Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Сувар» хаҫат ӗҫченне ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Тав хучӗпе чысларӗҫ

Пирӗн ӗҫтешӗмӗре Татьяна Васильевана нумай ҫулсем МХХ сферинче ӗҫлесе ун аталанӑвне пысӑк тӳпе кӗртнӗшӗн парламентӑн Тав хучӗпе наградӑларӗҫ.

1998 ҫултанпа Тутарстанра Пичет кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна тутарсен "Нур" пӗрремӗш хаҫачӗ тухма тытӑннине халалланӑ. Вӑл 1905 - 1914 ҫулсенче тухса тӑнӑ. "Вӑл вӑхӑтра тӑван чӗлхепе хаҫат вулама пултарни чӑн-чӑн революци пулнӑ", - ҫапла каларӗ журналистсемпе тӗлпулура ТР Патшалӑх Канашӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марат Ахметов. 

 Тутарстан Пичет кунне халалланӑ тӗлпулу паян ТР Патшалӑх Канашӗн Кӗҫӗн залӗнче иртрӗ. Унта республикӑри МХХ ертӳҫисем, журналистсем, пичет ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Марат Ахметов сӑмахӗпе медиаиндустрире паян анлӑ трансформацисем пулса иртеҫҫӗ, ӗҫе ҫӗнӗ технологисем, мессенджерсем кӗрсе пыраҫҫӗ, искусствӑлла интеллект анлӑ сарӑлать, аудитори те улшӑнса пырать. 

«Журналистика – вӑл обществӑн уйрӑлми пайӗ. Ҫынсемшӗн эсир консультант та, юрист та, хӳтӗлевҫӗ те. Влаҫа проблемӑсем ҫинчен пӗлтерме, пӗрле решени тупма пӗлетӗр. Медиа уҫлӑх улшӑнса пырсан та пӗри улшӑнусӑр юлать - информаци тупма пӗлни, вулаканпа тӳрӗ калаҫу илсе пыни. Паха, автор шухӑшӗллӗ, объективлӑ критикӑллӑ журналистика хуть хӑҫан та кирлӗ пулса юлать", - терӗ Патшалӑх Канашӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ. 

Сӑмах май, республикӑра 638 тӗрлӗ МХХ регистрациленнӗ. Ҫавсенчен 312-шӗ пичет кӑларӑмӗсем. 

"Тутарстан - наци прессин лидерӗ. Ку пуш сӑмах мар. Пурнӑҫ хӑвӑрт улшӑнса пырать. Пулӑмсӑр пӗр кун та иртмест, ҫынсен ҫак вӑхӑтра йӑлт пӗлес килет. Эсир вара вӗсене ҫывӑх тӑрса мӗн кирлине пӗлетӗр", - терӗ Марат Ахметов. Малалла теле-, радио, пичет МХХсене тав туса вӑл ТР Раисӗ ҫумӗнчи Комиссипе пӗрле чылай проект пурнӑҫланине асӑнчӗ. Сӑмах май, "Сувар" хаҫат та Марат Ахметов ертсе пыракан Комисси пулӑшнипе "Шурӑмпуҫ" литература альманахӗпе СВОна хутшӑннисене халалласа "Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн" (авторӗ И.Кузьмина) кӗнеке  кӑларчӗ. 

Марат Ахметов шучӗпе, тӑван чӗлхене юратакан ҫын ытти чӗлхесемпе культурӑсене те хисеплет. Уйрӑммӑн Марат Ахметов ветерансемпе тыл ӗҫченӗсен, СВОна хутшӑннисем ҫинчен ҫырнӑшӑн тав турӗ, Патшалӑх Канашӗ журналистсемшӗн уҫӑ пулнине палӑртрӗ. Хӑй енчен ял пурнӑҫне ытларах тимлӗх уйӑрма сунса журналистсен ун илӗртӳлӗхне тавӑрма вӑй-хал пуррине каларӗ. 

Ҫакӑн хыҫҫӑн Марат Ахметов ӗҫре палӑрнисене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ӗҫтеш, пултаруллӑ журналист Татьяна Васильева пурри пире уйрӑмах савӑнтарчӗ. Татьяна Васильева хаҫатра вӑл никӗсленнӗ вӑхӑтранах ӗҫлеме пуҫланӑ. Яваплӑ секретарьте нумай ҫулсем вӑй хунӑ, ытларах культура тата общество темисене ҫутатассипе ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт - 2014 - 2023 ҫулсенче редакцирен кайса урӑх специальноҫпа ӗҫлерӗ, унтан каялла тӑван редакцие таврӑнчӗ. Сӑмах май, Татьяна Васильева ТР Патшалӑх Канашӗн ятарлӑ корреспонденчӗ пулса парламент ӗҫне ҫутатассипе те активлӑ ӗҫлет. Паян Тав хучӗ илни питӗ тивӗҫлӗ те савӑнӑҫлӑ пулӑм пуриншӗн те. 

ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марат Ахметов хыҫҫӑн сӑмах "Татмедиа" республикӑн пичетпе массӑлла коммуникацисен ертӳҫи Айдар Салимгараев, ТР Журналистсен союзӗн председателӗ Ильшат Аминов илчӗҫ. 

Айдар Салимгараев медиаотрасль вӑйлӑ улшӑнса пыни пирки каласа ИИ, технологисем, тӗрлӗ алгоритмсене пӗлни ӗлӗкрех хутпа кӑранташ пекех хальхи инструментсем пулнине палӑртрӗ. Чи кирли сӑмах тата унпа ӗҫлеме пӗлни тӗп вырӑнта юлнине асӑрхаттарчӗ. 

ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, журналистсен союзӗн ертӳҫи Ильшат Аминов йӑлари журналистика ҫинчен каларӗ. " Журналистика вӑл - ырӑ сӑмах, ҫынсене, тӑван республикӑна юратни, вӗсемшӗн ӗҫлени. Кун пек тӗлпулусем пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир паллах Тутарстан аталанӑвӗшӗн ӗҫлетпӗр, ҫак ҫӑмӑл мар тапхӑрта ҫынсене пурӑнма пулӑшма тӑрӑшатпӑр, ырӑ та лӑпкӑ вырӑнсем туса пама тӑрӑшатпӑр", - терӗ Ильшат Аминов. 

 Ҫакӑнпа уяв мероприятийӗсем пуҫланчӗҫ кӑна-ха. Кӑнтӑрла "Татмедиа" ҫурчӗ ҫумӗнчи фестиваль бульварӗнче СМИшная урамӗ ӗҫлерӗ, журналистсем валли тутар эстрада артисчӗсем юрларӗҫ, тӗрлӗ активлӑхсем ӗҫлерӗҫ. 

Ҫак кунах  республикӑри МХХсенче ӗҫлекен ҫамрӑк журналистсем - социалла сетьсен, сайтсен редакторӗсем хушшинче иртнӗ "Новые лица Татмедиа" конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене туса кашнине Тав хучӗсем пачӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан сертификатсем. Ку конкурса "Суварӑн" социаллӑ сетьсемпе ӗҫлекен редакторӗ Ксения Романова та хутшӑннчӗ. Ун портречӗ "Новые лица Татмедиа" фотокуравне кӗни уйрӑмах савӑнӑҫлӑ. 

Ку мероприяти хыҫҫӑн "Пирамида" культурӑпа кану комплексӗнче "Бэллур калем" - "Хрустальное перо" республика конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. "Сувар" хаҫат " Чи лайӑх республика хаҫачӗ" номинацин финалисчӗсен шутне кӗни те редакци ӗҫченӗсен пысӑк ҫитӗнӗвӗ. 

Медиа-персона номинацире вара кӑҫал ТР ӗҫпе ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова палӑрчӗ. Гран-прие "Шахри Чаллы" хаҫат редакторӗ тивӗҫсе "Лада Веста" автомобильлӗ пулса тӑчӗ.

Конкурс номинацийӗсенче ҫӗнтернӗ ӗҫтешсене пурне те саламлатпӑр! 

Сӑнӳкерчӗксем ТР Патшалӑх Канашӗн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День Печати Татарстана