Сувар

г. Казань

18+
Тӗп хыпар

Пăвари Данила Смирнов – Тӗнче чемпионӗ!

Ноябрӗн 6-11-мӗшӗсенче Орел хулинче тӗрлӗ стильлӗ каратэпе иртнӗ Тӗнче чемпионачӗпе Первенствинче Пăвари Р.З.Сагдеев ячӗллӗ шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Данила Смирнов мала тухса Тӗнче чемпионӗ пулса тăнă.

Ăмăртăва тӗнчери 26 çӗршывран пурӗ 3500 спортсмен хутшăннă. «Ялав» район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, Пăва тăрăхӗнче каратэ спорчӗпе Тӗнче чемпионӗсем хальччен пулман-ха. Çак хисепе çамрăк каччă Данила Смирнов тивӗçнӗ.

Чăнах та пултаруллă ача вăл, çулӗсемпе çамрăк пулсан та Раççей сборнăйне кӗнӗ. Каратэ спорчӗпе Данила пӗр çул кăна туслă мар, Пăвари САПСАН Çар искусствисен клубне çӳрет, ăмăртусене ăна Андрей Смирновпа Руниза Сабитова тренерсем хатӗрлеççӗ. Ентешӗмӗре чӗререн саламласа малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. Маттур! (Сăнӳкерчӗксем «Ялав» хаçат сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество