Саврăшпуç ялӗн çак çамрăк волонтерӗсене Тав çырăвӗпе чысларӗç
Ноябрӗн 17-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗн Культура çуртӗнче çӗршыв хӳтӗлевçисене пулăшас тесе ырми-канми тăрăшакан ырă чӗреллӗ патриотсем пуçтарăнчӗç. Кунта «Ачасем çӗнтерӳшӗн: çамрăк пулăшакансене тав» ятпа ăшă тӗлпулу иртрӗ.
Залра хăйне евӗрлӗ хумхануллă атмосфера хуçаланчӗ. Çак мероприятире Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулпа ача садне çӳрекенсемпе вӗрентекенсем, «Эпир мар пулсан кам» волонтерсен юхăмӗн хастарӗсем тата, паллах, хисеплӗ хăнасем пулчӗç. Çапах та ку тӗлпулăвăн тӗп геройӗсем, пач та ӳстерсе каламастăп, икӗ арçын ача пулчӗç. 2-мӗш класра вӗренекен Егор Якимов тата 3-мӗш класри Матвей Кондратьев пирки сăмахăм. Пӗчӗккӗ пулсан та чăн-чăн волонтерсем вӗсем: маскировка сетки çыхма та çӳреççӗ, салтаксем патне çырусем те пӗтӗм чун-чӗре ăшшипе çыраççӗ, хӳтӗлевçӗсене хавхалантаракан ӳкерчӗксем те тăрăшса тăваççӗ.

Мероприятие уçнă май эпӗ залра пуçтарăннисене Егорпа тата Матвейпе мăнаçланса паллаштартăм. Матвей пухăннисене маскировка сетки çыхассипе мастер-класс кăтартса пачӗ. 3-мӗш класс ачи вӗрентнине, тăрăшса ăнлантарнине тантăшӗсем те, аслисем те тимлесех итлерӗç. Пӗрре пăхсах паллă – Матвейшӗн сетка çыхасси ахаль алă ӗçӗ кăна мар, пӗрлехи ӗçе тӳпе хывни те.

Çамрăк паттăрсене саламлама Аксуран хисеплӗ хăнасем – «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлӗхӗн представителӗ Рамиль Сулейманов тата «СВОих не бросаем Аксубаево» волонтерсен юхăмӗн хастарӗ Александр Убейкин – килсе çитнӗ.
Александр Алексеевич ачасене пархатарлă ӗçшӗн тав турӗ, ыттисене те вӗсенчен тӗслӗх илме сӗнчӗ. Рамиль Камилович сетка çинчи кашни тӗвӗ, çырури кашни йӗрке хӳтӗлевçӗсене питӗ кирлине, çакă салтаксене пирӗн юратăва, тӗреве туйма пулăшнине палăртрӗ.
Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкул директорӗ Ирина Арсентьевна Музилеева кашни ачана тăрăшулăхшăн ятранах каласа тав турӗ. Мария Васильевна Тарасова педагог та ачасен пулăшăвӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни пирки каларӗ, малашне те çак ырă ӗçе хутшăнма чӗнчӗ.

Хам енчен çакна палăртас килет: çак ырă ӗç тăвакан ачасене хавхалантараканнисем – вӗсен амăшӗсем – Людмила Александровна Якимовăпа Алина Петровна Кондратьева. Хăйсен тӗпренчӗкӗсене пӗчӗкренех ырă кăмăллă пулма, çынна пулăшма вӗрентеççӗ вӗсем.
Егор Якимовпа Матвей Кондратьева Аксу районӗнчи Çар ветеранӗсен организацийӗн ертӳçи Виталий Федорович Маркин алă пуснă Тав çырăвӗ пани тӗлпулăвăн чи савăнăçлă саманчӗ пулчӗ-тӗр. Çырура ачасене ентеш-салтаксене пулăшнăшăн чӗререн тав тунă, çирӗп сывлăх, телей, вӗренӳре пысăк çитӗнӳсем тума суннă.
Тӗлпулу вӗçӗнче унта хутшăннисем пурте асăнмалăх сăн ӳкерӗнтӗмӗр. Ан тив çак савăнăçлă кун нумайлăха асра юлтăр. Çак маттур ачасен Егорпа Матвейӗн тӗслӗхӗ ыттисене те çак пархатарлă ӗçе хутшăнма хавхалантарни пирки эпӗ иккӗленместӗп те. Мӗншӗн тесен чăн-чăн вăй – пӗрлӗхре. Ачасен чӗринчи ырăлăх вара – чи хакли.
(Татьяна МАКСИМОВА, Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ. Аксу районӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев