Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусанта иртекен XX Раççей венчур форумне 20 ют çӗршывăн компанийӗсем хутшăннă

Апрелӗн 9-10-мӗшӗсенче Хусанти «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче Раççей венчур форумӗ ӗçлет. Кăçал вăл 20-мӗш хут иртет. Тӗрӗссипе ун ӗçӗ апрелӗн 8-мӗшӗнче Иннополисра пуçланчӗ. Форум çӗршыври технологи предпринимательстви сферишӗн пӗлтерӗшлӗ мероприяти.

Апрелӗн 9-10-мӗшӗсенче Хусанти «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче Раççей венчур форумӗ ӗçлет. Кăçал вăл 20-мӗш хут иртет. Тӗрӗссипе ун ӗçӗ апрелӗн 8-мӗшӗнче Иннополисра пуçланчӗ. Форум çӗршыври технологи предпринимательстви сферишӗн пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Кунта стартап çыракансен хăйсен проекчӗсене пурнăçа кӗртме инвесторсене тумпа шанăç пур.

Кăçалхи форума 6000 ытла çын хутшăннă. Тӗп тема – «Технологи лидерстви – пуласлăха хывнă инвестици».

Раççей венчур форумӗн пленарлă ларăвне Раççей Федерацийӗн Президенчӗн пулăшуçи Андрей Фурсенко, РФ наука, аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков, РФ экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ Максим Колесников, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Раççейӗн тӳрӗ инвестицисен фончӗн генеральнăй директорӗн пӗрремӗш çумӗ Анатолий Браверман тата ыттисем хутшăнчӗç. Форум ӗçне «Москва 24» информаци каналӗн тӗп редакторӗ Дмитрий Щугорев йӗркелесе пычӗ.

Раççей Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин видеорежим майӗпе форума хутшăннисене саламласа ăнăçлă ӗçлеме сунчӗ. Хăй сăмахӗнче форум инвесторсене пӗр-пӗрин опычӗпе тата идейисемпе паллашма пулнине палăртрӗ. «Çирӗм çул тăршшӗпе форум пирӗн тата ют çӗршывсен инвесторӗсене, предпринимательсене, пысăк корпорацисемпе наукăпа техника сообществисен представителӗсене пӗрлештерет. Пӗр-пӗрин опычӗпе, чи лайăх практикăсемпе тата харпăр ӗçе пуçарса ярассин, ăна анлăлатассин хатӗрӗсемпе паллашма май парать», – терӗ РФ Правительство пуçлăхӗ.

Михаил Мишустин технологи лидерстви Раççей Президенчӗ палăртнă тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палăртрӗ. Çак тӗллеве пурнăçламашкăн кулленхи ӗç пырать. Çав шутра çирӗп венчур экосистемине йӗркелессипе çӳллӗ технологисемпе çыхăннă стартапсене инвестицилесси те, промышленность предприятийӗсен инноваци потенциалне ӳстересси те. «Паян пирӗн хамăрăн инженерипе наукăра тӗнче аренинче конкуренци тума хатӗр ертӳçӗ решенисем пур. Тӗнче сообществинче çӗршыв вырăнне тата экономика ӳсӗмне çирӗплетекен проектсем пурнăçланаççӗ. Пӗчӗк технологи компанийӗсене тӗрев парассипе, бизнес умӗнчи административлă чăрмавсене сирессипе нумай тăвăнать. Çак мерăсем пурте венчур инвестицийӗсен рынокне анлăлатаççӗ», – терӗ Михаил Мишустин.

Валерий Фальков форумăн тӗп теми çӗршыв умӗнче тăракан тӗп задачăсене тивӗçтернине палăртрӗ. «Кăçал кунта 6000 пин ытла хутшăнакан пуçтарăнчӗ тата çӗршер стартап-проектсем. Технологи лидерстви вăл системăлла ӗçрен йӗркеленсе пырать. Çак процесра вара тӗп вырăнта – çын, хăй çине явап илме, пӗлӳпе практикăна сыпăнтарма, çӗнӗ решенисем тупма пултараканскер», – асăрхаттарчӗ РФ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ.

Ун сăмахӗпе, министерство университетсемпе аслă пӗлӳ системин ӗçне лайăхлатма нумай вăй хурать, уйрăмах технологи лидерӗсене тӗрев парса. Сăмах университетра ӗçлесе продукт, рынок тата глобальлӗ конкуренци категорийӗсемпе шухăшлаканнисем çинчен.  Валерий Фальков палăртнă тăрăх, çирӗм çул хушшинче форум технологилле аталанушăн, инвестицисем илӗртес енӗпе тата командăсене пӗрлештерессипе тӗп площадка пулса тăнă. Форум хăв пирки пӗлтерсе ӗç партнерӗ тупма, экспертсен хаклавне илме май парать.

Раççей Президенчӗн пулăшуçи Андрей Фурсенко паянхи вăхăт экономика проекчӗсемшӗн кăткăс пулнине палăртрӗ. Çапах форумра палăрнă идейăсемпе проектсем пуласлăхăшăн питӗ те кирлӗ. Мӗншӗн тесен вӗсен малашӗ пысăк. «Пире сăнакансем нумай, енчен те эпир венчурпа, стратегипе ӗçлетпӗр пулсан, апла пуласлăха шанса пăхатпăр», – терӗ Андрей Фурсенко.  

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Раççей венчур форумне хутшăннă проектсене пысăк хак пачӗ. Пӗри кăна ăна кулянтарнă – стендсене пурне те пăхса çаврăнайманни. Чăн малтан вăл Мускавран çитнӗ пысăк хăнасене венчур форумне йӗркелесе ирттерсе яма пулăшнăшăн тав турӗ. Унтан Тутарстанăн венчур ӗçӗн йӗркеленӗвӗпе паллаштарчӗ. «Республикăра технологи предпринимательствин, технологи лидерствин аталанăвӗпе ӗçлекен инновацилле аталану институчӗсен чылай системи ӗçлет. Çавсен шутӗнче виçӗ экономика зони – «Алабуга» ЯЭЗ, «Иннополис» ЯЭЗ – вӗсене пурте пӗлеççӗ ӗнтӗ, тата биотехнологисемпе ӗçлекен «Зеленая долина» ятарлă экономика зони. Унсăр пуçне Тутарстан хăйӗн технопаркӗсемпе, индустри площадкисемпе паллă. Вӗсем компанисене инженери, транспорт, социаллă инфраструктура енӗпе тата финанспа та пулăшма пултараççӗ», – терӗ республикăри майсемпе паллаштарса Рустам Минниханов.  

Республика ертӳçин сăмахӗпе, пӗлтӗр ТР Инвестиципе венчур фончӗ пулăшнипе 2 миллиард тенкӗлӗх 37 проекта тӗрев панă. Унсăр пуçне Наукăпа технологисен фончӗ университетсемпе предприятисен наукăпа производство кооперацине анлăлатас тӗллевпе грант конкурсне пуçарнă. Çапла майпа 25 компани 35 яхăн инноваци технологине ӗçе кӗртме пултарнă. Çак ӗçе пурнăçлама бюджетран 236 миллион тенкӗ уйăрнă. Тепӗр 600 миллионӗ – харпăр финанс çăлкуçӗсенчен. Рустам Минниханов технологи предпринимательстви тӳреммӗнех наукăпа вӗрентӳ комплексӗпе çыхăннине палăртрӗ. Çакна Тутарстанăн университечӗсемпе тӗпчев учрежденийӗсем çӗршыв экономикин тӗп енӗсене аталантарма 3,2 миллиард тенкӗлӗх ӗçсем туса ирттерни те çирӗплетет.  

Республика ертӳçи каланă тăрăх, Тутарстанăн 6 аслă шкулӗ Приоритет-2030 программăна хутшăннă. Анчах ку çитӗнӳсемпе кăна лăпланса лармассине те палăртрӗ вăл.  Хальхи вăхăтра Федераци конкурсне заявкăсем йышăнни пынине аса илсе Президент администрацийӗ Тутарстан проекчӗсене тӗрев парасса шаннине каларӗ.      

Калас пулать, форума инноваци экосистемин представителӗсем 20 ытла çӗршывран килнӗ. Куравра çӳллӗ технологисемпе çыхăннă 150 стартаппа паллашма май пулчӗ. Çав шутран 24-шӗ ют çӗршыв проекчӗсем – Индин, Иранăн, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен, Катарăн, Пакистанăн, Кригизин, Беларуçӗн тата ыттисен.         

Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Российский венчурный форум