Парламентарисем çурхи сессийӗн ӗçне пӗтӗмлетсе кӗркуннехи тӗп ӗçсене палăртрӗç
ТР Патшалăх Канашӗн Председатель тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов Федераллă парламентра республикăран опытлă, авторитетлă, суйлавçăсен тата экономика интересӗсемшӗн çирӗп тăракансем пулмалла тесе палăртрӗ.
«Тӗрлӗ чарусене пăхмасăрах Тутарстан республика Раисӗ Рустам Минниханов ертсе пынипе çирӗппӗн аталанса пырать», – терӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председатель тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов парламентăн 2026 çулти пӗрремӗш çур çулӗн ӗçне çирӗм иккӗмӗш ларура пӗтӗмлетсе.
Парламент пуçлăхӗн сăмахӗпе, халăхсен хушшинчи хутшăнусем анлăланса пыраççӗ, республика пысăк мероприятисене йышăнсах тăрать. «Тутарстан çитӗнӗвӗсене Раççей – АСЕАН саммитӗнчи ӗçлӗ тӗлпулура Раççей Президенчӗ Владимир Путин пысăк хак пачӗ. Тутарстана вăл технологисемпе промышленность аталанăвӗпе лидерсенчен пӗри тесе палăртрӗ. Тутарстан паян çӗршывăн тӗрев регионӗ пулса тăрать. 2025 çулăн кăтартăвӗсемпе республикăн ВРП калăпăшӗ 5,7 триллион тенкӗпе танлашрӗ. Тӗп капитала хывнă инвестицисем – 1,7 триллион тенкӗ.
Çурхи сесси вăхăтӗнче Патшалăх Канашӗ 5 лару ирттерсе 110 ыйтăва пăхса тухнă, 160 постановлени йышăннă. Парламент пăхса тухнă 50 закон проектӗнчен 39-шӗ закон шутне кӗнӗ. Çав шутран 8-шӗ тӗп шутӗнчисем.

Пӗлтерӗшлисен шутне Марат Ахметов ятарлă çар операцине хутшăннисем валли ӗç вырăнӗсене квотăланине, энергетиксене сутма чарассине, Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунисен ячӗсене асра хăварассипе çыхăннă ыйтусене татса панине, беженецсене, куçса килме шăпа тивнисене тӳлевсӗр юридици пулăшăвне парассине, Раççей Геройӗсене транспорт налогне тӳлеттерессинчен хăтарнине кӗртнӗ.
Марат Ахметов парламентарисен «Раççей Федерацийӗн административлă йӗркене пăсни çинчен Кодексне улшăнусем кӗртесси çинчен» пуçарăвне йышăнса 2026 çулхи июнӗн 10-мӗшӗнче 168-ФЗ№ Федераци законне йышăннине палăртса хăварчӗ. Ку законра сăмах ют çӗршывра пурăнакан граждансем Раççей интересӗсене хирӗç административлă йӗркене пăснисене явап тыттарасси пирки пырать. Ку вăхăтра Патшалăх Думинче тутарстансен тепӗр икӗ закон пуçарăвне пăхса тухас ӗç пырать.
Уйрăммăн парламент пуçлăхӗ профильлӗ комитетсемпе фракцисен, депутатсен ушкăнӗсен ӗçӗ çинче чарăнчӗ. Раççей регионӗсен тата ют çӗршывсен парламенчӗсемпе çыхăнса ӗçлесси малалла пынине ырларӗ. ТР Раисӗн хушăвӗпе парламент делегацийӗ Раççей регионӗсемпе Беларуç Республикин 13-мӗш форумне хутшăннă. Çавăнта ТР Тури Услон районӗ Минск облаçӗнчи Столбцовски районӗпе ӗçлӗ килӗшӳ тунă.
Малалла Марат Муса Джалилӗн – 120, Габдулла Тукайăн 140-çуллăхне тивӗçлӗ йӗркелесе ирттернине, Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗнче историлле астăвăма упрассине, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăннисенне те, çӗнӗ регионсене тăтăш гуманитари пулăшăвне ăсатнине асăнчӗ.
Паллах, граждансемпе ӗçлесси тӗп вырăнта. Ку çур çулта депутатсем çынсенчен килнӗ 5361 ыйтăва пăхса тухнă. Вӗсем яланхи пек ÇКХ, вӗрентӳ, сывлăх сыхлав сферисемпе, экологипе тата ытти çивӗч ыйтупа çыхăннă.
Кӗркуннехи сессин приоритетлă ӗçӗсен шутне Марат Ахметов ТР Раисӗн Посланийӗпе палăртнă ӗçсен, аталанăвăн наци тӗллевӗсен, нацпроектсен пурнăçланăвне законпа бюджет тӗревӗпе тивӗçтермеллине кӗртрӗ.
«Тепӗр пысăк ӗç вăл – РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин 9 пухăвне дупутатсен суйлавӗ. Тӗп политика вăйӗсем хăйсен кандидачӗсене палăртрӗç. Суйлав кампанине хутшăнакансене халăхпа çавăн пек ӗçлеме чӗнсе калатăп – Тутарстанра суйлав çӳллӗ шайра иртмелле пултăр. Федераллă парламентра республикăран опытлă, авторитетлă, суйлавçăсен тата экономика интересӗсемшӗн çирӗп тăракансем пулмалла», – пӗтӗмлетрӗ Марат Ахметов.
Сăнӳкерчӗк https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев