Пурăнма сунатпăр темӗнччен, cывлăхпа çӳре эс çӗр çулччен!
Пирӗн анне Анна Михайловна КРОТОВА 1941 çулхи октябрӗн 10-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче çуралнă, халӗ те çавăнтах пурăнать
Юратнă анне! Эпир Сире 80 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, телейлӗ ватлăх сунатпăр! Хаклă анне, эсӗ пире ӳстернӗ, панă пире ăсна хăвăнне, эсӗ пирӗн чӗре тӗрекӗ. Малашне те тăван кил ăшшине упрама Турă иксӗлми вăй-хал патăр сана!
Пурăнма сунатпăр темӗнччен,
Сывлăхпа çӳре эс çӗр çулччен.
Кашни кун пулсанччӗ чăн телей,
Çиттӗр вун çултан та юбилей!
Хӗрӗсем Валя, Галя, Лариса, Ирина, кӗрӳшӗсем тата мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев