Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Шӑпах кунта, вӑрçӑра, халӑхсен пӗрлӗхӗн вӑйӗпе хӑватне ӑнланатӑн», – тет Салтакьелӗнче çуралса ӳснӗ ентешӗмӗр

Александр Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче çуралса ӳснӗ. Шкулта чухнех хастарлăхпа палăрнă: мероприятисене хутшӑннӑ, учительсене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшнӑ, лайӑх вӗреннӗ, спортпа туслӑ пулнӑ. Хӗсметре Инçет Хӗвелтухӑçӗнче тăнă. Салтакран таврăнсан Тольяттири автозаводра ӗçленӗ, каярах Самарăри авиаци заводне ӗçе кӗнӗ.

– Ятарлă çар операцине мобилизаципе 2022 çулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче кайрăм. 139-мӗш штурм бригади йышӗнче служба иртрӗм, нумай пулмасть 430-мӗш полка мотострелок пулса куçрăм. Икӗ хутчен амантрӗç, анчах пурпӗрех стройра эпӗ, ытти боецсемпе пӗрле командирсем лартнӑ тӗллевсене пурнӑçлатпӑр, – пӗлтерчӗ Чăваш позывнойлă ентешӗмӗр. 

Нумаях пулмасть вӑл тӑван Салтакьелӗнче отпускра пулнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ Николай Васильевичпа Зинаида Яковлевна ӑна питӗ кӗтнӗ. 

– Паллах, пӑшӑрханатпӑр, Турӑран вăл та, ытти яшсем те килӗсене сывӑ таврӑнччăр тесе ыйтатпӑр. Ывӑл шӑнкӑравлать, пире яланах лӑплантарать: «Манăн йăлтах лайăх, ан пӑшӑрханӑр», – тет. Амăш чӗрине вара улталаймӑн, унта мӗнлерех пулнине чухлатпăр, – тет Зинаида Яковлевна. 

Отпускран кайнă хыççӑн тепӗр куннех командовани Александра тата ытти салтаксене патшалӑх наградипе чысланă. II степеньлӗ  «Паттăрлăхшăн» медале ăна Новомихайловкӑна ирӗке кӑларнăшăн ятарлă çар операцийӗ пыракан çӗртех 430-мӗш полк замполичӗ панă. Ӑна пирӗн 35 çулти ентеш чăннипех те тивӗçлӗ.

– Эпӗ хама герой тесе шутламастӑп, хамăн ӗçе кăна пурнăçларӑм. Çапӑçу хирӗнче яланлӑха юлнисене çӑлса хӑварма ӗлкӗрейменшӗн çеç пăшăрханатăп, çарти туссене каялла тавӑраймӑн, – терӗ вӑл кӗскен.  

Хăйне мӗншӗн Чăваш хушма ят пани пирки ыйтсан вара çапла хуравларӗ: 

– Эпӗ – чӑваш, çакӑнпа мăнаçланатӑп. Пирӗн полкра тӗрлӗ наци тата тӗрлӗ тӗн çынни пур, çак тапхăрта кашни пӗр-пӗриншӗн тӑван пекех. Шӑпах кунта, вӑрçӑра, халӑхсен пӗрлӗхӗн вӑйӗпе хӑватне ӑнланатӑн, – çирӗппӗн палăртрӗ ентешӗмӗр.

 

Лейсан ГАЛИЕВА.

Нурлат. 

Александрăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои