«Хыпар» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ
120 ҫул каялла, 1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче, «Хыпар» хаҫатӑн – чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн – пӗрремӗш номерӗ тухнӑ.
«Хыпар» хаҫата никӗслекенӗ тата пӗрремӗш редакторӗ профессор, истори наукисен докторӗ, Атӑлҫи халӑхӗсен ҫутта кӑлараканӗ Николай Васильевич Никольский пулнӑ. Ку пулӑм чӑваш культурин историйӗнче пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑнӑ. «Хыпар» хыпарланӑ, общество шухӑшне йӗркеленӗ, ҫынсене пӗрлештернӗ, вӗсене улшӑнусем тума хавхалантарнӑ. Николай Васильевич Никольский каланӑ тӑрӑх, унӑн тӗп тӗллевӗ халӑхшӑн ӗҫлесси пулнӑ.
Хаҫат Хусанта 1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 1907 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗччен тухса тӑнӑ. 1918 ҫултанпа хаҫат Шупашкарта тухма пуҫланӑ. «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ» ятсемпе пичетленсе тухнӑ. 1991 ҫулхи июнь уйӑхӗн 30-мӗшӗнче унӑн малтанхи «Хыпар» ятне тавӑрнӑ.
Паянхи кун «Хыпар» Шупашкарти пӗтӗм чӑваш кӑларӑмӗсене хӑй тавра пӗрлештернӗ. Халӗ вӑл «Хыпар» хаҫат кӑна мар, вӑл «Хыпар» Издательство ҫурчӗ. Ӑна 2024 ҫултанпа пултаруллӑ журналист Виктория Анатольевна Вышинская ертсе пырать.
«Хыпар» 100 ҫул тултарнине 2006 ҫулта Хусанта паллӑ турӑмӑр. Мероприятие 1993 ҫултанпа тухса тӑракан республикӑри «Сувар» хаҫат редакцийӗ йӗркелерӗ.
Эпир, суварҫӑсем, Ирина Федоровна Трифонова тӗп редактор ертсе пынипе Николай Васильевич Никольский пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсатпӑр - Хусанта чӑвашла хаҫат кӑларатпӑр. Чӑваш чӗлхи кунта паян та 120 ҫул каяллахи пекех янӑрать.
Уяв ячӗпе, туссем, пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗн ҫуралнӑ кунӗпе!!!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев