Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусан черетлӗ хут «Ростки» форума кӗтсе илме хатӗрленет

Августăн 16 – 19-мӗшӗсенче Хусан черетлӗ хут «Ростки» форума кӗтсе илет. Кăçалхи – шучӗпе 4-мӗш. Тутарстан тӗп хулинче Раççейпе Китайăн бизнес представителӗсем пухăнаççӗ. Кун пирки ТАССра иртнӗ пресс-конференцире Тутарстанăн Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина пӗлтернӗ.

Августăн 16 – 19-мӗшӗсенче Хусан черетлӗ хут «Ростки» форума кӗтсе илет. Кăçалхи – шучӗпе 4-мӗш. Тутарстан тӗп хулинче Раççейпе Китайăн бизнес представителӗсем пухăнаççӗ. Кун пирки ТАССра иртнӗ пресс-конференцире Тутарстанăн Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина пӗлтернӗ.

Тӗлпулура форумăн тӗп темисем, Китайăн мӗн енӗпе опычӗ Раççейшӗн интереслӗ пулни тата Поднебесныйран мӗнле компанисем килесси пирки калаçнă.

 «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум икӗ çӗршывăн бизнес диалогӗн площадки пулса тăчӗ. Талия Минуллина палăртнă тăрăх, çак çулсем хушшинче нумай çитӗнӳсем тунă пулин те малалли ӳсӗм валли те вырăн пур.

 

«Поднебесныйпа ӗçлесси вăл – хăйне пӗр искусство. Паяна пирӗн çӗршывра унпа ӗçлеме пӗлмен предпринимательсем пайтах. Анчах алла илсен çав тери пысăк суту-илӳ рынокӗ уçăлать. Китайсемпе хутшăнусенче Раççей бизнесне активлăрах курас килет», – тенӗ Агентство ертӳçи.

Юлашки вунăçуллăхра Раççейпе Китайăн экономика  хутшăнăвӗсем питӗ те вăйлă аталанса пыраççӗ. Çӗршывсен тавар çаврăнăшӗ çак хушăра тăватă хутчен ӳснӗ. Китайпа Тутарстанăн 12 хутчен. Талия Минуллина сăмахӗпе, çак динамикăра «Ростки» форумăн витӗмӗ те самай пысăк.

Форумра çуллен тӗрлӗ енлӗ 100 ытла мероприяти, 50 ытла ӗç сессийӗ иртет. Кăçалхи тӗп темăсенчен пӗри вăл –  ял хуçалăхӗ. Раççейӗн те, Китайăн та суту-илӗве аталантарассинче, технологисемпе ылмашăнассипе интерес пур.

 

«Китайра Раççейӗн экологилле апат-çимӗçне питӗ те хаклаççӗ. Пирӗн бизнесшăн ку экспорта аталантармалли лайăх шанăç. Унпа усă курмаллах», – тенӗ Талия Минуллина.  Раççее вара ял хуçалăхӗнче усă куракан технологисем интереслентереççӗ.

«Китайра паян ял хуçалăхра 300 пин дрон хута кайнă. Унсăр пуçне унта агротуризм вăйлă аталаннă. Ку опытпа эпир те усă курма пултаратпăр. Вӗсем туристсем валли пӗчӗк çӳллӗшри вӗçевсем, чей турӗсем, вăрманти концертсем тата ыттине хатӗрлеççӗ», – пӗлтернӗ Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи.

Форум пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне унта пысăк хăнасем хутшăнни те çирӗплетет. Çавсенчен пӗри – РФ ял хуçалăх министрӗ Оксана Лут.

 

Тӗп темăсен шутне сывлăх сыхлав аталанăвӗ те кӗнӗ. Форумра сывлăх сыхлаври çӗнӗ технологисемпе усă курассине пăхса тухма палăртнă. Пӗрремӗш хут «РОСТКИре» «Сывлăх сыхлаври технологисем» наукăпа ӗç симпозиумӗ иртет. Унта медицина пулăшăвӗн аталанăвне сӳтсе явнисӗр пуçне Раççей оборудованийӗн инвентаризаци рынокӗпе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухӗç. Талия Минуллина палăртнă тăрăх, импорта хамăр продукципе улăштарассин процесӗсем пырсан та вӗсем кӗтнӗ пек хăвăрт пулса пымаççӗ. Раççейре сывлăх сыхлав сферинче нумай вăхăт Анăç оборудованийӗсемпе усă кураççӗ, анчах паян Китай та юлса пымасть. Пахалăхпа та, хакпа та самай конкурентлăрах вӗсем. Китай паян цифра сывлăх сыхлавӗн сферинче, медицина оборудованийӗсене туса кăларассипе, искусствăлла интеллектран пуçласа ИВЛ аппарачӗсене туса кăларассипе тата ытти енӗпе тӗнчери лидерсен шутӗнче. Вӗсен тахçанах интернет-больницăсем ӗçлеççӗ, телемедицина,  дистанцилле сиплев илнӗ чухне харпăр даннăйсене сыхлассипе ятарлă законсем йышăннă тата ытти те.

 

Ӗç программисӗр пуçне тӗрлӗ мероприятисем те иртӗç форумра. Çавсенчен пӗри – мобильлӗ электроникăна юсассипе чемпионат. Вăл пуçласа пӗрремӗш хут иртет. Унта Раççейпе Поднебесный мастерӗсемсӗр пуçне Бразили, Инди, Пакистан, Индонези специалисчӗсем хутшăнаççӗ. «Китайра смартфонсене юсасси вăл – хăйне пӗр индустри. Чемпионата пӗтӗм тӗнчерен 100 мастер хутшăнмалла. Парне фончӗ – 1 миллион тенкӗ», – кӗскен паллаштарнă форум йӗркипе Талия Минуллина.   

Сăнӳкерчӗксем: Ирина Трифонова,  https://www.tatar-inform.ru сайтран.        

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #РОСТКИ – 2026