Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раççей кунӗнче Хусанта иртекен мероприятисем

Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне çӗршывăмăрăн кашни кӗтесӗнче паллă тăваççӗ. Тутарстанăн тӗп хулинче иртекен мероприятисен программи те анлă та кăткăс. Хулара уявăн тӗп площадкисем Хусан Кремлӗ тата «Казан» çемье центрӗ пулать. Кун пирки ӗçлӗ тунтикунра хулари культура управленийӗн пуçлăхӗ Алия Загидуллина пӗлтернӗ.

Раççей кунне халалланă уяв мероприятийӗсем Хусанта июнӗн 10-11-мӗшӗсенче Крылья Советов тата Урицкий ячӗллӗ парксенче тата Авангард скверта  тата Совет тӳремӗнче çӗршывăн çамрăк гражданӗсене паспорт панинчен пуçланаççӗ.

Июнӗн 12-мӗшӗнче 11.00 сехетре Хусан Кремлӗн территорийӗнче «Мозаика культур» халăхсен фестивалӗ пуçланать. Ун умӗн туслăх парачӗ иртет – тӗрлӗ халăх тумӗсене тăхăннă çынсем Кремль тăрăх утса фестивалӗн тӗп сцени патне çитеççӗ. Каласа хăвармалла, кун пек парад 2017 çултанпа иртет. Хусан Кремлӗнчи Присутственный вырăнсен шалти картишӗнче яланхи пекех наци çурчӗсем ӗçлеççӗ, «Этно-маркет» ярмаркка пулать,  тӗрлӗ мастер-классем, халăх вăййисем, лекторисем иртеççӗ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх уявăн тӗп площадки «Казан» çемье центрӗ çумӗнчи лапам пулӗ. Кунта аниматорсем, аквагрим тата аттракционсем ӗçлӗç. Официаллă пайăн кульминацийӗ «Я – гражданин России» акци пулать. Çуралнине ӗнентерекен свидетельствăсемпе паспортсене  çак кун Хусанти 15 çамрăк çын параççӗ.  

Уяв концерчӗ 16.00 сехетре пуçланать. Тӗп сцена çинче хулари пултарулăх коллективӗсем, Хусан филармонийӗн солисчӗсем, çавăн пекех Раççей тата тутар эстрадин çăлтăрӗсем тухӗç. Хедлайнерӗсем – «Корни» ушкăн тата тутар эстрада юрăçи Фирдус Тямаев.

Уяв 22.00 сехетре салютпа вӗçленет.

Каласа хăвармалла, пуçланнă ӗç эрни кӗске пулать, ку июнӗн 12-мӗшӗнче Раççей кунне уявланипе çыхăннă. Республикăра пурăнакансем июнӗн 12, 13 тата 14-мӗшсенче канаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день россии #Казань