Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Турă Амăшӗн Хусан турăшне тупнăранпа 447 çул çитнине палăртма Хусана Мускав тата Пӗтӗм Руç патриархӗ Кирилл килчӗ

Паянхи кун православи çыннисемшӗн Хусанта харăсах темиçе пӗлтерӗшлӗ пулăмпа асра юлӗ. Ирхине Турă Амăшӗн Хусан турăшне тупнăранпа çитнине халалласа турăш йăтса утрӗç, унтан Мускав тата Пӗтӗм Руç патриархӗ Кирилл ертсе пынă литургие хутшăнчӗç.

Хусан Кремлӗ тавра паян ир-ирех савăнăçлă хӗвӗшӳ пуçланчӗ. Çынсем кашни енчен пӗччен те, иккӗн-виççӗн те, пысăк ушкăнпа та утаççӗ те утаççӗ Кремль енне. Хӗрсемпе хӗрарăмсем утнă май тутăрӗсене тӳрлетсе çыхаççӗ. Пурте пӗр-пӗрне уявпа саламлаççӗ. Йăл кулăпа çуталнă сăнсене курма çав тери кăмăллă ӗнтӗ. Вӗсем пурте çутă ӗмӗтпе килнӗ кунта. Ара шăп паян июлӗн 21-мӗшӗнче (кивӗ стильпе июлӗн 8-мӗшӗнче) 447 çул каялла Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ тӗлӗнмелле майпа тупăннă. Çак аслă куна сăвапласа Хусанта çуллен тӗн çыннисем турăш йăтса утаççӗ. Кăçал та çак тӗллевпех пухăннă паломниксем.

Каярах паллă пулнă тăрăх, унта 7000 ытла çын хутшăннă.

Хусан Кремлӗнчи Благовещенски чиркӗвӗ умне çынсем кӗлӗ пуçланиччен самай маларах пухăнчӗç. Чиркӳре пурин валли те вырăн çитмест паллах. Чиркӳ умӗнче, Кремльте тата тулаш енче те çынсем нумайăн пуçтарăнса тăнă.

Турăш йăтса утакансен колонни Хусан Кремлӗнче вырнаçнă Благовещенски соборӗнче пуçланчӗ. Унччен маларах чиркӳре  Таса Турă Амăшне мухтав туса кӗлӗ ирттерчӗç. Ăна Йошкар-Олапа Марий Эл митрополичӗ Иоанн ертсе пычӗ. Кӗлӗ пӗтсен, Вырăс Православи Чиркӗвӗн архипастырӗсем, Хусан епархийӗн священнослужителӗсем, хула çыннисем тата Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен çитнӗ паломниксем пысăк колоннăпа турăш йăтса утрӗç.

Спас башнин хапхинчен престол хӗресӗпе престол турăшне, хоругвисем (чиркӳ ялавӗсем) тата ытти çветтуй реликвисене йăтса тӗн çыннисем, паломниксем тухрӗç. Таса Турă Амăшӗн турăшне йăтнă çӗрте Хусан тата Тутарстан мирополичӗ Кирилл пулчӗ. Вӗсем çывхарса пынă май Кремль тавра пухăннă халăх та колоннăпа хутăшса кайрӗ.

Хусан Кремлӗн таврашӗ, Казанка юханшывӗн çыранӗ маршрутпа Параскева Пятница чиркӗвӗнчен иртсе колонна Карл Маркс урамӗпе арçынсен Богородицки мăнастирӗ патне çитрӗ. Вара Таса Турă Амăшӗн Хусан турăшне халӗ те  447 çул каялли пекех Никола Тульский святитель чиркӗвне хучӗç.

Сăмах май, ку чиркӗве шăп çак праçник умӗн тӗпрен юсаса пӗтерчӗç. Ăна паян Мускав тата Пӗтӗм Руç патриархӗ Кирилл хăй çветить тăвать. Святейший Владыка çавăншăн ятарласах Хусана ӗнер çитнӗ. Ăна «Казань» аэропортра ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата Хусан мэрӗ Ильсур Метшин кӗтсе илнӗ.

Тата çавна та палăртса хăвармалла: Никола Тульский чиркӗвӗн тӗпрен юсавне ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн тӗревӗпе пурнăçланă. Патриарх Кирилл ӗçлӗ тӗлпулура республика ертӳçине ырă та пархатарлă ӗçӗсемшӗн чӗререн тав тунă.

Рустам Миннихановпа тахçантанпа туслă пулнине палăртса хăварнă. «Эпӗ эсир православи тӗнне епле йышăннине питӗ хисеплетӗп. Паян çак çӗр çинче мӗн пулса иртни – Тутарстанра православи çыннисемпе мăсăльмансем килӗштерсе пурăнни хирӗçтăрусем сиксе тухакан нумай-нумай вырăнсемшӗн, телее Раççейшӗн мар – пӗтӗм тӗнчешӗн тӗслӗх пулса тăрать», – тенӗ Святейший Владыка Рустам Минниханова тав туса.

Унтан вӗсем Петропавловски соборӗнче пыракан юсав ӗçӗсемпе паллашнă, чиркӗве çӳрекенсемпе калаçнă. Чиркӗве вара çветтуй Матронăн турăшне парнелесе хăварнă.      

      

Пӗлме: 1579 çулхи июль уйăхӗн пуçламăшӗнче Хусанта пысăк пушар тухнă. Вутра Кремлӗн çурçӗр хӗвелтухăç енчи хулан чылай районӗ çунса кӗленнӗ. Çав шутра XVI ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче Чулхуларан куçса килнӗ стрелецки сотникӗн Данила Онучин дворянăн та çурчӗ пушарта çуннă. Вăт унăн вуникӗ çулти хӗрне Марфăна тӗлӗкӗнче курăннă та Таса Турă Амăшӗ – виçӗ хутчен.

Таса Турă Амăшӗ хӗрачана çунса кӗленнӗ çӗрте хăйӗн сăнарне тупма хушнă. Марфа кун çинчен амăшне пӗлтернӗ. Вăл вара Хусан архиепископне Иеремие. Ун хушăвӗпе тӗн çыннисем турăша шырама тытăнаççӗ.

Июлӗн 8-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) Марфа çуннă çурт тӗлӗнче кӗренрех хӗрлӗ пусмапа чӗркенӗ турăша тупать. Çав кунах ăна Никола Тульский светителӗн прихут чиркӳне кайса хураççӗ.

Паян вăл Хусанти кафедраллă соборта упранать. Вăт çав кунран пуçласа православи çыннисем Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунне паллă тума пуçланă.

Сăнӳкерчӗксем Ирина Трифонован тата https://rais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Православие