«Сувар» хаçат кубокӗ – пăвасенче!
Спорт вăл спортах, кунта кам çӗнтересси ăсталăхран кăна мар, ăнăçуран та килет. Кубок камăн пуласси финалти пӗр гол татса парать.
Ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа палăртнă мероприятисене сивӗ çанталăка пула Тутарстанра нумай çӗрте урăх куна куçарма тиврӗ пулсан, 5-6-мӗш классен хушшинче иртекен «Сувар» хаçат кубокӗшӗн футбол турнирне метеорологсен япăх прогнозӗ те чăрмантараймарӗ. Сăлтавне ăнланмалла, ачасем çак куна çулталăк кӗтеççӗ. Мӗншӗн тесен республикăри чăваш хаçачӗшӗн иртекен турнир ку тăрăхра чаплă спорт уявӗ, ăна Пăва районӗнчи мероприятисен планне çулталăк пуçламăшӗнчех кӗртнӗ. Çавăнпа çумăр çумарӗ, çил-тăман тухмарӗ-тӗк, çамрăк футболистсене сивӗ çанталăк пулăшать кăна: тата хытăрах чупма, вăр-вартарах пулма хистет. Сăмах май, турнир вăхăтӗнче пӗр ача та шăнса кӳтнине асăрхамарăм. Вӗсем кашни вăйă хыççăн ăшă раздевалкăна чупрӗç, вӗри апат çисе вăй пухрӗç. Командăсем мӗнле вылянине вара хӳтӗ трибунăран сăнаса малалли вăйă тактикине сӳтсе яврӗç.
Футбол уйне хальхинче пӗтӗмпе 7 команда тухрӗ. Вӗсем: Пăва хулинчи «Батыр» спорт шкулӗн икӗ, çак районти «Тăхăрьял», Рунка шкулӗн, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу, Теччӗ районӗнчи Çармăс тата Чăваш Енри Елчӗк шкулӗсен командисем. Тăваттăмӗш хут иртнӗ турнир Тутарстанри çамрăк футболистсемшӗн хăнăхнă ăмăрту. Вӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулмаççӗ, пӗр-пӗрин вăйă тактикине лайăх чухлаççӗ. Анчах та елчӗксем вӗсемшӗн пач кӗтмен соперниксем пулни сисӗнчӗ. Çитменнине кӳршӗсем пӗрремӗш вăйăсенчех 4:0, 6:0 шутпа çӗнтерсен кăçалхи кубок пӗрре те çăмăл лекмессине пурте ăнланса илчӗç пулмалла. Çапла турнирăн фаворичӗ вăйă пуçлансанах палăрчӗ, вăл Елчӗк командиччӗ. Чăвашенсем чăнах та маттурччӗ вара, пӗр вăййа та выляса ямарӗç. Ытти çулсенчи лидер пулнă «Батыр» спорт шкулӗн спортсменӗсен чӗри картах сикрӗ пулмалла. Çакăн пек лару-тăрура пӗр спортсмен та, пӗр тренер та шăнма мар, сивӗ çанталăка асăрхамарӗ те. Чăн-чăн интрига пуçланчӗ. Футболистсен тата вăйлăрах выляма, тренерсен тата хытăрах кăшкăрса вӗрентмелли кăна юлчӗ.
Спорт вăл спортах, кунта кам çӗнтересси ăсталăхран кăна мар, ăнăçуран та килет. Кубок камăн пуласси финалти пӗр гол татса парать. «Батыр» спорт шкулӗн иккӗмӗш командипе елчӗксем мӗнле вылянине шăп кăна ларса пăхма ниепле те май пулмарӗ, икӗ команда та пӗтӗм вăя пухса вылять-çке. Пӗр команда та мечӗке хăй хапхи патне пыртарасшăн мар, анчах кун пек чух пӗр гол йăлтах татса парать. Çак ăнăçу хальхинче те пăвасен енче пулчӗ. Никита Ильин вăйă пуçлансан темиçе минутран темрен те хаклă гола тапса та кӗртрӗ. Çӗнтерӳ патне çирӗп утнă елчӗксен триумфӗ пулаймарӗ. Памарӗç вӗсене хаклă кубока пăвасем. Çапла елчӗксем турнирта хисеплӗ иккӗмӗш вырăна тухрӗç, пьедесталăн виççӗмӗш картлашкине вара Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу команди йышăнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев