Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Республикăра хир ӗçӗсем пуçланчӗç

Тутарстан иртнӗ эрнере çӗр ӗçӗсене пуçларӗ. Паянхи кун тӗлне 29 районăн техники кӗрхи тырă калчисене, нумай çул ӳсекен курăка сӳрелесе удобрени сапать, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Кăçал республикăра пӗтӗмпе 527 пин ытла гектарти кӗрхи тырра тата 350 пин гектарти нумай çул ӳсекен курăка удобрени сапмалла.
Пӗтӗмпе 6 район (Актаныш, Апас, Пăва, Çӳлту, Лайăш тата Ютаза) районӗсем сӳрене тухнă.
Республикăн гидрометслужби пӗлтернӗ тăрăх, ноябрь уйăхӗнчен пуçласа март уйăхӗччен Тутарстан территорине пӗтӗмпе 276 миллиметр чухлӗ нӳрӗк ӳкнӗ кăçал, нормăран 170 процент нумайрах ку. Çанталăк ăшăтса янипе юр хăвăрт ирӗлсе пӗтнӗрен ӳсентăрансем парка ӳсме тытăннă.
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви пӗлтернӗ тăрăх, çӗр ӗçченӗсен паянхи тӗп тӗллевӗ — çурхи акана кӗске хушăра тата пысăк пахалăхпа ирттермелле. Мӗншӗн тесен çурхи тырра вăхăтра акса хăвармалла, унсăрăн тухăçлăх кунне 2-3-шер центра чакма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство