Чăн-чăн спорт уявӗ кӗтет
Футболпа тӗнче чемпионачӗ кунран кун çывхарать. Йӗркелӳçӗсем Хусанта та чăн-чăн спорт уявӗ пуласса шантараççӗ. «Казань Арена» стадионра пӗтӗмпе 6 матч иртӗ. Июнӗн 16-мӗшӗнче Франци - Австрали, июнӗн 20-мӗшӗнче Иран - Испани, июнӗн 24-мӗшӗнче Польша -Колумби, июнӗн 27-мӗшӗнче Кăнтăр Корея - Германи командисем вылӗç. Кунсăр пуçне Хусанта июнӗн 30-мӗшӗнче 1/8 финалăн...
Футболпа тӗнче чемпионачӗ кунран кун çывхарать. Йӗркелӳçӗсем Хусанта та чăн-чăн спорт уявӗ пуласса шантараççӗ. «Казань Арена» стадионра пӗтӗмпе 6 матч иртӗ. Июнӗн 16-мӗшӗнче Франци - Австрали, июнӗн 20-мӗшӗнче Иран - Испани, июнӗн 24-мӗшӗнче Польша -Колумби, июнӗн 27-мӗшӗнче Кăнтăр Корея - Германи командисем вылӗç. Кунсăр пуçне Хусанта июнӗн 30-мӗшӗнче 1/8 финалăн тата июлӗн 6-мӗшӗнче çурма финал вăййисем иртӗç.
Паллах, футбол çăлтăрӗсен вăййине хуть кам та курма пултарать, кун валли билет туянса болельщик паспортне кăна илмелле. Сăмах май, болельщик паспортне илмешкӗн Раççейрен тата ют çӗршывсенчен пурӗ 500 пин заявка килнӗ те ӗнтӗ. Хусанти матчсене 10 пин тенкӗрен йӳнӗрех билетсене туянса пӗтернӗ те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев