Пушкӑртстанра Константин Ивановӑн юбилейне паллӑ турӗҫ
Май уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче «Нарспи» поэмӑн авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн 135 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ.
Юбилей программи яланхи пекех анлӑччӗ. Пелепей хулинчи К. Иванов урамӗнчи архитектура палӑкӗ шутланакан "Хула училищи. XIX вӗҫӗ" (халӗ "Олимп"культурӑпа кану комплекс вырнаҫнӑ) ҫурт стени ҫине вырнаҫтарнӑ барельефне (авторӗ Николай Кондрашкин скульптор) уҫнипе пуҫланчӗ вӑл. Кашни чӑвашшӑн чуна ҫав тери ҫывӑх классика пуҫ тайма чӑвашсем Хусантан, Тутарстанри Ҫарӑмсан, Аксу, Пӑва районӗсенчен, Чӑваш Енрен, Ульяновскран, Челябинскран, Оренбургран тата Литва ҫӗршывӗнчен килнӗ.
Малалла уяв поэтӑн тӑван ялне, Слакпуҫа, куҫрӗ. Хӑнасене Константин Ивановӑн ҫурт-музейӗ умӗнче ҫӑкӑр- тӑварпа, сӑрапа, баурсакпа кӗтсе илчӗҫ. Кунтах кӗвенте йӑтнӑ Нарспипе Сетнер те пурччӗ. Поэт пурӑннӑ ҫуртӑн алӑкӗ кашнин валли уҫӑ тӑчӗ. Кӑмӑл пуррисен поэтӑн пурнӑҫӗпе тата лайӑхрах паллашма май пулчӗ. Кунта йӑлт поэт пурӑннӑ чухнехи пекех, вӑл усӑ курнӑ япаласем, сӗтел-пукан, тумӗ... калӑн, поэт хӑй те юнашарах.
Константин Иванов хирӗҫри ешӗл паркрах ӗмӗрхи канлӗх тупнӑ. Вилтӑпри умӗнчен ахаль те ҫын ҫулталӑкӗпех татӑлмасть-ха кунта, ҫак кун вара тата нумайӑн. Ӑна асӑнса вилтӑпри ҫине нумай ҫын чечек хучӗ.
"Нарспи" валак умӗнче «Чун ҫӑлкуҫӗ» литература композицийӗ хӑй пӗр илем пулчӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем урам ҫул тӑршшӗпе юрласа анчӗҫ. Слакпуҫ шкул ачисем, уйрӑмах пӗрремӗш классем, вырӑнти артистсем К. Ивановӑн сӑввисене каларӗҫ, чӑваш халӑх ҫыравҫисем Светлана Асаматпа Раиса Сарпи те сӑмах илчӗҫ. Вӗсен юрри-сӑвви ҫӑлкуҫ шывӗн юххин сассипе пӗрлешсе хӑйне пӗр илемлӗ кӗвве ҫаврӑнчӗ.
Уяв программи малалла Слакпуҫри Культура ҫуртӗнче тӑсӑлчӗ. Кунта тепӗр тӗлӗнтермӗш кӗтрӗ пире. Пушкӑртстанри пӗртен- пӗр чеканист, республикӑн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Ӗпхӳре пурӑнакан чӑваш художникӗ А.В. Яковлев "Нарспи" поэмӑн сюжечӗн 8 пулӑмне алюмини листасем ҫине шаккаса ӳкернӗ. Чӑнах та шедевр, куракана ӑнланмалла пултӑр тесе поэмӑн вырасла куҫарнӑ ҫав сыпӑксене пичетлеме те ӳркенмен. Курава ятарласа поэтӑн 135 ҫулхи тӗлне хатӗрленӗ иккен автор. Тав ӑна куншӑн.
Юбилей уявӗн торжествӑлла пайӗнче Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Азат Сахабиев, Пушкӑртстан Республикин Культура министерствин представителӗ Нурлан Ганиев, Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева, ТР ЧНКА канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышевпа «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата ыттисем саламларӗҫ. «Ятупа мӑнаҫланатпӑр» концерт программинче Пушкӑртстанри, регионсенчи чӑваш ансамблӗсем хитре юрӑ шӑрантарчӗҫ. Юбилей уявӗн кульминацийӗ К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академипе драма театрӗн «Ҫемҫе чунлӑ вӗри юн» спектаклӗ пулчӗ. Ҫапла тӗрлӗ енлӗ, анчах пӗр тӗллевлӗ – чӑваш генийӗпе мӑнаҫланса иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев