Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов «ТАТМЕДИА» филиалӗсене çӗнӗ автомобильсем пачӗ

Паян, декабрӗн 23-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов республикӑри районсенчи «ТАТМЕДИА» акционер обществин районсенчи филиалӗсене – хаçат-журналсемпе теле-радио компанисен редакцийӗсене çӗнӗ автомобильсем парнелерӗ.

Паян, декабрӗн 23-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов республикӑри районсенчи «ТАТМЕДИА» акционер обществин районсенчи филиалӗсене – хаçат-журналсемпе теле-радио компанисен редакцийӗсене çӗнӗ автомобильсем парнелерӗ. Унччен маларах, 2021 çулта, нумай редакцин машинисене çӗнетнӗччӗ. Кăçал вара 2019 çулта автомобиль илнисем транспорт хатӗрне çӗнетрӗç.

Журналистсемшӗн ку питӗ пысăк парне. Мӗншӗн тесен редакци ӗçченӗсем ялан çул зинче, пур çӗре те çитмелле. Автомобильсен паркне çӗнетес ыйтупа ТР Раисӗ патне «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен ертӳçи Айдар Салимгараев тухнă.   

 Мероприяти Хусанта тин çеç хута кайнă Noble Millennium Panorama отель умӗнчи тӳремре иртрӗ. 

Çӗнӗ автомобильсен уççисене тыттарнӑ май Рустам Минниханов районти МХХсен представителӗсем республикӑн чи инçетри районӗсенче пурӑнакансен интересӗсене тимлӗхре тытнине, чӑн  пурнӑçа çутатса панине, çӗршер пин тутарстансемшӗн тӗп информаци çӑлкуçӗ пулнине палӑртрӗ.

«Сирӗн информацисем пире йышӑнусене хăвăрт тума, вӗсене оперативлă татса пама пулăшаççӗ. Çӗнӗ автосем журналистсене мобильлӗрех пулма май парӗç», – терӗ журналистсене тав туса Рустам Минниханов.  

Тутарстан Раисӗ çул çинче инкек-синкек курмасăр çӳреме сунчӗ. «Ырӑ çул сире», – терӗ ТР Раисӗ МХХ ертӳçисене.

Аса илтеретпӗр, паян «ТАТМЕДИА» АО филиалӗсем  49 çӗнӗ «Лада» автомобиль илчӗç.

Церемони вӗçленсен ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа пресс-конференци пуçланчӗ. Унта Тутарстан Республикин аталанăвӗпе, социаллă экономика тата ытти енсен лару-тăрăвӗпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрӗç. 

Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ