Хусанта тутар поэт-фронтовика Фатых Карима халалласа палӑк уҫӑлчӗ
Поэт-фронтовика асӑнса палӑк лартни Хусан историйӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне уявлани тутарстансемшӗн тепӗр пысӑк пулӑмпа историе кӗрсе юлӗ. Майӑн 8-мӗшӗнче Ҫамрӑксен скверӗнче тутар халӑх поэт-фронтовикне Фатых Карима халалланӑ палӑк уҫӑлчӗ.
Чаплӑ церемоние ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев, ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдуллин, тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис, поэтӑн мӑнукӗ Артем Каримов, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем, хула ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
"Паян Фатых Карима халалласа палӑк уҫни ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне кӗнисен ячӗсене ӗмӗрлӗхе историре хӑвӑрассипе, ҫамрӑк ӑрӑва воспитани парас енӗпе пӗлтерӗшлӗ. Фатых Карим ячӗпе паян хула урамӗсем, музейсем пур. Ун пултарулӑхне шкул программине кӗртнӗ", - терӗ Рустам Минниханов.
Поэтӑн мӑнукӗ ТР Раисне Рустам Минниханова, ТР Патшалӑх Канашҫине Минтимер Шаймиева, Культура министерствине, палӑка лартма пуҫаруҫине Ренат Хариса тата ку ӗҫе хутшӑннӑ ытти ҫынсене чӗререн тав турӗ. Фатых Каримӑн музейне унӑн тӑван ҫӗрӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнче тӗпрен ҫӗнетнине те каласа хӑварчӗ. Кукашшӗн палӑкӗ умне хума вӑл ҫӗмӗрт чечекӗсем илсе килнӗ. Ҫак чечеке питӗ юратнӑ иккен поэт, тӑван ялне аса илсе ҫырнӑ сӑввисенче пӗрре мар асӑннӑ.
Калас пулать Фатых Каримӑн вӑрҫӑри ҫапӑҫу ҫулӗ Мускав ҫумӗнчен пуҫланса Хӗвелтухӑҫ Прусси таран тӑсӑлать. Украинӑна, Белоруссие хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑнать. Рядовойран пуҫласа сапер ушкӑнӗн командирӗ пулса тӑшманпа кӗрешет. Ҫав хушӑрах фронтра тухса тӑракан хаҫатсене ҫырса тӑрать. Юратса вуланӑ ун хайлавӗсене салтаксем.
Ҫакна Ренат Харис та хӑй сӑмахӗнче палӑртса хӑварчӗ. Митинга халӑх поэчӗ Фатых Каримӑн хӗрӗн Камиля Каримован сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗччӗ. Вӑл ашшӗн палӑкне питӗ курасшӑн пулнӑ иккен, шел кӗтсе илеймен.
"Акӑ, Камиля ханум, кур, аҫӑвӑн палӑкӗ халь Хусанта та", - терӗ вӑл ун сӑнӳкерчӗкне ҫӳле ҫӗклесе.
Сӑмах калакансене итленӗ хыҫҫӑн пухӑннӑ ҫынсем палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев