Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Беларуç Республикинчи ӗçлӗ çулçӳревре Александр Лукашенкопа тӗл пулчӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов майăн 23-мӗшӗнченпе Беларуç Республикинче ӗçпе тăрать. Çулçӳрев тӗллевӗ Минскра Хусан хулин кунӗсемпе çыхăннă, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов майăн 23-мӗшӗнченпе Беларуç Республикинче ӗçпе тăрать. Çулçӳрев тӗллевӗ Минскра Хусан хулин кунӗсемпе çыхăннă, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Канмалли кунсем пулин те Тутарстан ертӳçи Беларуçре чылай мероприятие хутшăнчӗ, ӗçлӗ тӗлпулусем ирттерчӗ.

Малтанласа вăл Брест хулинче пулчӗ. Кунта ăна Брест облаçӗн Ӗçтăвком Председателӗ Петр Пархомчик кӗтсе илнӗ. Ӗç программипе килӗшӳллӗн, Рустам Минниханов «Брест крепоçӗ – герой» мемориал комплексне çитсе килнӗ. Вăрçă пуçланнă çул – 1941 çулхи июнь-июль уйăхӗсенче тăшмана хирӗç паттăрла тăнăшăн крепоçе герой ятне 1965 çулта панă.

Брест крепоçне совет салтакӗсем тăшман ункинче пӗр уйăх ытла шывсăр, апатсăр парăнмасăр тытса тăнă. Çак крепоç ӗнтӗ вăрçă вермахтшăн çăмăлах пулмассине кăтартса панă. Сăмах май, герой ятне СССРăн 12 хулине тата пӗртен-пӗр крепоçа панă. Мемориал комплексӗ 70 гектар çӗре йышăнать. Унта тӗрлӗ скульптура композицийӗсем, XIX ӗмӗрти истори объекчӗсем, музей тата Свято-Николаевски чиркӗвӗ вырнаçнă. Тутарстан ертӳçи «Мужество» монумент умне чечексем хурса пуç тайрӗ.

Брестри Çамрăксен патриотизм центрне те çитсе килчӗ Рустам Минниханов. Ăна çамрăксем хăйсем пуçарса йӗркелесе янă. Паян кунччен унта 26 пин ытла çын вӗренсе тухнă, çав шутра Раççейӗн 6 регионӗнчен те. Рустам Минниханова кунта халăхсен хушшинчи сменăсем йӗркелеме шутлине пӗлтернӗ.

Унтан республика ертӳçи «Савушкин продукт» предприятие çитнӗ. Асăннă предприяти сӗт отраслӗн лидерӗ шутланать. Ун йышне 9 компани ушкăнӗ кӗрет. Производство площадкисем Брест, Витебск облаçӗсенче вырнаçнă. Кунне предприяти 5500 тонна сӗте тирпейлет. Рустам Минниханов технологи процесӗпе, хальхи оборудованипе, сӗт продукчӗсен ассортименчӗпе паллашнă, паллах, хаваспах тутанса та пăхнă.  

Тӗп пулăмсен шутне ТР Раисӗ Рустам Минниханов Брест облаçӗн Ӗç тӑвакан комитечӗн Председателӗпе Петр Пархомчикпа тӗл пулнине кӗртмелле.

Рустам Минниханов хăй сăмахне пуян программа хатӗрленӗшӗн, Брест крепоçне çитсе курма май туса паншăн тав тунинчен пуçланă.

Рустам Минниханов çӗршывсене пӗр истори çыхăнтарса тăнине палăртса мемориал комплексӗн калăпăшӗпе анлăшне мухтанă. Çав шутра Брест облаçӗнчи патриотизм воспитанийӗн центрӗн ӗçне те. «Пирӗн çӗршывсен президенчӗсем регионсен шайӗнче çыхӑнусене аталантарассине ырласа йышăнаççӗ, – терӗ Рустам Минниханов. –  Раççейпе Беларуçăн туслӑ хутшӑнӑвӗсен шайӗнче Беларуç Республикипе тата унӑн регионӗсемпе хутшӑнӑва анлӑлатма май пуррине Тутарстанра эпир питӗ хаклатпӑр». Сăмах май, Беларуç пирӗн республикăн тулашри экономика партнерӗсенчен пӗри. Пӗлтӗр тавар çаврӑнӑшӗ 718 миллион долларпа танлашнӑ.

Петр Пархомчик хăй енчен Брест облаçӗн промышленноçӗпе агропромышленность комплексӗн аталанăвӗ вăйлă пулнине палӑртнӑ. Сăмах май, Брест облаçӗн делегацийӗ нумаях пулмасть Тутарстана килсе кайнӑччӗ. Ун хыççӑн ӗçлӗ хутшăнусен малашлӑхлӑ çул-йӗрӗсене палăртма, икӗ еншӗн те усăллă пулма пултаракан енсене тишкерме тытӑннӑ.  

«Сире пирӗн пата килнӗшӗн тав тӑватăп, – тенӗ Петр Пархомчик. –  Тутарстан Раççей Федерацийӗн ертӳçӗ регионӗсенчен пӗри. Пӗрле ӗçлес енӗпе шухӑшсем нумай, вăл ӳсӗмлӗ пуласса шанатпӑр», – палăртнă область Ӗçтăвкомӗн Председателӗ.  

Тӗлпулу Тутарстанпа Брест облаçӗ хушшинчи ӗçлӗ мероприятисен планне аслă пуснипе вӗçленнӗ.  

Ӗнер, майăн 24-мӗшӗнче Рустам Минниханов Минска çитрӗ. Ӗç кунӗ Çӗнтерӳ монуменчӗ патне чечек хунинчен пуçланчӗ. Монумента вăрçăра пуç хунă Совет çарӗн салтакӗсене, партизанӗсене, подпольщикӗсене халалласа лартнă.

Çакăн хыççăн Минскра ТР Раисӗ Рустам Минниханов Беларуç Республикин Президенчӗпе Александр Лукашенкопа тӗл пулчӗ.

Тӗлпулу Минскра, Беларуç Республикин Президенчӗн официаллӑ резиденцийӗнче – Ирӗклӗх Керменӗнче иртрӗ. Тутарстан ертӳçи хăй кунта пулма кăмăллă пулнине каласа кӗскен ăçта çитсе курнине пӗлтерчӗ.

«Мана эсир, Раççейӗн пӗлтерӗшлӗ çыннисенчен пӗри пулнă май, эпир çав вăрçăпа питӗ те тимлӗ пулнине хăвăр куçпа курса ӗненни питӗ те пӗлтерӗшлӗ. Вăл йышши объектсем пирӗн пинӗ-пинӗпе. Эпир вӗсене пăхса тăратпăр, ытларах пайне шкул ачисем пӑхса тăраççӗ», –  палӑртнă Александр Лукашенко.

Рустам Минниханов хăй енчен Александр Лукашенкона регионсен шайӗнче пурнăçланакан проектсене тӗрев панăшăн тав тунă. «Пирӗн хутшăнусем сирӗн çӗршыв Правительствипе те, унӑн регионӗсемпе те лайăх аталанса пыраççӗ, – терӗ Рустам Минниханов. – Беларуç Республики –  пирӗн тулашри экономика партнерӗсенчен пӗри. Суту-илӳ çаврӑнӑшӗ юлашки çулсенче япӑх мар динамика кӑтартать. Пӗлтӗр вӑл 718 миллион долларпа танлашрӗ», – асăрханă Рустам Минниханов ӗçлӗ çулçӳревре делегаципе пӗрле мӗнле предприятисене çитсе курни çинчен пӗлтерсе.

Александр Лукашенко та Тутарстан, тӗнчери лару-тăрăва пӑхмасӑрах, çирӗп аталанса пынине, ун темпне тытса пынине ырласа палăртнă.

«Беларуç Тутарстан евӗрлӗрех пулнине каланăччӗ ӗнтӗ сире. Питӗ тирпейлӗ сирӗн, дисциплинӑна тыта пӗлетӗр. Хамăр çамрăк пулнă вăхăтранах эсир йӗркепе дисциплинӑна мӗн тери хисепленине пӗлетӗп. Ку çитӗнӳ кӳрет», – тенӗ Александр Лукашенко пысăк хăнана килнӗшӗн тав туса.

ТР Раисӑн Пресс-службин материалӗсемпе усă курса хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ