Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Раҫҫей - Ислам тӗнчи» стратегилле курӑм ушкӑнӗн тӗп тимлӗхӗнче ҫамрӑксемпе ӗҫлесси

Ҫамрӑксемпе ачасене тӑван ҫӗршывпа культурӑна пӗлсе тата хисеплеме вӗрентсе ӳстересси, вӗсене тулашран килекен инкексенчен упрама кирли, Раҫҫее хирӗҫле ҫӗршывсем вӗсен ӑс-тӑнне тыткӑна илсе хӑйсене кирлӗ пек ӳстересрен упрамалли, Палестина халӑхне хӳтӗлеме кирли, Украинӑпа Раҫҫей хирӗҫтӑрӑвне татса памалли тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ пленарлӑ ларура.

Паян, майӑн 16-мӗшӗнче, Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-Паркра "Раҫҫей - Ислам тӗнчи" стратегилле курӑм ушкӑнӗн анлӑ ларӑвӗ иртет. 

Аса илтеретпӗр, организаци 2006 ҫулта йӗркеленнӗ, ӑна ТР Раисӗ Рустам Минниханов ертсе пырать. 

Кӑҫалхи анлӑ ларӑвӑн теми "Раҫҫейпе Ислам тӗнчин ҫӗршывӗсен ҫамрӑксен политикин сферинчи опычӗ: хальхи вызовсемпе пӗрлехи ӗҫсем". Стратегилле курӑм ушкӑнӗн ларӑвне РФ Правительство Председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Малайзи Премьер-министрӗ Анвар Ибрагим, ТР Мӑсӑльмансен тен управленийӗн пуҫлӑхӗ, Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, Раҫҫей Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Полномочилле представителӗ Игорь Комаров, ют ҫӗршывсен делегацийӗсем, Раҫҫей регионӗсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Ларӑва ТР Раисӗ, "Раҫҫей - Ислам тӗнчи" стратегилле курӑм ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов уҫрӗ. Республика ертӳҫи килнӗ хӑнасене саламласа ӑнӑҫлӑ ӗҫ сунчӗ. Уйрӑммӑн Малайзи Премьер-министрне Анвар Ибрагима пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче Куала-Лампурта иртнӗ ларӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн тав турӗ. 

"Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхӗнче пирӗн тӗп тивӗҫ ҫамрӑк ӑрӑва Ҫӗнтерӳ пӗлтерӗшӗпе хакне ҫитересси, астӑвӑма упрама вӗрентесси. Вӗсене ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн яваплӑха туйма вӗрентмелле. Ку пирӗн пӗрлехи ӗҫ" - терӗ Рустам Минниханов. 

Марат Хуснуллин Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа ушкӑна ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗ. Владимир Путин нумай нациллӗ Раҫҫей ҫӗршер ҫулсем хушши ислам тӗнчин ҫӗршывӗсемпе хутшӑнма уҫӑ пулнине палӑртнӑ. "Тӗнчери кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Раҫҫей регионсем хушшинчи экономика, наука, гуманитари тата ытти сферӑсенчи хутшӑнусене аталантарса пырать. Тутарстан ку ӗҫре чи активлӑ субъектсенчен пӗри пулса тӑнине палӑртас килет. Форумра сире тӗрлӗ облаҫсенчи малашнехи ӗҫсен перспективине, ӗҫлӗ ҫыхӑнусене ҫирӗплетессине сӳтсе явма тивет.

Кӑҫал эпир Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне палӑртатпӑр. Ҫак пӗлтерӗшлӗ датӑна форумӑн ӗҫпе культура программисенче тимлӗх уйӑрни тивӗҫлӗ пулӗ. Истори урокӗсене, пирӗн аслӑ ӑрусем нацизма, расизма, колонизма хирӗҫ кӗрешнине пирӗн асра тытмалла. Паянхи кун эпир пӗрле ӗҫлесен кӑна тӗнчери халӑха тӑнӑҫ лару-тӑрупа тивӗҫтерме пултаратпӑр", - тенӗ ҫырӑвӗнче РФ Президенчӗ. 

Игорь Комаров паян ҫамрӑксемпе ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-тӑнӗпе чӗрине ярса илессишӗн чӑн-чӑн кӗрешӳ пынине палӑртрӗ. "Паян ҫамрӑксен харпӑр ӳсӗмӗшӗн пысӑк майсем пур. Пирӗн информаци технологийӗсемпе тӗрӗс усӑ курса вӗсен потенциалне ӳстерме тӑрӑшмалла", - терӗ РФ Президенчӗн Полномочилле представителӗ. 

Сӑмах калакансем йышлӑ пулчӗҫ. Вӗсене пӗтӗмлетес пулсан пурте тӗнчери ҫӗршывсен прависем пӗр пулмалли,  аталанма майсем кашнин уҫӑ та ирӗклӗ пулмалли, тӑнӑҫ лару-тӑру чи кирлине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах Палестина ҫӗршывӗн представителӗ хӗрӳ калаҫрӗ: "Эпир хамӑр ачасемпе ҫамрӑксене тӑнӑҫ та лӑпкӑ лару-тӑрура ӳстересшӗн, вӗсен ытти ҫӗршывсенчи ҫамрӑксенни пекех вӗренме, ӗҫлеме майсем пулччӑр. Шанатӑп Палестина ҫак инкекрен тухса ирӗклӗ сывласа ярӗ. Эпир ҫакна тивӗҫлӗ", - терӗ вӑл. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: KazanForum 2025