Рустам Минниханов: Ҫӗнтерӳ кунӗ - пӗтӗм халӑх уявӗ»
Паян ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем, СВОна хутшӑннисем ТР Раисӗпе тӗл пулчӗҫ.
Паян М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа Ӑслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалланӑ уяв тӗлпулӑвӗ иртрӗ.
10 сехетрен пуҫласа хаклӑ хӑнасене, республикӑри районсенчен килнӗ ветерансене, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем - "Движение первых" организацире тӑракансем, Юнармеецсем, студентсем кӗтсе илчӗҫ.
Мероприяти Раҫҫей тата Тутарстан гимнӗсем янранипе пуҫланчӗ. Уяв мероприятийӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Премьер-министр Алексей Песошин, министерствосемпе ведомствосен, тӗн представителӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсем, СВОна хутшӑннисем пулчӗҫ.
"Ҫӗнтерӳ кунӗ чӑннипе те пӗтӗм халӑх уявӗ. Вӑл Раҫҫейӗн кашни гражданинӗшӗн хаклӑ. 80 ҫул иртсен те ҫухату ыратӑвӗпе, савӑнӑҫ кашни килте пурӑнать. Эпир салтаксен хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне манман. Паян вӗсен мӑнукӗсем СВОра ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Пысӑк тав сире пурсӑра та" - терӗ Рустам Минниханов. - Эсир ӗмӗр манма ҫуккине хӑвӑр куҫпа курнӑ. Эсир вут-ҫулӑм витӗр тухнӑ, юлташӑрсене ҫухатнӑ, анчах хуҫӑлман. Сирӗн "Йӑлтах Ҫӗнтерӳшӗн" тенисӗр паянхи триумф пулаймастчӗ. Тата Ҫӗнтерӳ ҫапӑҫу хирӗнче кӑна мар, тылра та, пӗрлӗхре, юратупа туптаннӑ. Тав сире пурсӑра та", - терӗ Рустам Минниханов.
Малалла ТР Тутарстана вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эвакуациленӗ заводсен ӗҫне, СВОна хутшӑннисен паттӑрлӑхне палӑртса сӑмах каларӗ.
Малалла патшалӑх наградисемпе чыслас церемони пуҫланчӗ. Вӑрҫӑ ветерансене Александр Маловпа Галимьян Мустафина "Дуслык" орденпа, тыл ӗҫченӗсене Баян Томиловапа Зигания Хайретдинована "За доблестный труд" медалпе наградӑларӗҫ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ кӗҫӗн сержантсен Юрий Рожковпа Зуфар Гараева Паттӑрлӑх орденӗпе чысларӗҫ. Шел, сак хастар атьсем ордена хӑйсен аллипе тытса та, кӑкӑр ҫине ҫакса та ҫӳреймӗҫ. Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе вӗсем паттӑрла пуҫ хунӑ.
СВОна пулӑшассипе ӗҫлекен волонтер организацийӗсемпе ведомствосем, ветерансен пӗрлешӗвӗсем ТР Раисӗн Тав хутне тивӗҫрӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем Рустем Кадыровӑн, rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев