Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

ТР Раисӗ чăваш офицера Дмитрий Шингарева орден медалӗпе чысларӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен танк ротин командирне, аслă лейтенанта Дмитрий Александрович Шингарева «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медалӗпе чысларӗ.

Аслă Çӗнтерӗвӗн 81-мӗш çулӗ çитнине халалласа Хусанта М. Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗнче май уйăхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ торжествăлла мероприятие республикăри район-хуласенчи вăрçă, ӗç ветеранӗсемпе пӗрле ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисене чӗннӗ. Çаплах унта патшалăх влаçӗн, обществăлла организацисен, тӗн конфессийӗсен представителӗсем хутшăннă.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине Тутарстанран 700 пин ытла çын хутшăннă, вӗсенчен çурри таврăнайман. Республика вăл çулсенче чи пысăк тыл центрӗсенчен пӗри шутланнă. Кунта 70 предприятие эвакуациленӗ пулнă. Паянхи кун та Тутарстан çӗршыв çарӗн потенциалне ӳстерме хăйӗнчен пай кӗртет. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене тата тыл ӗçченӗсене сума суса 2026 çула Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ тесе йышăннă.

Яланхи пекех хальхинче те ТР Раисӗ Рустам Минниханов Аслă вăрçă, ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене, хальхи вăхăтра неонацистсемпе кӗрешекен çар çыннисене Раççей Федерацийӗн, Тутарстан Республикин патшалăх наградисемпе, ТР Раисӗн Тав çырăвӗсемпе чысларӗ.

Хисеплӗ наградăна тивӗçнисен хушшинче чăвашсем те пур. ТР Раисӗ Рустам Минниханов «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медалӗпе  ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен танк ротин командирне Дмитрий Александрович Шингарев аслă лейтенанта чысларӗ.

Дмитрий Александрович Шингарев Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче 2000 çулта çуралнă, кунтах ӳснӗ. Хусанти аслă çар Танк училищинчен 2022 çулта вӗренсе тухнă, 2023 çултанпа ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлет. Çапăçу хирӗнче паттăрлăх кăтартнăшăн фицер маларах «За отвагу», «За храбрость» тата Жуков медалӗсене тивӗçнӗ. (Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои