Рустам Миннихановпа Дмитрий Патрушев «КАМАЗа» çитсе курнă
Раççей Правительствин Председателӗн çумӗ Дмитрий Патрушев Çырчаллине ӗçлӗ çулçӳреве килнӗ. «Бегишево» аэропортра ăна Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов кӗтсе илнӗ.
Дмитрий Патрушев Рустам Миннихановпа пӗрле «КАМАЗ» автомобиль заводне çитсе производство площадкисемпе конвейера пăхса тухнă. Çавăн пекех вице-премьера çӗнӗ К5 ăрури грузовиксем паллаштарнă. Ку машинăсемпе тӗрлӗ сферăра усă курма пулать: инçе çула тиев турттармалли пысăк грузовиксем, оборудованипе машинăсем валли грузовиксем, çавăн пекех хулара усă курмалли вăтам калăпăшлă машинăсем.
«Камаз» представителӗсем ятарлă техникăна çӗнӗ технологисемпе тата хальхи конструктивлă йышăнусемпе усă курса тунине пӗлтернӗ. Шанчăклă та меллӗ кивӗ модельсемпе танлаштарсан, çӗннисем тата хăтлăрах, перекетлӗрех тата хăрушлăхсăр пулӗç.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев