Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

УЯВ – Чӑваш халӑхӗн чи ырӑ енӗсен палли

Июлӗн 5-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ Уявра пуçтарăннă халăха КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов саламларӗ. Хутшăнакансем çӗршывăмăрăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе çитнине шута илсен мероприяти Раççей шайӗнчи темелле. Унччен виçӗ çул тăршшӗ кунта республика Уявӗ пулчӗ. Çапла Тутарстанра умлă-хыçлă Нурлатрипе пӗрле икӗ Уяв кӗрлерӗ. Унсăр пуçне район шайӗнчисем – Аксура тата Павлăра.

Уяв площадкисем ирхине 8 сехетрех ӗçлеме пуçларӗç. Мероприятие чаплă лару-тăрура уçиччен «Çӗнӗ Сувар» комплексра вырнаçнă чăвашсен авалхи кил-çурчӗсемпе, «От сохи до ракеты» куравпа паллашма, Петӗр Хусанкайăн музейне çитсе килме май пулчӗ.

«Çӗнӗ Сувар» комплексра курмалли нумай, кунта зоопарк та,  акăшсен кӳлли те тата ытти пур. Канас текенсем кӳлӗ хӗрринчи пляжра лăпкăлăх тупма пултарчӗç. «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă обществăн продукцийӗпе интересленекенсем те йышлăнччӗ. Наци тумтирне туянас текенсем «Паха тӗрӗ» фабрикин, ытти маçтăрсен палаткисем умӗнче пăхкаласа çӳрерӗç, куç хывнă япалана йӳнерех илес тӗллевпе апла та, капла та калаçтараççӗ.

Ирхине 10.00 сехет тӗлне крепоçрен килекен асфальтлă çул хӗррипе тӗрлӗ регионсенчен килсе çитнӗ фольклор ушкăнӗсем тăрса тухрӗç. Эх, пуçланчӗ вара праçник! Параппан çапса, сӗрме купăспа, шăпăрпа выляса, ытти инструментпа хаваслă шăв-шав кăларса пултарулăх ушкăнӗсем чăваш юррисене тăсса ячӗç. Тӗрлӗ юрă хутшăнса кайни хăйне евӗр оркестр пек. Пӗрисем юрлаççӗ, теприсем ташлаççӗ, тумӗсем тата мӗн тӗрли кăна çук. Кашни хаклă та сумлă хăнасен умӗнчи хитре курăнма тăрăшать.  Çавсен шутӗнче ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков, Элкел район пуçлăхӗ Александр Никошин, паллă инвестор, «Звениговский» ял хуçалăх промышленность комплексӗн директорӗ Иван Казанков, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Татьяна Казакова, ЧР ял хуçалăх министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова, «Хузангаевское» ЯХПК директорӗ Евгений Чугунов пулчӗç.

Пролог хыççăн кашни сăмах илсе Уяв пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхӗ, Раççей хăйнеевӗрлӗхӗ, халăхсен туслăхӗ çинчен каласа пуçтарăннă халăха саламларӗ, ӗçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларӗç. Ирада Аюпова мероприятие йӗркелекенсене тав туса Уяв  бизнеспа вырăнти влаçăн, çӗр ӗçченӗсен вăй-халӗн союзӗ пулнине палăртрӗ.
Александр Шадриков сăмахӗпе, Уяв халăха пӗрлештерекен, туслаштаракан культура мероприятийӗ.

Паллă самантсен шутӗнче КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов видеорежим майӗпе халăха Уявпа саламлани пулчӗ. Хăйӗн юлташӗ Иван Казанков пирки те нумай ырă сăмах каларӗ. «Çак уяв чун ырăлăхӗпе тулли. Вăл çыннăн чи ырă енӗсене – ӗçченлӗхе, тараватлăха, тăван çӗре çепӗççӗн юратнине, килӗшӳпе тăнăçлăх патне туртăннине кăтартса парать. Вăл ăрусен çыхăнăвӗ пулса несӗлсен хаклăран та хаклă опытне, еткерне, ăс-хакăлне çитерет. Иван Казанков – тăван çӗрӗн патриочӗ. Вăл халăх йăлисене хисеплесе тытса пырать. Нумай ӗçлет халăхăн чи пысăк хаклăхӗсене упраса хăварас тесе. Бендеровец-нацистсемпе кӗрешнӗ чухне наци праçникӗсен пӗлтерӗшӗ тата та ӳсет. Хаклă юлташсем, пурсăра та Уявпа сире. Вăл малашне те тӗрӗслӗхпе ыррин, çутă кун-çул символӗ пулса юлтăр. Чăваш халăхӗн пуян культури пире пысăк ӗçсем тума хавхалантарса тăтăр», – терӗ коммунистсен лидерӗ.

Мероприятин официаллă пайӗ хыççăн Уяв программине кӗнӗ конкурссем, фестивальсем, спорт ăмăртăвӗсем пуçланчӗç.

Калас пулать, кăçал Сиктӗрмери Уява халăхсен туслăхне халалларӗç. Чăвашсем кăна мар, вырăссем, тутарсем, бурятсем, дагестансем тата ытти халăхсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарчӗç. Тӗрлӗ çӗртен килсе çитнӗ халăх фольклор ансамблӗсен парадӗнчен пуçланнă пролог та çакна çирӗплетрӗ. Яланхи пек Уяв прологӗнче чăваш халăхӗн йăлисем тӗп вырăнта пулчӗç. Унта РФ, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, паллă балетмейстер Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» тата «Суварята» ташă ансамблӗсем хутшăнни шайне çӗклерӗ.

Юрласа-ташлассипе хăйсен пултарулăхне кăтартма хатӗррисем валли «Халăх ташши илемĕ», «Авалхи юрăсен сасси», «Янра, шăпăр, кĕсле!» фестивальсем пулчӗç. Чăваш çыравçисене «Хусанкай урамӗ» пуçтарчӗ. Ăна кăçал та чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат йӗркелесе ирттерчӗ. Сăра юратакансене «Уяв тени сăрасăр пулмасть» фестиваль пӗр çӗре пуçтарчӗ. Аслисем конкурссене хутшăннă е концерт курнă вăхăтра ачасем халăх вăййисен площадкинче савăнчӗç. Вăйпитти каччăсем кӗрешӳре, кире пуканӗ йăтассинче  вăй виçрӗç, ишсе, волейбол выляса ăмăртрӗç. 

Хӗрсем вара, паллă ӗнтӗ, илем конкурсӗнче. Ку йышши мероприятире «Уяв пики» ирттерни вырăнлă пулӗ те, анчах йӗркелӳçӗсем темшӗн «Раççей Чăваш пики» ирттерме шутланă. Илемпе пултарулăх конкурсӗнче 11 пике ăмăртрӗç. Тутарстанран Çырчалли хулинче пурăнакан Ангелина Михайлова çӗнтерӳçӗсен шутне кӗрсе «Раççей вице-мисӗ» титула çӗнсе илчӗ. Унсăр пуçне Пăва районӗнчи Раккассинчен Валерия Павлова, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Чакăран Анастасия Михайлова хутшăнчӗç.  

Çапла кăçаллăха Уявсем вӗçленчӗç. Нурлатра ăна кӗтсе илчӗç пулсан, Сиктӗрмере ăсатрӗç.

Автор тата ЧНК пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: уяв 2025