«РОСТКИ» форума Раççейӗн 60 субъекчӗ хутшăнма палăртнă
Хутшăнакан компанисем шучӗпе Мускав, Мускав облаçӗ лидерсен шутӗнче. Çавăн пекех Свердловск, Оренбург, Самара облаçӗсенчен, Чăваш, Пушкăртстан республикисенчен, Краснодар тăрăхӗнчен нумай компани килмелле. Паллах, Тутарстан бизнесӗ те пысăк йышпа хутшăнӗ.
Хусанта августăн 16 – 19-мӗшӗсенче «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» Халăхсен хушшинчи форум иртесси пирки Республикăн Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина ТАСС информаци агентствин пресс-конференцине хутшăннă хыççăн эпир çырса пӗлтернӗччӗ. Ку эрне пуçламăшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче çак ыйтупа брифинг иртрӗ. Пӗрремӗш пресс-конференциренпе кăштах улшăнусем пур, çавсен çинче чарăнса тăрăпăр та.

Брифинга хутшăннисен шутӗнче ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Герман Лернер, ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Рустем Гайнуллов пулчӗç.
Талия Минуллина палăртнă тăрăх, форума 200 ытла корпораци хутшăнать. Кăçалхи форумра искусствăлла интеллект облаçне пысăк тимлӗх уйăрма палăртнă. Китай компанийӗсен хушшинче вӗсем сахал мар пулӗç. Искусствăлла интеллект облаçӗн интернет-гиганчӗсенчен пӗри – Baidu Китай компанийӗ те çавсен хушшинче. ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçин сăмахӗпе, Поднебеснăй корпорацийӗсен ӗç спектрӗ тӗрлӗрен.
«Вӗсен тавар çаврăнăшӗн калăпăшӗ, ытти çӗршывсенче мӗнлерех вырăн йышăнни тӗлӗнтерет. Сирӗн тӗрлӗ бизнеспа паллашма май пулӗ. Çавăнпа ӗнтӗ кăçал Раççей регионӗсен интересӗсем те самай ӳсрӗç», – терӗ Талия Минуллина.
Раççей субъекчӗсемшӗн Китай бизнесӗ илӗртӳллӗ
Ку вăхăта Раççей Федерацийӗн 60 субъекчӗ РОСТКИе хутшăнассине пӗлтернӗ. Хутшăнакан компанисем шучӗпе Мускав, Мускав облаçӗ лидерсен шутӗнче. Çавăн пекех Свердловск, Оренбург, Самара облаçӗсенчен, Чăваш, Пушкăртстан республикисенчен, Краснодар тăрăхӗнчен нумай компани килмелле. Паллах, Тутарстан бизнесӗ те пысăк йышпа хутшăнӗ.
Юлашки 10 çулта кăна Тутарстанпа Китайăн тавар çаврăнăшӗ 12 хутчен ӳссе 3,35 миллиард тенкӗпе танлашнă. Тутарстанăн ют çӗршывсемпе суту-илӳ хутшăнăвӗсене пăхас пулсан Китайпа хутшăнусем пӗрремӗш вырăнта, ун хыççăн Турци пырать, виççӗмӗш вырăнта – Индипе, вара Беларуçпа Казахстанпа.
«Китай – пирӗн тӗп партнер. Пирӗн наука сферинче, производствăри инвестици проекчӗсенче пӗрлехи проектсем пурнăçлама майсем пур», – терӗ Талия Минуллина.
ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Герман Лернер палăртнă тăрăх, Тутарстанпа Китайăн суту-илӳ хутшăнăвӗсем уйрăмах юлашки виçӗ çулта пысăк ӳсӗм тунă.
«Китай Халăх Республики – сбытăн çав тери пысăк рынокӗ. Эпир унта кӗме пуçларăмăр кăна-ха. Экспорта ытларах нефтехимипе агропромышленность продукцийӗ ăсанать. Ку енӗпе эпир уйрăмах вăйлă», – терӗ министр çумӗ.
Пӗрлехи проектсене пӗчӗк тата вăтам бизнеса явăçтарасшăн
Технологисем – хăйне уйрăм ен. Тутарстана Китайăн робототехника, искусствăлла интеллект, пилотсăр системăсен, çӗнӗ материалсемпе цифра энергетикин облаçӗсенчи разработкăсем интереслентереççӗ. Сăмах кунта Китайпа ăмăртасси пирки мар, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни, ертӳçӗ решенисене адаптацилесси тата пӗрлехи проектсем йӗркелесси çинчен. Тӗслӗхе вăл Haier компание илчӗ. Тутарстана килнӗренпе вăл тӗрлӗ проектсене 1 миллиард доллар ытла инвестициленӗ, çӗнӗ ӗç вырăнӗсем йӗркеленӗ тата ытти те. Малашнехи тӗллевсен шутӗнче Китайпа пӗрлехи проектсене пӗчӗк тата вăтам бизнеса та кӗртесси. Сăмахран, вӗсем производство процесне комплект пайӗсемпе тивӗçтерсе хутшăнма пултараççӗ.
Хутшăнусен тепӗр енӗ – транспорт çыхăнăвӗсене аталантарасси. 2024 çулта Хусанпа Шанхай хулисене тӳрӗ рейссемпе çыхăнтарни туризм аталанăвӗшӗн усăллă пулнă. Ку вăхăтра Хусанпа Китайăн тепӗр виçӗ хулине – Пекина, Чунцине, Шэньчжэне тӳрӗ авиарейссемпе çыхăнтарассипе ӗç пырать.
Китайсене Тутарстан какайӗ килӗшет
Китайăн тепӗр интересӗ Тутарстанăн агропромышленность продукцийӗпе çыхăннă. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Рустем Гайнуллов палăртнă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа экспорт шайӗ 2,5 хут ӳссе 33,5 миллион долларпа танлашнă.

«Китай пирӗншӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ партнер. Пирӗн экспорт продукцийӗн калăпăшӗ икӗ хут ытла ӳссе 33,5 миллион долларпа танлашрӗ. Тӗпре пилӗк тавар продукцийӗ. Какай продукцине 14 миллион долларлăх ăсатрăмăр, ку экспортăн 30 проценчӗпе танлашать. Çавăн пекех кантăр вăррине ăсатасси ултă хутчен, сахăр продукцийӗн тăватă хутчен ӳсрӗ», – пӗлтерчӗ Рустем Гайнуллов.
Малашнехи тӗллевсен шутӗнче – çак кăтартусене çирӗплетсе тавар ушкăнӗсен ассортиментне анлăлатасси. 2026 çулта Тутарстан ял хуçалăх продукцийӗн экспортне 540 миллион доллара çитерме тӗллев лартнă. Август пуçламăшӗ тӗлне плана çурри ытла пурнăçланă ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев