Хусан авиаци завочӗ çулталăкне çирӗм Ту-214 самолет туса кăларма пултарать
Ростех тытăмне кӗрекен Пӗрлештернӗ авиастроени корпорацийӗ 2026 çулта тăватă Ту-214 самолет кăларма хатӗрленет. Кун пирки Санкт-Петербургри Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ умӗн (ПМЭФ) корпораци пуçлăхӗ Вадим Бадеха пӗлтернӗ.
Ростех тытăмне кӗрекен Пӗрлештернӗ авиастроени корпорацийӗ 2026 çулта тăватă Ту-214 самолет кăларма хатӗрленет. Кун пирки Санкт-Петербургри Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ умӗн (ПМЭФ) корпораци пуçлăхӗ Вадим Бадеха пӗлтернӗ, çырать «Татар-информ» ИА. Самолетсене ятарласа заказ паракансем валли тăваççӗ. Red Wings авиакомпани валли поставкăсем вара 2027 çултан пуçланмалла.
«Пӗрремӗш самолетсем (Ту-214 пирки пырать сăмах. – Авт.) тухма хатӗр ӗнтӗ, ку çулта 4 тума палăртнă, тепӗр çул – 8, малашне вара 20. Завод ку хăватлăхпа ӗçлеме хатӗр. Эпир нумай шутпа, серипе ӗçлеме хатӗр. Кăçал самолетсене спецзаказчиксем илӗç, 2027 çултан Red Wings илме тытăнӗ», – тенӗ Вадим Бадеха ТАСС информаци агентствине панă интервьюра.
Бадеха сăмахӗпе, Хусан авиаци заводне техника енчен çӗнетме хывнă инвестицисем малашне çулталăкра 20 машина таран туса кăларма май параççӗ. Предприяти серилле производство хута яма хатӗр.
Унччен маларах Ту-214 самолет поставкисем пуçланни пирки хыпар тухнăччӗ. Сăмахран, май уйăхӗнче S7 авиакомпани ку йышши самолета 100 штук туянасси пирки контракт тума хатӗррине пӗлтернӗ.
Сăмах май, вăтам магистраллӗ ансăр фюзеляжлă Ту-214 пассажир самолетне 1996 çултанпа «Туполев» концерн филиалӗнче – Хусанти С.П.Горбунов ячӗллӗ авиаци заводӗнче тăваççӗ. Авиастроени «Производство транспорта» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнăçланса пырать.
Владимир Васильев («Татар-информ») сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев