та  шкул вăйӗпех иртнӗ халиччен. Вырăнти, районти депутатсем пырса хăйсен ӗçӗ çинчен каласа панисем, вӗренекенсене интереслентерекен ыйтусене хуравланисем пулман. Фарид Хайруллович вара: «Парламент урокӗнче ачасем гражданин пулма вӗренеççӗ, хăйсен прависемпе явапне ăнланса илеççӗ, патшалăх органӗсен ӗçӗпе паллашаççӗ, çӗршыв политикине ăса хываççӗ», – терӗ.  

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

О.Бердникова тата «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование госсовет рт Парламент