Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сӗве урлă каçма çук

Пăва районӗнче çурхи ейӗве пула Кильдураз, Хăят ялӗсен çывăхӗсенче Сӗве юханшывӗ çырантан тухнипе апрелӗн 2-мӗшӗнчен кунти кӗперсем урлă çуран та, транспортпа та каçса çӳреме чарнă.

Пăва район хаçачӗ вырăнти 1-мӗш номерлӗ шыравпа çăлав отрячӗн хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, апрелӗн 3-мӗшӗнче ирхине 10 сехет тӗлне шыв шайӗ тата 1 метр ӳссе кӗпер çийӗн 70 сантиметр чухлех хăпарса юхнине пӗлтерет.

Чару юханшыв шайӗ кӗпертен 30 сантиметртан кая мар аниччен вăйра. Çавăнпа çурхи ейӳ вăхăтӗнче çынсене урăх çулсемпе каяйма сӗнеççӗ.

Пăва районӗнче çаплах Исаково ялӗн урамӗсем тăрăх та çурхи шыв шарласа юхнă. Ял халăхӗ каланă тăрăх, кун пеккине вӗсем хальччен курман. Вӗсен шучӗпе, сăлтавӗ юр нумаййинче кăна мар, шыв юхмалли пăрăхсене вăхăтра тасатса ӗлкӗрейменнипе дампа кун чухлӗ шыва чăтайманнинче. (Пăва район хаçачӗн сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество