Рустам Минниханов Узбекистан Премьер-министрӗпе тӗл пулнă
Рустам Минниханов ӗçлӗ çулçӳреве «Иннопром. Центральная Азия» халăхсен хушшинчи промышленность куравне хутшăнас тӗллевпе апрелӗн 19-мӗшӗнчех кайнă.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Узбекистан Республикин Премьер-министрӗпе Абдулла Ариповпа тӗл пулнă, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Тӗлпулу Узбекистан Правительствин çуртӗнче иртнӗ.
Сăмах май, Рустам Минниханов ӗçлӗ çулçӳреве «Иннопром. Центральная Азия» халăхсен хушшинчи промышленность куравне хутшăнас тӗллевпе апрелӗн 19-мӗшӗнчех кайнă. Паян, апрелӗн 20-мӗшӗнче, вăл асăннă мероприяти шайӗнче Узбекистанри Кашкадарьински облаçӗн Хокимӗпе Муротжон Азимовпа тӗлпулу ирттерчӗ, Раççей Правительствин Председателӗн пӗрремӗш çумӗпе Денис Мантуровпа Узбекистан Премьер-министрӗн Абдулла Ариповăн тӗлпулăвне хутшăннă. Ӗçлӗ калаçура енсем Раççейпе Узбекистанăн Тутарстан хутшăннипе пурнăçланакан пӗрлехи проектсене сӳтсе явнă.

Уйрăм тӗлпулура Рустам Минниханов «Иннопром. Центральная Азия» форума Тутарстанран пысӑк делегаципе килнине пӗлтернӗ. «Ку площадкăна эпир Тӗп Ази çӗршывӗсемпе, уйрăмах тӑванла Узбекистанпа туслă хутшăнусене çирӗплетмелли май пек йышăнатпăр», – тенӗ республика ертӳçи Тутарстан влаçӗсем Узбекистан Правительствипе тăтăшах çыхăнура тăнине палăртса. ТР Раисӗ Тутарстан предприятийӗсен Узбекистан рынокӗнчи вырăнӗ анлăланса пынине асăннă. Сăмха кунта машиностроени, нефть отраслӗ, медицина тата ытти пирки пырать.

Абдулла Арипов тутарстансем халăхсен хушшинчи курава пысăк делегаципе килнине ырласа йышăннă. «Ӗçлӗ хутшăнусене эсир хăвăр пысăк тимлӗх уйăрнине эпир хаклатпăр. Эсир хăвăрпа пӗрле çамрăк бизнесменсене илсе килсе вӗсене Узбекистанра ӗçлеме майсем туса паратăр. Ку пирӗн çӗршывсен экономикисемшӗн питӗ усăллă. Эсир опытлă çын, нумай курнӑ, ялан лайӑх та усӑллӑ сӗнӳсем паратӑр», – тенӗ Узбекистан Премьер-министрӗ.
Тутарстанпа Узбекистанăн пӗрлехи проекчӗсен шутӗнче Джизакпа Чирчикри проектсем. Чирчикри промышленность зонинче, сăмахран, 28 предприяти хăй ӗçне пуçарнă.
Рустам Минниханов май уйӑхӗнче Хусанта «Раççей - Ислам тӗнчи: KazanForum» экономика форумӗ иртессине асăнса Узбекистан делегацине унта пыма йыхравланă.
Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru/pressa сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев