Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Сапӑрлӑхпа сӑпайлах ялан модӑра. KazanForum хӳттинче тӗнчери паллӑ дизайнерсем хӑйсен тум коллекцийӗсемпе паллаштарчӗҫ

Мода кӑтартӑвӗн режиссерӗ паллӑ шоу-мен Сергей Луковский пулчӗ. Мода тӗнчине вӑл ташӑ искусствинчен килнӗ.

Ӗнер майӑн 14-мӗшӗнче Хусанта, "Корстон" хӑна ҫурчӗпе суту-илӳ тата кану комплексӗнче 8 модельер-дизайнер хӑйсен тум коллекцийӗсемпе паллаштарчӗҫ. 

Умед Кучкалиев (Таджикистан), MIN_ZIFA бренд авторӗсем Гульфияпа Альфия Хамматовасем (Раҫҫей, Уфа), MARGА бренд йӗркелӳҫи Марго Авоян (Россия, Владивосток), Aadima (Катар),  Danjyo Ніуојі (Индонези), Atiya Khan (Пакистан), SHEHNA HUSSAIN - ОАЭ,  Amal Al Raisi (Оман) модельерсен коллекцийӗсем курма килнисен асне нумайлӑха кӗрсе юлӗҫ. Вӗсен тумӗсем пысӑк сапӑрлӑхпа, кӑмӑл-сипет енчен пысӑк тирпейпе палӑрса тӑнипе ислам тӗнӗпе пурӑнакансене туллин тивӗҫтереҫҫӗ. KazanForum программине кӗнӗ мода кӑтартӑвӗшӗн ку тӗп услови. 

Мода кӑтартӑвӗн режиссерӗ паллӑ шоу-мен, Lukovsky Model Agency йӗркелӳҫи Сергей Луковский. Мода тӗнчине вӑл ташӑ искусствинчен килнӗ, Валерий Михайловскин арҫынсен балетӗнче нумай ҫулсем ӗҫленӗ. Анчах хӑйне вӑл мода тӗнчинче тупнӑ, Мода эрнисене режиссёр рек хутшӑнма пуҫлать. Сергей Луковский Гуччи, Готье, Александр Маккуин пек паллӑ дизайнерӗсен ячӗсемпе хисепленекен мода ҫурчӗсемпе, Слава Зайцевпа, Валентин Юдашкинпа ӗҫленӗ. Ку нумай япалана ӑнлантарать. 

Хусанта та акӑ вӑл йӗркеленӗ мода кӑтартӑвӗн постановки интереслӗ иртрӗ. Чи кирли - тумсенче автор аллине, ун стильне ӑнланса кӑтартма  пӗлни. Сергей форум йӗркелӳҫисемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл пулнине та палӑртса хӑварчӗ. Ӑна Телеграмри пирӗн каналта курма пулать. https://t.me/suvargazeta/16758 

Асра юлнӑ дизайнерсенчен Умед Кучкалиевпа Марго Авояна, Гульфияпа Альфия Хамматовасене палӑртас килет. Дизайн енчен вӗсен тумӗсем чӑнах та пулса ҫитнӗ коллекцисем, ыттисенни пек уйрӑм костюмсем кӑна мар. Коллекцин идея, тытӑм пулмалла. Тумсем тӗспе те пулин е формипе килӗшсе тӑмалла. Коллекцин никӗсӗнче тема, идея пулни вара чи ҫӳллӗ пилотаж. 

Асӑннӑ дизайнерсен коллекцийӗсем ҫак критерисене чӑннипе тивӗҫтерчӗҫ. Чи кирли - хӗрӑрӑма хисеплесе ӑна мода тенденцийӗсене тӗпе хунӑ тумпа тивӗҫтерни. 

Мода кӑтартӑвӗ хыҫҫӑн дизайнерсемпе тӗлпулу иртрӗ. Унта вӗсем кашни хӑйсен коллекцийӗсен историйӗпе, философийӗпе, тӗнчене мӗн калас тенипе паллаштарчӗҫ. 

Сӑнӳкерчӗксем авторӑн.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: KazanForum