Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусанта СВОна хутшăннисен хушшинче иртнӗ Абилимпикс чемпионатăн финалне Тутарстанран 16 тухнă

Раççей Президенчӗ хăй сăмахӗнче Абилимпикс проект СВО участникӗсен таланчӗсене палăртма, профессире ӳсӗм тума, çӗнӗ компетенцие алла илме пулăшнине тата вӗсен çитӗнӗвӗсем фронтри юлташӗсене те хавхалантарнине каланă. Чемпионат ятарлă çар операцийӗнче пулнисене, унтан аманса, сусăрланса таврăннисене социализацилеме пулăшать. Çапла майпа вӗсем патшалăх, общество тӗревне, хăйсен кирлӗлӗхне туяççӗ.

Ку мероприяти паянхи кун чи кирлисенчен пӗри. Ăна ирттерессине РФ Президенчӗ Владимир Путин хăй пуçарнă. Чемпионата уçнă чух çӗршыв ертӳçин саламне РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов çитерчӗ. Владимир Путин ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене пулăшупа тивӗçтерес система  çӗнӗ пуçарусемпе тата плансемпе анлăланса пынине тата пурнăçри конкретлă лару-тăрăва шута илсе пурнăçланнине палăртнă. Абилимпикс проект СВО участникӗсен таланчӗсене палăртма, профессире ӳсӗм тума, çӗнӗ компетенцие алла илме пулăшнине тата вӗсен çитӗнӗвӗсем фронтри юлташӗсене те хавхалантарнине каланă.       Чемпионат ятарлă çар операцийӗнче пулнисене, унтан аманса, сусăрланса таврăннисене социализацилеме пулăшать. Çапла майпа вӗсем патшалăх, общество тӗревне, хăйсен кирлӗлӗхне туяççӗ. Тата паллах, СВОра пулнисене мирлӗ пурнăçра хăйсене тупма пулăшать.  «Защитники Отечества» патшалăх фончӗ тӗрев панипе ăна Раççейӗн Çутӗç министерствипе ТР Правительстви йӗркеленӗ. Ӗç программин партнерӗ – «Знание» Раççей обществи.

Калас пулать, СВО ветеранӗсен чемпионачӗ пушă çӗрте никӗсленмен. Раççейӗн «Абилимпикс» юхăмӗ 10 çула яхăн аталанать. Вăл инклюзи вӗрентӗвӗн сферин пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсен шутӗнче.

Чемпионата çӗршывăмăрăн 79 регионӗнчен экспертсемпе  конкурсантсемпе тата вӗсене пулăшакансемпе 400 çын хутшăнчӗ, çавсенчен 259-шӗ – конкурсант. Ăмăртусем 15 компетенципе иртрӗç: веб-разработкăсемпе БПЛА операторӗсем, сварка технологийӗпе промышленность роботизацийӗнчен пуçласа повар, юрăç пултарулăхӗ таран. Унсăр пуçне СВО паттăрӗсем тӗрлӗ облаçри паллă çынсемпе курса калаçма пултарчӗç. Сăмахран Дмитрий Харатьянпа, Диана Гурцкаяпа. Тӗрлӗ конкурссемпе ăмăртусенче пурӗ 75 финалиста палăртрӗç. Çӗнтерӳçӗсене Б.Рамееев ячӗллӗ ИТ-паркра июлӗн 29-мӗшӗнче чысларӗç. Вӗсем хутшăнаççӗ те октябрь уйăхӗнче Мускавра иртекен «Абилимпикс» наци чемпионатне. Финалистсен шучӗпе топ-5 регионсен шутне Тутарстан Республики, Свердловск, Новосибирск  облаçӗсем, Красноярск тăрăхӗ, Мускав кӗчӗç.   

 Мӗнлерех пулӗ малашне «Абилимпикс» шăпи, профессилле пултарулăх енлӗ мероприятисен шутне кӗрсе вăл çуллен иртӗ е форматне улăштарӗ? Хусантах тӗпленӗ е куçса çӳрӗ? Çак тата ытти ыйтусемпе çыхăнчӗ июлӗн 30-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифинг. Паллах, унта «Абилимпиксăн» тӗп саманчӗсене те аса илсе пӗтӗмлетӳ турӗç. Спикерсен шутӗнче ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн регионри филиалӗн ертӳçи Гузел Удачина, «Професси компетенцийӗсен аталану центрӗ» автономлă коммерцилле мар организацин генеральнăй директорӗ Эмиль Губайдуллин пулчӗç.

Палăртса хăвармалла, чемпионатăн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсем ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ оборона министрӗн çумӗ, «Защитники Отечества» фонд председателӗ Анна Цивилева, РФ Çутӗç министрӗ Сергей Кравцов, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем  хутшăннипе иртрӗç.    

Лейла Фазлеева «Абилимпикс» кашни çын чӗринче çутă йӗр хăварнине палăртрӗ. «Çак проекта хутшăннисен пирӗн пурин те эмоцисем питӗ те нумай. Проект уникаллă. Ку ахаль сăмах мар. Вăл ятарлă çар операцийӗнчен инвалид пулса таврăннисене социализацилессипе чи ăнăçлисенчен пӗри. Вӗсене ӗçе вырнаçтарасси, çӗнӗ профессие хăнăхтарасси  тата ӗç вырăнне адаптацилесси питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тутарстанра иртнӗ чемпионат ăмăртусемпе кăна мар тӗнче шайӗнчи экспертсен мастер-класӗсемпе те палăрчӗ. Чемпионат пынă вăхăтра СВОна хутшăннисенчен сӗнӳсем килни паха. Нумайăшӗ вăтам професилле вӗрентӳ учрежденийӗсенче, аслă шкулсенче вӗренес кăмăллă. Ку енӗпе Тутарстан ыйтнине пӗтӗмпех тивӗçтерсе пырать», – терӗ вице-премьер.

Лейла Фазлеева пӗлтернӗ тăрăх, СВОна хутшăннисем делегацисенчи çын шутне ӳстерме ыйтнă. «Абилимпикса» вӗсем регионсенчен пысăкрах йышпа килесшӗн. Тата компетенцисен шутне те ӳстерттересшӗн. Çавсенчен пӗри – ача-пăчапа çамрăксене  патриотизмла воспитани парас енӗпе çыхăннă ӗçсем.

Гузель Удачина Тутарстан команди çинче чарăнчӗ. Йышпа вăл чи пысăккисен шутӗнче – 11 районтан 25 çын. Хастаррисен шутне Лайăш районӗ (7 çын), Çырчаллипе (5) Анат Кама (3) хулисем, Хусанпа Çӳлту районӗ (2-шер çын), Тури Услон, Елабуга, Камско-Устьински, Çӗнӗ Шуçăм, Теччӗ, Ешӗлвар (1-ер çын) районӗсем кӗнӗ.

«Тутарстан команди 11 компетенципе ăмăртусене хутшăнчӗ. Виçӗ куна пынă ăмăртусенче эпир ялан хамăр атьсем çумӗнче пултăмăр. Вӗсене ӗçре курма питӗ кăмăллă пулчӗ. Шалт улшăнаççӗ вӗсем юратнă ӗçпе аппаланнă чух.  Экспертсемпе нумай хутшăнтăмăр. Вӗсем конкурсантсене мӗнле хак пани питӗ пӗлтерӗшлӗ. Уйрăмах кулинари искусствин эксперчӗ ăмăрту площадкинчен кашнинче куççульпе тухни асра юлчӗ. Ăна конкурсантсен пысăк çынлăхӗ, вӗсен оптимизмӗ, кулăш туйăмӗ тата хăйсен ӗçне чунтан парăнса туни  тыткăнланă», – терӗ Гузель Удачина.

Тутарстан командинчен финала 16 çын тухнă, ку пысăк çитӗнӳ. Адель Уркунбаевпа Алексей Силуанов БПЛА операторӗсем хушшинче чи лайăххисен шутне кӗнӗ. Автомобиль юсассинче Дмитрий Иванов, сварка тăвассинче Айнур Ягудинпа Сергей Никишин, электрон оборудованисем пуçтарассинче Евгений Аксенов, повар ӗçӗнче Сергей Федотовпа Денис Яшманов, вокал пултарулăхӗнче Александр Антонов Ильдар Корюков, промышленность робототехникинче Евгений Матросов, программистсен хушшинче Ринат Сабирзянов,  фотографсенчен Руслан Харасов, электромонтажниксенчен Дмитрий Комаров палăрнă.

Халӗ вӗсен пурин те хӗрӳ тапхăр пуçланать – Мускаври финала хатӗрленесси.

Эмиль Губайдуллин МХХ представителӗсене тав тунинчен пуçларӗ. «Чемпионат кунӗсемпе çыхăннă материалсем питӗ нумай тухрӗç. Çавна май пирӗн атьсем хăйсене чăннипех çăлтăр пек туйрӗç. Хăйсене телекăларăмсенче, ытти информаци площадкисенче курни вӗсене хавхалантарчӗ. Абилимпикс малашне сывлăх енчен хавшакраххисем валли чемпионат пек кăна мар ятарлă çар операцине хутшăннисен категорийӗпе те аталанса пырӗ. Çитес çул компетенцисен шутне ӳстерме планлатпăр», – терӗ спикер. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, тепӗр çул çуркунне Хусанта СВОна хутшăннисен наци чемпионатне ирттерме шутланă.  

Эмиль Губайдуллин СВО ветеранӗсен вӗрентӗвӗпе республикăра 87 программа хатӗрленине асăнса хăварчӗ. Çавсенчен 26-шӗ хушма професси илессипе, 54-шӗ профессилле вӗрентӳпе, 7-шӗ пӗтӗмӗшле аталану программипе çыхăннă.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк https://tatarstan.ru  сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: абилимпикс