Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

ТР Спорт министерствин коллегийӗнче СВО ветеранӗсем валли фиджитал-спорт центрне уçма сӗнчӗç

Ку вăхăтра республика ведомствисемпе министерствисен коллегийӗсем пӗрин-хыççăн тепри пыраççӗ. Паян, январӗн 27-мӗшӗнче, спорт сферине черет çитрӗ.

Ку вăхăтра республика ведомствисемпе министерствисен коллегийӗсем пӗрин-хыççăн тепри пыраççӗ. Паян, январӗн 27-мӗшӗнче, спорт сферине черет çитрӗ.

2025 çулта Тутарстан Республикинче пурӗ 13 спорт сооруженине хута янӑ, вӗсем  шучӗ пӗтӗмпе 12 133 танлашнă. Кун пирки ТР н спорт министрӗ Владимир Леонов ведомствăн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтерчӗ.

Республика программипе пӗлтӗр 4 витнӗ футбол манежӗ тата универсаллӑ 18 спорт площадки туса лартнӑ. Ку программа 2026 çулта та малалла тӑсӑлӗ. Лениногорск, Алексеевски, Çӗпрел тата Элкел муниципаллӑ районӗсенче 4 манеж тата 9 универсаллӑ спорт площадки тума палӑртнӑ.

Сӗтелçи теннисӗн федерацийӗпе пӗрле Агрыз, Апас, Павлӑ, Ютаза тата Саба районӗсенче сӗтелçи теннисӗн 5 спорт центрне тунă. Проект федераци шутӗнчен 500 миллион тенкӗ хушса  панипе пурнӑçланнӑ.

Раççейӗн Фехтовани федерацийӗ пулӑшнипе çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн Хусанта Олимп резервӗн Фехтованипе республика спорт шкулӗ çумӗнче фехтовани центрӗ уçăлнă. Федераци бюджетӗнчен ăна тума 150 миллион тенкӗ уйăрнӑ.

«Хам ятран Александр Бабакова, Алишер Усманова, Ильшар Мамедова пулӑшнӑшӑн тав тăватăп... Эпир хуть мӗнле спорт тӗсӗнче те хуть мӗнле проект та пурнăçлама хатӗр. Тутарстанра спорта юратаççӗ!», – хавхаланса калаçрӗ министр.

Малашнехи планра Йывăр атлетика центрӗн, Конькипе эрешлесе ярăнассипе тата Футбол аталанăвӗн центрӗсене тăвасси.

Технологисем аталанса пынă май спорта та çӗнӗлӗхсем кӗреççӗ. 2025 çултан пуçласа 2027 çулччен 6 ӑслӑ спорт площадки, 31 ГТО  площадки, икӗ «ФИЗРА» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тума палӑртнӑ.

Коллегие хутшăннă Анвар Мухаметзянов (СВО ветеранӗ, ТР Çамрăксен çарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата патриотизм воспитанийӗн аталану центрӗн инструктор методисчӗ. – Авт.) СВО ветеранӗсем валли фиджитал-спортпа аппаланма нумай функциллӗ центр уçма сӗнчӗ. Ун сăмахӗпе унта лазертаг-стимуляторсемлӗ, тактика тренажерӗсемлӗ, тӗрлӗ чăрмавсемлӗ  çӳллӗ технологиллӗ полигон пулмалла. Ку çапăçу ветеранӗсене хăйсене çывăх лару-тăрура реабилитаци иртме, психологи проблемисене çӗнтерме пулăшӗ. Унсăр пуçне ку йышши центр «Спорт России» патшалăх программине пуçӗпех тивӗçтерет. Унăн идейи фиджитал-спорт федерацийӗн, киберспортăн федерацийӗсене килӗшнӗ, сӗнӗве ырласа йышăннă.

«Вăрçă, сурансем витӗр тухнă çыншăн ку хоббипе кану кăна мар. Çапла майпа вăл хăйне хăй эп чӗрӗ, ман вăй-хал темле суранран та вăйлăрах тет. Атьăр пӗрле Тутарстанра кашни ветерана, кашни инвалида хăйне хăй çӗклеме пулăшакан, тулли пурнăçа таврăнма тавралăх туса парар», – терӗ СВО ветеранӗ.   

Астăватăр пулсан пӗлтӗр Раççейре «Спорт России» патшалăх программи хута кайрӗ. Ăна ӗнтӗ çӗршывра пурăнакан çынсене сывă пурнăç йӗркипе пурăнтарас, сывлăха упрама майсем туса парас  тӗллевпе пуçарнă. Владимир Леонов сăмахӗпе, республикăра вăл ăнăçлă пурнăçланса пырать.

Программăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – 2030 çул тӗлне Раççейре спортпа туслисен йышне 70 процента çитересси. Паянхи куна тăтăш спортпа аппаланакансен шучӗ 60,3 процентпа танлашать. Тутарстанра 2025 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ку кӑтарту 67,2 процента çитнӗ.  2024 çултинчен 1,4 процент ытларах.

«Тутарстан асӑннӑ кӑтартупа Атăлçире 2-мӗш вырӑн йышăнат,  Раççейре – 5-мӗш вырӑнта. Çак кӑтартӑва лайӑхлатас тӗлӗшпе эпир малашне те хастар ӗçлӗпӗр. Шкул тата студентсен лигисене аталантарассипе, ӗçлекен халӑха спорта явӑçтарассипе тата тачӑрах ӗçлӗпӗр. Çавна пурнăçласан 2030 çул тӗлне плана пурнăçлама – 75 процента çитме май парать», – терӗ Владимир Леонов.

Малалла министр республикăра адаптивлă спорт аталанăвӗ пирки, ТР Раисӗн тӗревӗпе 39 тренер ставкине уçнине, районсенчи спорт центрӗсем çумӗнче адаптивлă физкультурăпа аппаланма шкулсем уçнине каларӗ.

Сăнӳкерчӗк https://minsport.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт