Тутарстан Республикинче паян траур кунӗ
Паянхи ир тутарстансемшӗн пысăк трагедипе пуçланчӗ. Ирпе ВСУ беспилотникӗсем Анат Кама хулинчи промышленность тата граждан объекчӗсене атакăланă. ТР Раисӗ Рустам Минниханов йышăнăвӗпе паян республикăра траур кунӗ.
Паянхи ир тутарстансемшӗн пысăк трагедипе пуçланчӗ. Ирпе ВСУ беспилотникӗсем Анат Кама хулинчи промышленность тата граждан объекчӗсене атакăланă. ТР Раисӗ Рустам Минниханов йышăнăвӗпе паян республикăра траур кунӗ. Ун йышăнăвне Тутарстан пуçлăхӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова МХХсене çитерчӗ.

Пуçа вырнаçмасть ку хыпар. Мӗн чухлӗ çемье пурнăçне аркатрӗ вăл. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх БПЛА атакисене пула 13 çын вилнӗ, 40-ӗн аманнă.
Кăшт каярах ТР Раисӗ Рустам Минниханов Анат Камăри трагедире шар курнисене, вилнисен çемйисене пулăшу памалли пирки йышăну тунă. Унпа килӗшӳллӗн, вилнисен çемйисене икӗ миллион тенкӗ, аманнисене, сурансен шайне кура, 300 пинрен пуçласа 600 пин тенкӗ таран тӳлеме палăртнă. Унсăр пуçне пурлăха вуçех е хăш-тăр пайне çухатнишӗн те тӳлев пулать.
«Пилотсăр хăрушлăх» режима республикăра çӗрле 2 сехет те 51 минутрах пӗлтернӗ. Çак вăхăтран пуçласа Хусанти, Анат Камăри, Пӗкӗлмери аэропортсем самолетсене йышăнма чарăннă. Чару пилотсăр хăрушлăх режимӗ вӗçлениччен ӗçленӗ.
Ирхине пилӗк сехет тӗлне МЧС Элмет, Пӗкӗлме, Заинск, Лениногорск, Чистай хулисенче БПЛА атакисен хăрушлăхӗ пуррине пӗлтернӗ. Тепӗр 20 минутран хăрушлăх Анат Кама, Çырчалли, Елабуга хулисемшӗн, ирхине ултă сехетре Хусанпа Ешӗлвар хулисемшӗн сиксе тухрӗ. Анат Камăшăн вара вăл инкеклӗ пулса тухрӗ.
«Паян ирхине пирӗн республикăна черетлӗ хут варварла атакăларӗç. Шел пулин те, тăшман беспилотникӗсем граждан объекчӗсене тапăннипе эпир хамăр çынсене çухатрăмăр. Вилнисен çемйисене вӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине плтеретӗп. Шар курнисене пурне те çӳллӗ квалификациллӗ медицина пулăшăвӗпе тивӗçтерӗпӗр. Пурне те хăвăртрах сывалма сунатăп», – тенӗ Рустам Минниханов хăйн МАКСри каналнче.
Калас пулать, инкек хыççăнах республика ертӳçи Премьер-министрпа тата вице-премьерсемпе оперативлă канашлу ирттернӗ. Правительствăна медицина пулăшăвӗпе хăвăрт тивӗçтерме кирлӗ хушусем панă, аманнисене вăхăта тăсмасăр пулăшу пама Хусанпа Çырчаллинчен медицина ӗçченӗсен хушма бригадисене янă. Унсăр пуçне атакăсем сăтăр кӳнине ликвидацилеме ятарлă службăсене те хушусем панă. РФ сывлăх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко аманнисене сиплессине харпăр контроле илнине пӗлтернӗ ТАССа министр пулăшуçи Алексей Кузнецов.
Явап тытма тивӗ
РФ Следстви комитечӗн Тӗп следстви управленийӗ ку пулăма террористла атака шутне кӗртсе уголовлă ӗç пуçарнă. Следовательсем ку вăхăтра атака пулнă вырăна, пилотсăр вӗçев аппарачӗсен типне тата моделӗсене тӗпчеççӗ.
Сăмах май, енчен те БПЛА атакисемпе ыйтусем пулсан (8555)-470-303, (843) 291-18-81 номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
РФ Оборона министерстви пӗлтернӗ тăрăх, çӗрле çӗршыва вӗçсе çитнӗ 456 беспилотника персе антарнă.
Тутарстана вара çак хушăра тӗрлӗ çӗртен – Раççей субъекчӗсен ертӳçисенчен соболезнованисем килеççӗ. Çав шутра Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаевран та. Вăл Анат Камăра беспилотниксен атакисене пула çывăх çыннисене çухатнă çемьесене, тăванӗсене тарăннăн хурланни пирки пӗлтернӗ.
«Тăшман паян кӳршӗллӗ Тутарстана беспилотниксемпе сӗмсӗррӗн атакăларӗ. Питӗ шел, вилнисем пур. Чăваш Ен пӗтӗм çӗршывпа пӗрле сирӗнпе пӗрле çак хуйха пайлать. Вилнисен çывăх çыннисемпе тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретӗп. Аманнисене вăй-хал, хăвăртрах сывалма сунатăп. Ку вăл тăшманăн çынла мар хăтланăвӗ, пире хăратас тени. Анчах вӗсем пире хуçаймӗç. Çакăн пек инкексенче эпир пӗрле чăмăртанса пӗр-пӗрне тӗрев паратпăр. Пӗрлӗхпе çирӗплӗхре пирӗн вăй», – тенӗ Олег Николаев.
Анат Кама район пуçлăхӗ Радмир Беляев районшăн ку питӗ те пысăк çухату пулнине пӗлтернӗ.

«Ку пирӗншӗн çав тери пысăк ырату. Анат Кама районӗн мӗнпур çыннисен ятӗнчен вилнисен çемйисемпе пӗрле хурланнине пӗлтеретӗп. Халӗ шар курнисене медицина пулăшăвне парассипе ӗçлетпӗр. Мӗнпур службăсем ӗçлеççӗ. Лару-трăва контрольте тытатпăр».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев