Рустам Минниханов кадр резервӗн çӗнӗ йышӗпе тӗл пулнă
Республика ертӳçи Тутарстанăн кадр резервӗн çӗнӗ йышӗпе ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Тутарстан Раисӗн кадр резервӗн çӗнӗ йышӗпе тӗл пулчӗ паян Рустам Минниханов. Тӗлпулу ТР Правительство Çуртӗнче иртрӗ.
Республика ертӳçи управлени кадрӗсене хатӗрлес ыйтусене пысăк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Опытлӑ наставниксем ертсе пынипе резервистсен Тутарстанӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗпе çыхăннă проектсем хатӗрлемелле.

«Çулсерен эпир кадр резервне йӗркелетпӗр. Суйлава ӑнӑçлӑ иртнӗ хыççăн халӗ сирӗн çӗнӗ пӗлӳ илме май пулчӗ. Сирӗн кашнин пысăк должноçри çынсен шутӗнчен куратор пулӗ. Пире сирӗн пурнăçа кӗртме май пур идейăсене пӗлме интереслӗ», – тенӗ Рустам Минниханов.
Ӗçлӗ тӗлпулура резервистсем хăйсен проекчӗсем пирки кӗскен каласа панă. Малашне вӗсем тӗрлӗ предприятисенче, патшалăх власть органӗсенче е мунципалитетсенче стажировка иртсе вӗренме пултараççӗ.
Сăнӳкерчӗксем https://tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев