Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстанпа Чăваш Енре М-12 çул уçăлчӗ

Паян, ноябрӗн 16-мӗшӗнче, пысăк хăвăртлăхлă М-12 çулăн çиччӗмӗш участокӗ (Шупашкар – Сурский çулран тытăнса Хусан – Пăва – Ульяновск Р-241 çул таран) уçăлчӗ. Аса илтеретпӗр М-12 çулăн çак участокӗ пӗтӗмпе 82 километр тăршшӗ, вӗсенчен 72 çухрăмӗ Тутарстан территорийӗ урлă иртет, 10-шӗ кăна Чăваш Ен урлă. Çул пӗтӗмпе 4 йăрăмлă.

М-12 çулăн 8-мӗш участокӗ (70,8 километр) те Тутарстан урлах иртет. Чакак Тăвӗ – Шали хӗресленнӗ çул патне тухать вăл. Ăна кăçал декабрь уйăхӗнче уçма палăртнă. Ун чух «Автодор» компани М-12 çул тăрăх тăршшӗпех машинăсем ярассине пӗлтернине хыпарлать РБК Татарстан.

ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин пӗлтернӗ тăрăх, пысăк хăвăртлăхлă трасса Тутарстан территорийӗ урлă пӗтӗмпе 142 километр пулать.

– Çак 7-мӗш участока уçни М-12 трасса строительствин проекчӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ тапхăрӗ. Мускавпа Хусан хушшинчи çул çине каякан вăхăта вăл халех сисӗнмелле чакарать. Апла-тăк, Тутарстанпа Мускав агломерацийӗн экономика çыхăнăвӗсене ӳстерме пулăшать. Ку вара пӗчӗк тата вăтам бизнеса аталанма май парать.

М-12 трассăн строительствине 2020 çулта пуçалнă. РФ Президенчӗ В.Путин ăна Екатеринбурга çити тăсма 2021 çулта хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев