Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Павлăри чăваш Уявне туристсем те курчӗç

Июнӗн 1-мӗшӗнче Павлă хулинче район шайӗнчи Уяв пулчӗ. Виççӗмӗш хут иртекенскер вăл пӗлтӗрпе виçӗмçул Потап-Тăмпăрлă ялӗнче иртнӗ-тӗк, кăçал пуçласа – Павлăра. Мероприяти иртмелли калама çук илемлӗ лапама ир-ирех чăваш тумӗллӗ çынсем пухăнма пуçларӗç. Ал ӗç ăстисем хăйсен ӗçӗсемпе мастер-классем йӗркелесе паллаштараççӗ, усламçăсем хăйсен таварӗсене сӗнеççӗ. Чăваш апатне те тутанса пăхма пулать кунта, техӗмлӗ сăрине те астивме май пур. Фольклор ушкăнӗсем хăнасене кӗтнӗ май юрлаççӗ-ташлаççӗ. Кӗскен каласан – питӗ хаваслă Уяв лапамӗнче.

Мӗн-ха вăл «АрбаФест»?

Каласа хăвармалла: павлăсен Уявӗ кăçал хăй тӗллӗн çеç мар, Пӗтӗм Раççейри автотуристсен «АрбаФест» фестивалӗн шайӗнче иртрӗ. Асăннă фестиваль Павлăра 2022 çултанпа район администрацийӗ пуçарнипе иртет. Павлă районӗ илемлӗ вырăнта вырнаçнă, Тутарстанăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнчи алăкӗ темелле ăна. Пирӗн республикăна çав енчен килекенсем чарăна-чарăна киленеççӗ кунти илемпе. Çакна кура йӗркелеме шутланă та павлăсем туристсем валли фестиваль. Ку ӗçе Павлă районӗн пуçлăхӗ Ильяс Гузаиров пуçарса янă – 2022 çулта пӗрремӗш хут ирттернӗ «АрбаФеста». Икӗ çул хушши ăна тутарсен Сабантуйӗпе пӗрле ирттернӗ-тӗк, пӗлтӗр удмуртсен Гершыд праçникӗпе çыхăнтарнă. Кăçал вара Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен кăна мар, Беларуçрен те ятарласа фестивале килекен автотуристсене чăвашсен Уявӗпе паллаштарма шутланă. Кăçал Павлă çӗрӗ çинче тăваттăмӗш хут иртет «АрбаФест». Тăватă куна пыракан фестивалӗн программи питӗ пуян, туристсен пӗр минут та кичемленсе ларма вăхăт çук кунта. Ятарласа çул çӳреме майлаштарнă автомобильсемпе килнӗскерсен пӗтӗм услови пур палăртнă çӗре çитсе чарăнсан. Павлă администрацийӗ фестивале хутшăнакансем хăйсене кунта пур енчен те аван туйччăр тесе пӗтӗм условисем туса панă. 

– Фестиваль шайӗ çулран çул ӳссе пырать, ăна ирттерни Павлă хули пирки Раççейри регионсенче, ытти çӗршывсенче пурăнакансене ытларах та ытларах пӗлтермелли мел. Пӗлтӗр 179 экипаж хутшăннăччӗ пулсан, кăçал 225-ӗн регистрациленнӗ. Хăнасен районта пурăнакан халăхсен культурипе паллашма май пултăр тесе фестивале кашни çулах пӗр-пӗр халăхăн уявӗпе çыхăнтарма шутларăмăр, – терӗ Павлă районӗн пуçлăхӗ И.И.Гузаиров. 

 Чăваш праçникӗ гимнпа уçăлчӗ

Уяв чăваш халăхӗн «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе пуçланчӗ. Ăна Шупашкартан килнӗ «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблӗпе пӗрле пӗтӗм халăх шăрантарчӗ. Унтан Уяв хăнисене Ильяс Гузаиров саламларӗ. Чăвашсем ӗçе юратакан, хăйсен тăван чӗлхине, культурипе йăли-йӗркисене хисеплекен халăх пулнине, ытти халăхсемпе туслă пурăннине, вӗсем районпа республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнине палăртрӗ. 

– Павлă районӗнче пирӗн тăватă наципе культура центрӗ – тутарсен, вырăссен, чăвашсен тата удмуртсен – ӗçлет. Эпир пурте пӗрле ӗçлетпӗр, пӗтӗм мероприятие пӗрле ирттеретпӗр. Эпир никама та уйăрмастпăр, пирӗншӗн пурте пӗр тан. Паян ак чăваш халăхӗн Уявне ирттеретпӗр, пурте пӗрле карталанса юрлатпăр. Ака ӗçӗсем вӗçленнӗ, çавăнпа та Уяв юрри юрласан çумăр çăвасса кӗтетпӗр. Паянхи кун сире пурне те ырлăх, сывлăх, ăнăçлăх сунса тав тăватăп! – юлашки предложение чăвашлах каларӗ район пуçлăхӗ. Çакна илтсен пурте тăвăллăн алă çупса ячӗç. 

ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев пухăннисене саламланă чух пирӗн, аслисен, тӗллевӗ хамăр халăхăн йăли-йӗркисене, тăван чӗлхене малашне те ăруран ăрăва парса пымаллине аса илтерчӗ. Павлă районӗн ертӳçине, вырăнти Чăваш наципе культура автономине Уява çӗнӗ сăн кӗртнӗшӗн тав турӗ. 

Тивӗçлисене наградăларӗç

Унтан ӗçре палăрнисене чысламалли самант çитрӗ. Константин Малышев ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Хисеп хучӗпе Павлă районӗнчи Усăллă ялӗнчи Культура çурчӗн директорне Алина Моисеевна Герасимовăна, Потап-Тăмпăрлăри Культура çурчӗн директорне Наталья Николаевна Зариповăна, Потап-Тăмпăрлăри ял библиотекин библиотекарьне Екатерина Алексеевна Красновăна, Васькино-Туйраллăри Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçине Людмила Альбертовна Люлинăна наградăларӗ. 

Ильяс Гузаиров вара Павлă районӗ 95 çул тултарнине халалланă медальпе Раççей Писательсен тата ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташне, халăх академикне, хисеплӗ таврапӗлӳçе, районти Чăваш наципе культура центрне нумай çул ертсе пынă Виталий Козлова, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ветеранне Николай Сулейманович Дегтярева, ТР физкультурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, СССР спорт мастерне, кире пукан спорчӗн тӗнче чемпионне Иван Георгиевич Стекольникова тата «Березовские зори» тулли мар яваплăхлă обществăн директорне Владимир Петрович Шевелева чысларӗ. 

Караванерсене килӗшрӗ!

Уяв йăлипе çӗр çине шалча çапса кӗртсен пурте пӗрле карталанса Уяв юрри юрларӗç. «Мӗн тери илемлӗ иккен чăвашсен Уявӗ, наци тумӗсем мӗн тери чаплă тата», – терӗç йывăçсен сулхăнӗнче курса ларакан караванерсем. Çулçӳревçӗсем чăваш культурипе паллашнишӗн питӗ савăнни тӳрех курăнчӗ. 

Малалла Уява килнисем «Çавал» ансамблӗн пӗр сехет ытла тăсăлнă концертне пăхрӗç. Ун хыççăн районти чăваш ялӗсенчен, Элмет, Азнакай, Пӗкӗлме, Лениногорск, Пушкăртстанри Октябрьский тата Туймазы хулисенчен килнӗ фольклор коллективӗсем хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç.

Каласа хăвармалла, Павлă районӗнче виçӗ чăваш ялӗ: Потап-Тăмпăрлă, Васькино-Туйраллă тата Усăллă. Вырăнти Чăваш наципе культура автономине нумай çул Виталий Козлов ертсе пынă, халӗ çак тивӗçе Потап-Тăмпăрлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Светлана Александровна Козлова пурнăçлать. Вăл тата чăваш ялӗсенчи Культура çурчӗсем нумай тăрăшнă Уява тивӗçлӗ шайра ирттерес тесе.  

Уява Хусантан ятарласа чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗнчи хӗрсемпе каччăсем те пынăччӗ. Елизавета Савелькина ертсе пыракан ушкăнăн тӗллевӗ – тӗрлӗ районти чăваш çамрăкӗсене «Аталанпа» паллаштарасси, йыша çӗнӗ çынсене илесси. «Килнин усси пулчӗ, Павлăра та тупрăмăр чăваш çамрăкӗсене», – терӗç аталансем.

Уяв вӗçленсе пынă самантра сасартăк хӗвел çухалчӗ, тӳпене хура пӗлӗтсем карса илчӗç те чашлаттарса çумăр яра пачӗ. Çакă чăвашсен Уявӗ Турра юрăхлă праçник пулнине, акнă вăрлăхран паха тырпул çитӗнессе кӗтмеллине пӗлтерчӗ-тӗр. Çапла пултăрччӗ!

Мероприятисенчи сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура уяв 2025 Бавлы арбафест