Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов пӗчӗк ялсенче те çӗнӗ йышши лавккасем кирлине палăртрӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Раççейӗн потребитель кооперацийӗн системи 195 çул тултарнине халалланă пленарлă ларăва хутшăнчӗ. Республика ертӳçи ялсенче çӗнӗ йышши лавккасем уçассине тӗрев парассине шантарчӗ. Тата вӗсенче Тутарстанăн потребкооперацийӗн продукцийӗпе усă курма сӗнчӗ.

Паян, мартăн 2-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Минниханов Раççейӗн потребитель кооперацийӗн системи 195 çул тултарнине халалланă пленарлă ларăва хутшăнчӗ. Мероприяти Çӳлту районӗнчи Чиршы ялӗнче иртрӗ.

Лару пуçланиччен Рустам Минниханов РФ Центросоюз Канашӗн председателӗпе Дмитрий Зубовпа Татпотребсоюз куравӗпе паллашрӗç, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.  Куравра ял хуçалăх кооперацийӗн предприятийӗсем хăйсен продукцийӗпе паллаштарнă.

Пленарлă ларăвăн модераторӗ Раççейӗн коопераци университечӗн ректорӗ, Хусанти коопераци институчӗн ректорӗ Алсу Набиева пулчӗ.

Тӗп докладсем тăвакансен шутӗнче Татпотребсоюзăн правлени председателӗ Рашат Шаймарданов тата Дмитрий Зубов пулса коопераци системин ӗçӗпе туллин паллаштарчӗç.

Рустам Минниханов потребкооперацин 195-çуллăхӗпе саламласа Дубъязы ялӗнче тинтерех уçăлнă лавккара пулни çинчен каласа пачӗ. Калас пулать, ялти çӗнӗ лавккана патшалăхпа харпăр юлташлăх майӗпе Центросоюз тата Х5 «КООП ОКОЛО» брендпа уçнă. ТР Раисӗ потребительсен кооперацине влаçăн пулăшса пымаллине пӗрре мар палăртрӗ. «Инçетри ялсене харпăр бизнес суту-илӳпе тивӗçтерме пултарайманнине пирӗн ăнланмалла. Унта никам та çитеймест. Çавăнпа патшалăхăн потребкооперацине тӗрев памалла. Çапла, пысăкрах ялсенче суту-илӳ тăвакан предпринимательсем тупăнаççӗ. Анчах вăл пӗчӗк ялсенче те пулмалла – хальхилле суту-илӳ тивӗçтерӗвӗ», – терӗ Рустам Минниханов.

Раççейӗн Центросоюзӗпе унăн ертӳçи Дмитрий Зубов потребкооперацине пур енлӗ аталанма майсем туса парасса шаннине пӗлтерчӗ.  «Лару-тăру лайăх енне улшăнса пынине куратпăр паян. Эп паян тӗлӗнсех кайрăм. Çӗнӗ лавкка курнипе (Дубъязы пирки). Ку вӗт услугăн пач та çӗнӗ тӗсӗ. Хулара çынсен суйлав нумай – таçта та кайса килме пулать. Ялта та лайăх суту-илӳ центрӗсем кирлӗ. Çынсем вӗт лавккана килеççӗ, пӗр-пӗринпе хутшăнаççӗ. Çавăнпа пысăк тав сăмахӗсем калас килет Дмитрий Львович Зубова тата Центросоюз тусне Х5-е», – хавхаланса калаçрӗ республика ертӳçи.  

Рустам Минниханов Тутарстан ертӳçисем ялсенче çӗнӗ йышши лавккасем уçассине тӗрев парассине шантарчӗ. Тата вӗсенче Тутарстанăн потребкооперацийӗн продукцийӗпе усă курма сӗнчӗ.  «Хамăр енчен пур енлӗ тӗрев парăпăр. Сахал çын пурăнакан пунктсене пăхса тăрасси, суту-илӳ точкисене йӗркелени – влаçăн тӗп задачисен шутӗнче. Ку хăйпе хăй пулакан япала мар, çавăнпа вăй хумалла, çынсене вӗрентмелле», – терӗ ТР Раисӗ.  

Республика ертӳçи ку йышши лавккасен шутне 500-е çитермеллех терӗ. Шăп çакăн пек тӗллев лартнă хăйсен умне Центросоюзпа Х5. Паяна ку йышши лавккасен шучӗ 100-е çитнӗ.  

Унсăр пуçне Рустам Минниханов Тутарстан Хусанта Потребительсен кооперацийӗн халăхсен хушшинчи форумне ирттерме хатӗр пулнине пӗлтерчӗ. Асăннă мероприяти 2026 çулхи июлӗн 8-10-мӗшӗсенче иртмелле.   

Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ