Хусан варринче – Нарспипе Сетнер
Паян, августăн 15-мӗшӗнче, Хусанти «Татмедиа» çурчӗ çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче К.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа музыкăпа поэзи фестивалӗ иртрӗ. Хусан çыннисемпе хăнисем валли ăна «Сувар» хаçат коллективӗ «Татмедиа» АО, ТР ЧНКА тата ун çумӗнчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗпе пӗрле ирттерчӗ.
Чăваш классикӗн юбилейӗн çулӗнче йӗркелӳçӗсем «Нарспи» поэмăри «Çимӗк каçӗ» пайне кăтартрӗç. «Нарспи» рольне «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова, «Сетнере» Чăваш наци теле-радиокомпанийӗн дикторӗ Алексей Александров (Элтияр), Михетерпе унăн мăшăрне ТР ЧНКА хастарӗпе Артем Носковпа Элмет районӗнчи Патраклăри «Çеçпӗл» ансамбль ертӳçи Людмила Савастьянова, «Кӳршӗ арăмне» ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, «Тăхтамана» Дербышкинчи С.Галеев ячӗллӗ Культура керменӗн артисчӗ Ленар Маннапов ӗнмелле вылярӗç.
Чăваш туйӗн йăлине Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи «Çеçпӗл» ансамбль питӗ илемлӗ кăтартрӗ. Çаплах постановкăна Хусанти «Салам», Çарăмсан районӗнчи «Çăлкуç», «Пилеш», «Юрай», Хусанти Дербышки поселокӗнчи С.Галеев ячӗллӗ Культура керменӗн «Танцевальный клуб» ансамбльсем хутшăнчӗç.
Çав самантра Людмилăпа Ольга Криковасем кăмăл пуррисене пурне те чăваш сувенирӗсем ăсталама вӗрентрӗç.
Музыкăпа поэзи фестивальне пухăннисене уявпа «Татмедиа» Пичетпе массăллă коммуникацисен агентсвин ертӳçи Айдар Салимгараев, «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков, Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров саламларӗç.
Паллах, уяв программи «Нарспи» постановкăран кăна тăмарӗ, вăл питӗ анлăччӗ. Чăн та, мӗн шухăшланине пурнăçлама хальхинче пире икӗ хутчен те витререн тăкнă пек çунă çумăр чăрмантарчӗ. Апла пулин те Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗ Вера Юнусова, Çӳлтури «Иволга», Лайăш районӗнчи «Веснавея» ансамблӗн солистки Елена Карсакова хитре юрăпа савăнтарса ӗлкӗрчӗç. Малалла уявăн «Татмедиа» çурчӗн фойине куçма тиврӗ. Кунта та аптрамарӗç чăвашсем, Хусанти паллă шоуменпа Николай Никоноровпа Галина Семенова хореограф чăваш ташшипе мастер-класс кăтартса халăха ташлаттарчӗç. Кунтах Элметри«Çеçпӗл», Хусанти «Салам», Çарăмсанри «Çăлкуç» тата Дербышки поселокӗнчен килнӗ «Танцевальный клуб» ташă ушкăнӗ хитре концерт лартрӗç.
Уяв программине малалла Тутарстан çамрăкӗсем тăсса «Интерпретация чувашской мифологии в музыке» литература семинарӗ ирттерчӗç. «Чăваш çамрăкӗсен регионсем хушшинчи форумӗ» пӗрлешӗвӗн ертӳçи, Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентствин (Росмолодежь) грантне çӗнсе илнӗ Юлия Еремеева паллаштарчӗ. Грант укçипе вӗсем «Çутçанталӑк (Мир). Чувашская мифология в музыке» альбом хатӗрлеççӗ. Вăл Алексей Александров фольклористпа «Ӗмӗт» этно-ушкăн ертӳçи Анжелика Еремеева чăваш мифологийӗпе çыхăнтарса çырнă 7 юрăран тăрӗ. Сăмах май«Ӗмӗт» этно-ушкăн хальхинче те темиçе юрăпа савăнтарчӗ. Музыкăпа поэзи уявне ирттерме хутшăннисене тата пулăшакансене пурне те тав тăватпăр. Уяв çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче паллаштарăпăр.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев