Хусанта парад иртрӗ
Хусанта Аслӑ Ҫӗнтерӳ 81 ҫул тултарнине халалланӑ парад 10 сехетре пуҫланчӗ. Халӑх питӗ йышлӑ пуҫтарӑннӑччӗ ӑна курма. Аслисемпе пӗрлех ачасемпе ҫамрӑксем те йышлӑ пулчӗҫ. Пурте кӑкӑрӗсем ҫине Георгий хӑйӑвӗ ҫакнӑ, пуҫне пилотка тӑхӑннисем те нумайӑнччӗ.
Паллах, парада хутшӑнакансем малтан пысӑк экран ҫинче Мускаври парада пӑхрӗҫ, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламланине итлерӗҫ. «Ҫӗнтерӳ яланах пирӗн пулнӑ, пулать те!» - терӗ Владимир Владимирович. Тутарстансене республика Раисӗ Рустам Минниханов саламларӗ.
Парадра Хусан гарнизонӗн ҫарӗсем, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен отрячӗсем, ӗҫ коллективӗсем утса иртрӗҫ. Кӑҫал ҫар техникисӗр иртрӗ парад (ӑна Хусанти Майӑн 1-мӗшӗ ячӗллӗ тӳремре курма пулать). Ҫапах та Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ автомашинӑсене курса савӑнчӗҫ парада пынисем. Хусан пинҫуллӑхӗн тӳремӗнчи мероприяти «День Победы» юрӑпа вӗҫленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев