Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

07- 13.05 Эрне ырă самантсемпе савăнтарӗ

ТАКА 21.III - 20.IV Пулăмсем калейдоскопри тӗслӗ кӗленчесем евӗр улшăннă пек туйăнӗç, çапах пӗлсе хăтлансан хăвăра кирлӗ пек тӗрӗлеме пулӗ. Ан васкăр, ан пăлханăр - йăлт майлашăнӗ. Ӗçре те, килте те васкаса йышăнусем ан тăвăр. Лару-тăрăва тӗрӗс хаклайманнипе йăнăшма пултаратăр. Эсир ывăннă, отпуска кайсан та юрать. ВĂКĂР 21.IV - 20.V...

ТАКА 21.III - 20.IV

Пулăмсем калейдоскопри тӗслӗ кӗленчесем евӗр улшăннă пек туйăнӗç, çапах пӗлсе хăтлансан хăвăра кирлӗ пек тӗрӗлеме пулӗ. Ан васкăр, ан пăлханăр - йăлт майлашăнӗ. Ӗçре те, килте те васкаса йышăнусем ан тăвăр. Лару-тăрăва тӗрӗс хаклайманнипе йăнăшма пултаратăр. Эсир ывăннă, отпуска кайсан та юрать.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Интереслӗ тапхăр, харпăр пурнăçри улшăнусем малашлăха та тӗпрен улăштарма пултараççӗ. Пуçарусем çăмăллăн пурнăçланӗç. Пуçлăхсем сире асăрхаса тӗслӗхе хурӗç. Должноçпа е ӗç укçине ӳстерӗç. Çывăх çынсем хушшинче те хăвăрăн витӗме туятăр. Ахаль ан ларăр, паллашусемшӗн ăнăçлă вăхăт, сывлăхăра упрăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ырă самантсемпе савăнтарӗ эрне. Юрату хутшăнăвӗсем юханшыв пек, вӗсем хӗрӳ е лăпкă пуласси хăвăртан килет. Туйăмсене шелсӗр парнелени икӗ хут нумайрах таврăнӗ. Ачасемпе атте-аннесене те манмалла мар, вӗсене сирӗн тимлӗх çитмест. Пӗрле канма тăрăшăр.

РАК 22.VI - 22.VII

Хăвăра савăнăç кӳрекен çынсемпе пулма тăрăшăр. Кампа-тăр хирӗçсе пӗр чӗлхе çухатнă пулсан, килӗштерме ан та шутлăр, усси пулмӗ, хутшăнусем çивӗчленӗç кăна. Укçа-тенкӗпе тимлӗ пулăр, уйрăмах ӗçлӗ килӗшӳсем çирӗплетнӗ чух, вӗсем ăнăçлă пулмалла. Пысăк япала илнӗ чух пахалăхне лайăх тӗрӗслӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Халиччен çăмăллăн пурнăçланă ӗçсене пысăкрах тимлӗх уйăрма, вăй-хал пама тивӗ. Ӗçлени харама каймӗ - кăтартусем нумайччен савăнтарӗç. Çурта е хваттере тӗпрен тирпейлеме вăхăт çитнӗ. Малашлăхшăн усăллă çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Хуть те мӗне те çăмăллăн пурнăçлатăр, кăткăс задачăсем сирӗншӗн çук, ӗçтешсем те аван пулăшаççӗ. Юратура та савăнтаракан самантсем пулӗç, ырă хыпар кӗтӗр. Уяв мероприятийӗсене кайса çӳрӗр, унта интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанчăк пысăк. Çемьеллисен пӗрле канма кайсан аван.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Тусăра е çывăх çыннăра кӳрентерес теменнипе кирлӗ калаçăва пуçарма тытăнса тăнă пулсан - халӗ вăхăт çитнӗ. Лăпкăн хăвăр шухăшăра çитерме пултаратăр, вăл та ăнланӗ. Пысăк ӗçсене çитес вăхăта хăварса, пуçтарăнса кайнă вак-тӗвек ӗçсене пурнăçлăр. Сывлăха тимлӗр, тухтăр патне кайма тахçанах вăхăт çитнӗ, кая юлсан сывалма йывăра килӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнере малашнехи ӗçсен плацдармне хатӗрлемелле. Нумай вăхăта планласа хурăр, ӗçсене тирпее кӗртӗр, вӗренме кайăр - кăтартусем тахçанччен савăнтарӗç. Килте лăпкă пулӗ, çывăх çынсем ăнланса тӗрев параççӗ. Ачăрсем пур-тăк, вӗсене ытларах тимлӗх уйăрăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере питӗ яваплă пулмалла, ӗçсене хăвăрт тума тивӗ, тӗплӗ шутласа ӗçлеме тăрăшăр, унсăрăн йăнăшсем кайӗç. Укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулăр, улталакансем тупăнӗç. Инвестицисем хывма шутларăр пулсан, специалистсемпе канашлăр малтан.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Çăлтăрсем сире кулленхи ӗçсемпе тивӗçсене пăрахса канма сӗнеççӗ. Кун пек майсем ялан пулмаççӗ. Пурнăç хăй еккипе пытăр, мӗн-тӗр улăштарма ан хăтланăр. Сывлăх çинчен шутлама вăхăт çитнӗ. Канмаллисенче те ӗçленипе, васканипе вăл хавшама пуçланă. Бассейна çӳрени усă кӳрӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрне планӗнче интереслӗ тӗлпулусемпе мероприятисем, интереслӗ пулăмсем пулмалла. Вӗсем ывăннине сирме пулăшӗç. Хăш-пӗри отпуск илсе канма кайма та шутлӗ. Пӗчченнисен савни тупас шанчăк ӳсет, çавăнпа килте ан ларăр. Укçапа перекетлӗ пулăр, кивçен ан илӗр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Кăмăл улшăнсах тăрӗ, кам çинче-тӗр çилле кăларасси аванпа вӗçленмӗ. Ырă кăмăллă пулни вара тӗллевсене пурнăçлама пулăшӗ. Партнерсем те çăмăллăнах сирӗн шухăшсемпе килӗшӗç. Канмаллисем юратуллă хутшăнусемшӗн çав тери ăнăçлă. Пӗчченнисен килте лармалла мар, мăшăрсен романтикăлла каç йӗркелемелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев