Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Теччӗ чăвашӗсен ертӳçин Володар Тимофеевăн çемйи салтаксене пулăшать

Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах Теччӗри Чăваш наципе культура автономийӗ гуманитари пулăшăвне пухса леçес ӗçе хастар хутшăнать. Пӗр чăваш ялӗ те, предпринимателӗ те хӗрринче юлмасть. Автономин ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев ку енӗпе хăй те тӗслӗх, мӗншӗн тесен çемйипех волонтерсем.

— Автономин пайташӗ, кӗмӗл волонтер Маргарита Анатольевна Адайкина ку енӗпе хастар пирӗн, вӗсем маскировка сеткисем, нускисем çыхаççӗ, халăхпа ӗçлеççӗ. Акă Çӗнӗ çул хыççăн кăна-ха 750 килограмм парафин туянса ял хутлăхӗсемпе, шкулсемпе пӗрле окоп çуртисем турӗç. Предпринимательсем Юрий Николаевич Нагуськин, Николай Аркадьевич Тимофеев, Николай Николаевич Сергеев тата ыттисем нумай пулăшаççӗ, — яланхи пекех хăйӗн мар, ыттисен ырă ӗçӗсем çине пусăм турӗ автономи ертӳçи. Çак сăваплă ӗçе Володар Аркадьевич мӗнпур çемйине явăçтарнине ăнсăртран пӗлтӗмӗр. «Пулăшма тăрăшатпăр ӗнтӗ», — терӗ хăй кун пирки кӗскен. Сăмах май, виçӗ ачипе пӗртăванӗсем Теччӗ хулинче пурăнаççӗ унăн, пурте предпринимательсем.

  • — Тимофеевсен пысăк çемйи — волонтерсен тӗревӗ. Володар Аркадьевичăн кăна мар, пӗртăван шăллӗпе йăмăкӗн Николай Аркадьевичпа Валентина Аркадьевнăн çемйисем те нумай пулăшаççӗ пире. Лавкка тытакан Володар Аркадьевич михӗ, скотч, ӗçлемелли перчетке пек япаласемпе укçасăрах тивӗçтерет. Вӗсем вара пире сахал мар кирлӗ. Маскировка сеткисем çыхмалли стойкăсене те акă унăн хăмисемпех туса пачӗç. Хуть хăçан килсен те: «Тата мӗн кирлӗ?» — тесе кăна тăрать. Мăшăрӗ Зоя Ильинична хăй кăна çӗршер чăлха-нускипе перчетке çыхрӗ ӗнтӗ, çăм арласа парать. Ывăлӗ Алексей Валентина Аркадьевнăн ывăлӗпе Виталий Молчаевпа — автоволонтерсем. Гуманитари пулăшăвне хамăр атьсем патне фронта ытларах вӗсем леçеççӗ. Кӗрӳшӗ Владимир Анохин та пирӗн спонсор. Маскировка сетки çыхма хăюсем туянса парать. Эпир вӗт тата салтаксем патне наçилккасем те ăсататпăр, атьсене 350 штук патăмăр та ӗнтӗ. Вӗсене Володар Аркадьевичăн пӗртăван йăмăкӗ Валентина Аркадьевна ытти чăваш хӗрарăмӗсемпе пӗрле хăйӗн ателйинче çӗлет. Спанбонд хаклă пусма, çавăнпа тепӗр енне сӗтел-пукан тунă çӗрте усă куракан пусмапа çӗлеме тăрăшатпăр. Сӗтел-пукан сутакан Николай Аркадьевич ăна ятарласа фабрикăран виçӗ пысăк рулон таранах кӳрсе пачӗ, хăйӗн шутӗнчен халӗ тата икӗ рулон илсе килчӗ. Пирӗн районта чăвашсем пурте çав тери маттур, пӗр ӗçрен те юлмаççӗ. Эпир район халăхӗпе пӗрле пӗлтӗр кăна фронта чăлха-нускипе перчеткесем 4 пине яхăн мăшăр çыхса ăсатрăмăр, — ентешӗсем çинчен мăнаçлăн каласа пачӗ кӗмӗл волонтер Маргарита Анатольевна Адайкина.

Теччӗсен гуманитари конвойӗ февралӗн 20-мӗшӗнче каллех çула тухрӗ. Хальхинче Владимир Нагуськинпа Виктор Сергеев автоволонтерсем (иккӗшӗ те чăваш) маскировка сеткисене, наçилккасемпе окоп çуртисене, ăшă тумтирпе апат-çимӗçе, куллен кирлӗ ытти хатӗрсене тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçи кунне ятарласа районӗпех хатӗрленӗ кучченеçсене шăпах уяв тӗлне 1234-мӗш тата 430-мӗш полксене çитерчӗç. Шăпах çак полксенче тăшманпа кӗрешеççӗ иккен Теччӗ тăрăхӗнчен кайнă салтаксем, чăваш ачисем нумайăн унта. Çавăнпах ӗнтӗ районти Чăваш наципе культура автономийӗ гуманитари пулăшăвне пухса леçес ӗçе çанă тавăрсах пуçăннă. Хамăр салтаксемпе талăкӗпех çыхăнура вӗсем, мӗн кирлипе тивӗçтерме тăрăшаççӗ. Володар Аркадьевич хальхинче 3 коробка пӗчӗк газ баллонӗсем, хăйăр тултарса блиндажсене çирӗплетме 1000 штук михӗ ăсатрӗ, Çӗнӗ çул умӗн хăй шутӗнчен 2 генератор туянса панă вăл. Аслă ывăлӗ Алексей, пӗртăван йăмăкӗн Валентина Аркадьевнан ывăлӗпе Виталий Молчаевпа пӗрле хăйсен машинисемпе 8 хутчен фронта гуманитари пулăшăвне леçнӗ. Ентеш-салтаксем валли УАЗ машинăпа прицеп та кайса панă. Кӗрӳшӗ (хӗрӗн Светланăн мăшăрӗ) Владимир Анохин Чăваш Енре заказпа 12 пӗчӗк котел ăсталаттарса ăсатнă.

Тимофеевсен çемйи тăвакан ӗçӗн пӗчӗк пайӗ кăна-ха ку, пурне те асăнса пӗтерме çук. Апла пулин те Володар Аркадьевич хăйсен мар, ытларах район чăвашӗсен тăрăшулăхне палăртма тăрăшрӗ. Ялсенчи Культура çурчӗсене пухăнса е шкулсенче окоп çуртисем тăвассине, чăлха-нуски çыхассине тата апат-çимӗç, кирлӗ ытти хатӗрсене пухассине Теччӗ чăвашӗсем çав тери лайăх йӗркеленӗ. Володар Аркадьевич Тимофеев хăй тӗслӗхӗпе хавхалантарнăранах пуль, ним пулман пек лăпкăн пурăнакан чăваш çук паян ку районта.

1Тимофеевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем