Хусанта пилотсăр авиаци системисен курав форумӗ иртет
Июлӗн 8 – 10-мӗшӗсенче Хусанта «Дрон Экспо» курав-форум пулать. Унта тӗрлӗ çӗршывсенчи производительсем пилотсăр авиаци системинчи (ПАС) хăйсен разработкисемпе паллаштарӗç. Мӗн тумалла çӗршывра ПАСа аталантарас тесен, хăçан вӗсем пирӗн пурнăçра йăлари хатӗр пулса тăрӗç? Çак тата ытти ыйтусене ТАССра иртнӗ курав умӗнхи пресс-конференцире сӳтсе явнă.
Июлӗн 8 – 10-мӗшӗсенче Хусанта «Дрон Экспо» курав-форум пулать. Унта тӗрлӗ çӗршывсенчи производительсем пилотсăр авиаци системинчи (ПАС) хăйсен разработкисемпе паллаштарӗç. Мӗн тумалла çӗршывра ПАСа аталантарас тесен, хăçан вӗсем пирӗн пурнăçра йăлари хатӗр пулса тăрӗç? Çак тата ытти ыйтусене ТАССра иртнӗ курав умӗнхи пресс-конференцире сӳтсе явнă.
«Дрон Экспо» курав «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче пулӗ. Хутшăнакан çӗршывсен шутӗнче – Раççей, Китай, Беларуç тата ыттисем.
«Дрон Экспо» курав-форумăн учредителӗ Александр Фешкин палăртнă тăрăх, ку событи курав кăна мар. Юлашки икӗ çулта вăл майпен хăйхаллӗ отрасль платформи пулса пырать. Унта ПАС рынокӗн тӗп участникӗсем хутшăнаççӗ: техника производителӗсем, программа тивӗçтерӗвӗн разработчикӗсем, интеграторсем, заказ паракансем, власть органӗсен представителӗсем, инвесторсем, халăхсен хушшинчи партнерсем.
«Хутшăнакан компанисен шучӗ палăрмаллах ӳсрӗ. Иртнӗ çулта вӗсем 156 пулсан кăçал 200 ытла килмелле. Вӗсенчен çурри ют çӗршывсенчен, – тенӗ Александр Фешкин. – Енчен те унччен компанисем пилотсăр авиаци системисен мӗн-мӗн тума пултарнине кăтартнă пулсан, паян калаçу пач урăххипе çыхăнӗ. Заказ паракансем ытларах вӗсемпе усă курма пуçлани мӗн таран перекетлеме май панипе, мӗнле эффект илме тата мӗн вăхăтра хака тавăрма пултарнипе, эксплуатаци механизмӗсемпе интересленеççӗ».
Ун сăмахӗпе, паян беспилотниксемпе промышленноçра, нефтьпе газ комплексӗнче, энергетикăра, строительство отраслӗнче, ял хуçалăхра, логистикăпа хăрушсăрлăх сферинче усă курасси анлăланса пырать.

«Дрон Экспо» форумăн йӗркелӳ комитечӗн сопредседателӗ Василий Шпак та ӗçтешӗпе килӗшсе беспилотниксемпе халӗ тӗрлӗ отрасльсенче эффективлă усă курма пуçланине çирӗплетрӗ. Ку рынок ӳссех пынине асăрхарӗ. ПАСпа паян Росреестр, Рослесхоз, Ял хуçалăх министерстви евӗр федераллă ведомствосенче питӗ те эффективлă усă кураççӗ.
Ку вăхăтра Раççейре технологисене тестлассипе тата специалистсене хатӗрлессипе 30 нукăпа производство центрӗсенчен тăракан регионсен сечӗ ӗçлет. «Пилотсăр системăсем паян мода тенденцийӗ, тетте кăна пулманнине шантарсах калама пултаратпăр. Паян вăл хальхи производство процесӗсен инструменчӗ, кашни сферăрах малашлăха хывнă инвестици пулса тăрать – патшалăх управленийӗнчен пуçласа ял хуçалăхпа инфраструктура мониторингӗ таран», – тенӗ Василий Шпак.

Ку пресс-конференцие ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов та хутшăннă. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, пулас форумăн пленарлă ларăвӗн тӗп теми транспорт системисен глобальлӗ трансформацийӗн тренчӗсемпе çыхăнӗ. «Тӗп ыйту – уйрăм беспилотниксенчен пилотсăр мобильлӗхӗн пӗрлехи системи çине мӗнле майпа куçасси. Унта сывлăшра, çӗр çинче тата шывра çӳресси транспортпа логистика инфраструктурин пӗрлехи элеменчӗсем пек ӗçлемелле», – ăнлантарнă вăл.
Ун сăмахӗпе, регионсемшӗн ку решенисене экономикăпа хула тавралăхне кӗртме мӗнле правилăсем, пулăшу мерисем, технологи конкурсӗсемпе çул карттисем хăвăртлатма пултарнине ăнланни кирлӗ. «Тутарстаншăн пилотсăр технологисем вӗсем сывлăшри дронсем кăна мар. Эпир вӗсене çӗр, шыв, сывлăш валли решенисен комплексӗ пек пăхатпăр. Шăп çакăн пек ӗçлени отрасль аталанăвне палăртӗ те», – тенӗ Рифкат Минниханов.
Сăмах май, «Дрон Экспо» «АгроВолгăпа» пӗрле иртесси хăйне евӗр символлă. Ку ПАСсемпе ял хуçалăхӗнче усă курассине анлă тишкерме май парать.
Рифкат Минниханов шучӗпе, беспилотниксем пирӗн пурнăç пайӗ пулса тăчӗç ӗнтӗ. Çавăнпа отрасле малалла аталантарас тесен тӗрӗс утăмсем тумалла. Малашнехи утăмсен шутӗнче – проект повесткинчен практика пурнăçланăвӗ çине куçса пырасси: пилотлă зонăсем йӗркелесе, отрасльсене çӗнлӗхсем кӗртсе, кадрсем хатӗрлесе, промышленность кооперацине аталантарса, ӗçе анлăлатма условисем туса парса.
Паллах ӗнтӗ, беспилотниксен ӗçне законпа йӗркелесе пымалла тата вӗсенпе усă куракан вырăнсенче пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивӗçтермелле. Вăл форумăн тӗп темисен шутӗнче пулӗ. Çирӗп йӗркепе правилăсемсӗр, цифра процедурисемсӗр, диспетчеризацисӗр, тӗрӗслев механизмӗсемсӗр хула тăрăхӗнче беспилотниксемпе усă курассине хăрушсăрлăхлă тума май çук.
Çавна май, курав-форума вырăнти хăйтытăмлăх тата регионри власть органӗсене, оперативлă штабсене, эксплуатантсене, разработчиксене явăçтарма йышăннă.
Сăнӳкерчӗксем Ирина Трифонова, Алексей Майшев, РИА-новости, Салават Камалетдинов (Татар-информ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев