Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстан Пӗтӗм Раççейри III «Служение» муниципаллӑ премие хутшӑнакансен шучӗпе лидерсен шутӗнче

«Служение» преми РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарăвӗпе иртет. Ăна муниципаллă йӗркеленӳсен аталанăвне, çынсен пурнăçне лайăхлатассипе пысăк ӗçсем туса пыракансене параççӗ.

Тутарстан Пӗтӗм Раççейри III «Служение» муниципаллӑ премие хутшӑнакансен шучӗпе лидерсен шутӗнче. Республикӑран премие хутшăнас тӗллевпе 1100 ытла заявка ярса панă. Заявкăра палăртнă проектсем –  муниципалитетсен органӗсенче ӗçлекенсен ял-хулара пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе йышăннă пуçарăвӗсем.

«Служение» преми РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарăвӗпе иртет. Ăна муниципаллă йӗркеленӳсен аталанăвне, çынсен пурнăçне лайăхлатассипе пысăк ӗçсем туса пыракансене параççӗ. Заявкăсене Премин Сăнав канашӗ пăхса тухать. Ун ертӳçи РФ Президенчӗн Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко.

Кӑçал премие хутшăнас текенсем çӗршывӗпех йышлă пулнă. Сăнав канашӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх рекордлă кăтарту. Ку вăхăта мӗнпур регионсемпе пӗрле шутласан 61 пин ытла заявка çитнӗ. Сăмах май,  номинацисен шутне те анлӑлатнӑ. 2026 çул Раççей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ пулнине шута илсе «Единство народов – сила страны» («Халӑхсен пӗрлӗхӗ-çӗршыв вӑйӗ») номинаци уçнă.

Заявкăсем йышăнас тапхăр вӗçленмен-ха, вăл 2026 çулхи январӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Заявкăна премияслужение.рф  сайтра ярса памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Премия «Служение»