Петр Мускатинов Санкт-Петербургран çӗнтерӳпе таврăннă
Раççей Армрестлинг спорчӗн федерацийӗ майăн 19-мӗшӗнче Санкт-Петербургра «Вершина#35» профессиллӗ турнир ирттернӗ. Унта пирӗн ентеш, армрестлинг енӗпе спорт мастерӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Петр Мускатинов хутшăннă.
Турнирта Петр Мускатинов 60 килограмм таран категорире сывлăх енчен çирӗп мар спортсменсен хушшинче Мускавран килнӗ Олег Кармановпа ăмăртса пилӗк раундра алă вăйӗ виçсе 5:0 шутпа çӗнтернӗ. Каласа хăвармалла, ку çӗнтерӳ унăн вуннăмӗш.
Петр Мускатинов – Раççей спорт мастерӗ, Тутарстан Республикин чемпионӗ, Армрестлинг енӗпе Европа чемпионачӗн бронза призерӗ тата Армрестлинг енӗпе тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ. Унăн хастарлăхӗпе хăвачӗ нумайăшне хавхалантарать, кашни çӗнӗ çӗнтерӗвӗ хăйӗн дисциплининче чи лайăх спортсменсенчен пӗри пулнине çирӗплетет.
Ентешӗмӗре республикăри мӗнпур чăваш ятӗнчен черетлӗ çӗнтерӳпе хӗрӳллӗн саламлатпăр, тата пысăкрах çитӗнусем тума ăнăçу сунатпăр!
Сăнӳкерчӗк П.Мускатиновăн харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев